НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пирĕн округра пĕрремĕш йĕкĕрешсем çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 08:36 Просмотров: 19

Иртнĕ кунсенчен пĕри Йĕпреç муниципалитет округĕн историйĕнче паллă пулăмпа палăрса юлĕ. Эйпеçре пурăнакан нумай ачаллă Евгений Ивановичпа Екатерина Александровна Журавлевсен çемйинче йĕкĕрешсем - икĕ ывăл - çурални çинчен ырă хыпара пурте ăшă кăмăлпа йышăнчĕç ĕнтĕ. Ача çурални кама савăнтармĕ! Ку туслă кил-йышра вара тÿрех  икĕ пепке хушăннă: ывăлсенчен пĕрне Давид, теприне Данил ят хунă. Халĕ çемьере - пилĕк ывăл - пилĕк пăхаттир!

Журавлевсене йĕкĕреш «çĕнĕ кайăксем» килнĕ ятпа çывăх тăванĕсемпе кÿршисем, тус-тантăшĕсем саламланă. Вĕсен çемйи ял-йышра хисепре, ашшĕпе амăшĕ тата ачисем общество пурнăçне яланах хастар хутшăнаççĕ, спортпа туслă. Евгений Иванович ывăлĕсемшĕн лайăх тĕслĕх, вăл тăван енĕн чăн-чăн патриочĕ, футбола кăмăллать, ывăлĕсене те спорта активлăн явăçтарать.

Екатерина Александровна вара кил ăшшине, çемьери килĕшÿлĕхпе татулăха упрама, ыррине хушса пыма пĕлекен хĕрарăм. Ачисене пурне те пĕр пек юратса, ĕçе хăнăхтарса ÿстерет. Паллах ĕнтĕ, кашни ачан хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, хăйĕн интересĕ тата çутçанталăк панă пултарулăхĕпе таланчĕ, çавсене ачасенче пĕчĕкренех аталантарма тăрăшать тимлĕ те ăшă кăмăллă амăшĕ, хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн тем тума та хатĕр вăл.

Журавлевсене çемье хушăннă ятпа саламлатпăр, ывăлсем пурте таса сывлăхлă, туслă çитĕнччĕр, ашшĕ-амăшне савăнтарса кăна тăччăр!

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽