НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Икĕ çулта 350 хÿтлĕх карри çыхнă!

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 08:40 Просмотров: 15

2024 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăрăшкасси ялĕнчи культура çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх каррисем çыхма пуçланă. Фронтшăн питех те кирлĕ ĕçе хутшăнакансен хушшинче ялти хĕр-арăм-активистсем, пенсионерсем ытларах пулнă. Пĕрле пĕр шухăш-тĕллевпе чăмăртанса тимлеме пуçланăранпа кăçал шăп та лăп 2 çул çитрĕ. +ак тапхăрта чăрăшкассисем 350 хÿтлĕх хатĕрĕ ăсталанă, вĕсене фронтри ентешсем патне гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле ăсатсах тăнă.

Ĕçе пуçăннă пĕрремĕш куна пурте лайăх астăваççĕ-ха. Ун чухне хÿтлĕх карри çыхмалли станока ал айĕнче пур хатĕр-хĕтĕрпе туса лартнăччĕ. Уйрăм детальсене кам килтен илсе килнĕ, хăшĕ-пĕрисене ялта фельдшерпа акушер пунктне хăпартса ĕçе янă хыççăн юлнă строительство материалĕсен юлашкийĕсен хушшинче, кирлисене суйласа, станок çине вырнаçтарнă.

Станока пуçтарса хута янăранпа вăл пĕр кун та ĕçсĕр ларман, çĕмĕрĕлсен те, ăна çи-йĕнчех юсаса тепĕр хут ĕçе кĕртнĕ. Юрать-ха юнашар кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнме, парăнтарма пĕлекен ăста алăллă çынсем пулнă. Пĕтĕм шанчăк, СВОрисене пулăшас малашлăх шăпах вĕсем çине тиеннĕ.

Паян хастар волонтерсем тăрăшакан Чăрăшкассинчи уйрăм хамăр округри ытти точкăсем хушшинче чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисен шутĕнче тăрать. Ку туслă ушкăнра пĕрремĕш кунранпах хастаррăн тăрăшакансем сахалăн мар. Вĕсенчен чи малтан ял старостине, Анатолий Илларионова ырăпа асăнмалла.

Вăл - волонтерсемшĕн сылтăм алă пекех питĕ кирлĕ çын! Кирек епле йывăрлăх-чăрмав сиксе тухсан та пурте ун патне васкаççĕ, вăл татса парайман ыйту вара ку таранччен пĕрре те пулман. Хÿтлĕх карри çыхакансене материалсемпе тивĕçтерсе тăрассинче те пуçаруллă вăл. Вĕсен сывлăхне упрассишĕн те тăрăшать - хăех вĕри апат хатĕрлесе парать, вăхăтра çиме чĕнет. Çавăнпах пуль кунта ырă ĕç тума куллен çÿрекенсем хăйсене пĕр çемьери пек туяççĕ, пĕр-пĕриншĕн тăраççĕ.

Кăçал та вĕсем аван ĕçлерĕç, ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсене пур енлĕн пулăшма тăрăшрĕç, хăйсем хатĕрленĕ хÿтлĕх каррисемпе тумĕсене, куллен кирлĕ япаласене туянса фронта ентешĕсенчен парса яни те нумай пулнă. Çаксем пĕтĕмпех чăрăшкассисем Çĕнтерĕве хăйсен тÿпине мĕн май килнĕ таран хывма тăрăшнине ĕнентерсе параççĕ.

Фронтшăн питĕ кирлĕ ĕç тăвакан хастарсене ĕç пуçланăранпа 2 çул çитнĕ ятпа Хурамал территори пайĕн начальникĕ Валерий Евграфов саламланă, пурне те тылри чăн-чăн паттăрлăхшăн тав тунă, малашне те ыттисене тĕслĕх кăтартма, хастарлăха ÿстерме сĕнсе хурçă сывлăх, çирĕп вăй-хăватпа сÿнми шанчăк суннă. «Тĕрĕслĕх пирĕн енче, çарпа тыл çирĕппĕн чăмăртанса малалла ăнтăлсан, пĕр тĕллевлĕ пулсан, эпир çĕнтеретпĕрех!» - тенĕ вăл.

СВОри салтаксене гуманитари пулăшăвĕ паракан тата хÿтлĕх каррисем çыхакан Йĕпреçри «За Отечество» центр ертÿçи Роза Хлебникова чăрăшкассисене пуçаруллă, фронта пулăшассинче пур енĕпе те оперативлă пулнăшăн тав тунă. «Йышĕпе илсен, Чăрăшкасси уйрăмĕ ыттисенчен пĕчĕкрех пулсассăн та, кунти волонтерсем пысăк ĕçсем тăваççĕ. Мĕн кирлисене вĕсем ялан тенĕ пекех чи малтан хатĕрлесе параççĕ. Маттурсем! Чăн-чăн патриотсем!» - тесе палăртать, ĕçчен те çаврăнăçуллă хĕрарăмсене мухтаса, Роза Андреевна.

Икĕ çул пĕр чарăнмасăр вăй хунă хыççăн та клубра  ĕç шавĕ илтĕнсех тăрать. Куллен ирпе 9  сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен вун-вун çын -  станок умĕнче, пĕр хÿтлĕх хатĕрĕ хыççăн теприне çыхаççĕ, фронта çитерсе параççĕ. «Эпир ăсталанă хатĕрсем фронтри хамăрăн ывăлăмăрсемпе мăшăрсене тăшманран хÿтĕленме пулăшасса шанса тăни пирĕн татах та васкавлăрах ĕçлес кăмăла ÿстерет», - теççĕ ĕçчен хĕрарăмсем ăшă салам сăмахĕсене йышăннă май. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽