Çак кунсенче Кĕлĕмкасси салин урамĕсем çийĕн илемлĕ юрă шăраннине илтекенсем пулнах пулĕ. Ялти сумлă çынсене çавра çулпа саламлас йăлана çирĕп тытса пынă май, кунти общество пурнăçне йĕркелесе пыракан яваплă çынсем нумаях пулмасть хисепе тивĕçнĕ сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ, çур ĕмĕре яхăн ялти сыватмăш пунктĕнче акушер пулса вăй хунă Валентина Григорьевна Михеева патне ăшă салам илсе çитернĕ.
Çак илемлĕ те йăрă пÿллĕ хĕрарăма 80 çул тултарнă тесен пачах та ĕненес килмест, анчах та паспорт çапла кăтартать. Паллă кунпа Валентина Григорьевнăна территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов, вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ева Петрова тата культура вучахне кăвайт хурсах тăракансен ушкăнĕ саламлама килнех килнĕ. Ялти çынсен, уйрăмах ача амăшĕсемпе тин кун çути курнă пепкесен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пĕтĕм чунне хурса нумай çул хушши тăрăшнăшăн ветерана чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă, юбилейпа саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çутă ăраскал суннă, парнесем парса савăнтарнă. Культура çурчĕ çумĕнчи «Йăлтăм» ансамбль шăрантарнă çемĕсем хăй те илемлĕ пултарулăхпа çамрăк çулсенче пурнăçне çыхăнтарнă Валентина Григорьевнăшăн чи паха парне пулнă.
Акушер медицина сукмакĕ çине вăрманлă Йĕпреç тăрăхĕнче тăман иккен, вăл Вăрмар районĕнчи Анаткас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ (ашшĕпе амăшĕ 10 тĕпренчĕкне пурнăç парнелесе ура çине тăратнă), чунĕ туртнипе шкул пĕтерсенех Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕлÿ илнĕ çамрăк специалиста Йĕпреç районне ĕçлеме янă. Вăл вăхăтра çемьесем пысăк пулнă, ачасем нумай çуралнă, çамрăк акушерăн ĕçĕ пĕтме пĕлмен% кашни çĕнĕ кайăка кил тăрăх çÿресе пăхса тăнă, çамрăк амăшĕсене кирлĕ канашсемпе пулăшнă… Чунне парса пурнăçланă вăл шанса панă тивĕçĕсене.
Хăй телейне те кунтах тупнă Валентина Григорьевна, мăшăрĕпе çирĕп çемье çавăрнă, 4 ачине ура çине тăратнă. Хунав хыççăн хунав хушăнсах пыни ветеранăн чĕрине савăнтарать – 8 мăнукĕпе, икĕ кĕçĕн мăнукĕпе куç тулли йăпанать вăл паян.
Мĕн акнине пуçтарма кашнинех вăхăт çитет. Валентина Григорьевна пурнăç тăршшĕпех паха вăрлăх акнă% чунĕпе уçă, кăмăлĕпе ырă пулни, хăй çинчен манса чи малтан çынсемшĕн тăрăшни, кирлĕ чухне самант та тăхтамасăр пулăшма васкани халăх хушшинче ун ятне çÿле çĕкленĕ, чыс тата хисеп пилленĕ. Апла пулсан мĕн акса ÿстерни пÿлмене тулли тултартăр, Валентина Григорьевна! Çĕре çити тайма пуç сире, сывлăхлă та телейлĕ пулăр!
Эльвира Анисимова
Август 2026 |
