НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тылри паттăрлăхшăн - медаль

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:22 Просмотров: 18

Иртнĕ кунсенчен пĕринче Паттăрлăх орденĕн кавалерĕн Азат Ашировăн тăван ялĕнче - Туçара - астăвăма яланлăхах кĕрсе юлмалли событи пулса иртнĕ. Кунта тыл çирĕплĕхне кунран-кун хушса, тĕреклетсе пыракан, хÿтлĕх каррисемпе тумĕсене, гуманитари пулăшăвне хатĕрлесе фронта ăсатсах тăракан хастарсене медальпе наградăланă.

Азат Сариевич хăй хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнать. Вăл службăра тăракан çар чаçĕн пуçарăвĕпе Ашировăн ентешĕсене, шăп та лăп икĕ çул хушши канма пĕлмесĕр вăй хуракан Туçари тыл ĕçченĕсенчен чи маттуррисене, «СВОна пулăшнăшăн» астăвăм медалĕсене пама йышăннă. Шăпах çав наградăна тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура чыслас тĕллевпе йĕркеленĕ те ĕнтĕ ку ăшă тĕлпулăва.

Наградăсене паян канлĕхе пĕлмесĕр фронт-шăн, çĕнтерÿшĕн ĕçлекен тыл хастарĕсем Кĕлĕмкасси территори пайĕн начальникĕнчен Валерий Никоновран тата Йăпреçпе Вăрнар районĕсен çар комиссарĕнчен шалти служба майорĕнчен Александр Николаевран йышăннă.

Тылри паттăрла ĕçсемшĕн чыс-хисепе тивĕçнĕ волонтерсем хушшинче: Ираида Ильина - Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Туçари канашĕн председателĕ, ялти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи, хÿтлĕх хатĕрĕсем ăсталакансен пĕрлĕхне йĕркелесе яраканĕ; Марина Николаева - уйрăм предприниматель, ялти хăрарăмсен канашĕн активисчĕ; Валентина Убасьникова - хÿтлĕх хатĕрĕсем тăвакансен Туçари центрĕн ертÿçи тата ыттисем те. Медале тивĕçнисем пурте хăйсен ĕçне çапла пысăка хурса хакланăшăн тав тунă, малашне те, çĕнтерĕве кĕтсе иличченех, хастарлăха чакармасăр пархатарлă ĕçе хутшăнма, тата тухăçлăрах вăй хума шантарнă.

Ираида Васильевна, тĕлпулура сăмах илнĕ май, пурне те медаль илнĕ ятпа саламласа, асăнмалăх-савăнмалăх хитре тутăрсем парнеленĕ. Марина Ивановна та, яланхиллех, пушă алăпа мар, кучченеçсемпе килнĕ. Аленсандр Николаев çар комиссарĕ те хĕрарăм-волонтерсене хавхалантарма ăшă сăмахсем нумай тупнă. Вăл фронтпа тыл хушшинчи çирĕп çыхăну пысăк вăй пулни, çĕнтерĕве çывхартма пулăшни, салтаксене тĕрĕс-тĕкел, сыввăн таврăнма  сунни çинчен каланине чĕре патнех илнисен куçĕсем шывланнă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽