Пучинкере пурăнакан Петр Даниловичпа Валентина Ивановна Петровсем çак тапхăрта паллă кун кĕтсе илнĕ, пĕр-пĕрне килĕштерсе мăшăрланнăранпа, килĕшÿллĕ те татуллă çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитнĕ.
50 çул - паллă çул! Ылтăн туй кĕрекине ларма тивĕçнисене хисеп туса Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов килне пырсах саламланă, юбилярсене Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă открыткине панă, чечек çыххи парнеленĕ, асăнмалăх парнепе чысланă. +авăн пекех пĕтĕм ял-йыш яракан ăшă салама вĕсем патне çитернĕ.
Петр Даниловичпа Валентина Ивановна пурнăç çулĕпе килĕшÿллĕн утаççĕ, пĕрне-пĕри ялан пулăшса, тĕрев парса пыраççĕ. Вĕсем икĕ ывăла пурнăç панă, лайăх воспитани, çирĕп ăс-тăн парса ÿстернĕ. Асли ашшĕ çулĕпе кайнă, вăл çар çынни пулса тăнă. Кĕçĕн ывăлĕ тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, халĕ вăл стоматолог пулса ĕçлет.
Валентина Ивановна - таврари хисеплĕ-сумлă çын. Вăл хăйĕн кун-çулне медицинăпа çыхăнтарнă. Пысăк опытлă терапевт халĕчченех сывлăх хуралĕнче тăрать, Пучинкери участок больницинче участокри врач-терапевт пулса тăрăшать. Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă.
Петровсен çемйи çирĕп, вĕсем кирек ăçта та пĕрле. Телей-савăнăçне ялан тăванĕсемпе пĕрле пайлаççĕ, шăпа кăларса тăратакан йывăрлăх-чăрмавсене те пĕрлех парăнтарса пыраççĕ. Тăван салапа ял-йышшăн ырă ĕç сахал мар тунă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, пулăшу кирлисене алă тăсса панă. Хисеплĕ Петр Данилович, Валентина Ивановна! Хаçат вулаканĕсем сире ылтăн туй ячĕпе пĕтĕм кăмăлтан яракан ăшă салама йышăнма ыйтатпăр, таса сывлăхпа çирĕп вăй-хал сунатпăр!
Светлана Быкова
Сентябрь 2026 |
