НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тылри паттăрлăх çĕнтерĕве туптать

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2026, 09:33 Просмотров: 13

Кунта ирпе ирех хăйне евĕрлĕ шăв-шав пуçланать. Тахçанах тивĕçлĕ канури инкесем çамрăк та вăйпитти пулнă тапхăра таврăннă тейĕн – ĕçелле утакан ял халăхĕпе пĕрле 8 сехет валли станок умне васкаççĕ. Унта вара кашнин хăйĕн вырăнĕ пур, харпăр хăй çумне çирĕплетнĕ тивĕçĕ. Ĕç кунĕ кĕлĕрен тытăнать, тĕн йĕркисене лайăх пĕлекен Анфиса Леонтьева чи малтанах çурта çутать, Турă патне ăсатакан кашни сăмахне чĕри витĕр кăларать. Пÿлĕм чиркÿри асамлă шăршăпа тулать. Юлхавçăсем çук кунта – пурте «ĕçе» вăхăтра çитнĕ. Хĕрарăмсем шăплăха хускатмасăр ĕç вырăнĕсене хатĕрлеççĕ, пулас сеть никĕсне каркас çине тирсе карăнтараççĕ, варрипе тата хĕррисемпе çирĕп çÿхе вĕрен тиреççĕ. Хăю касакансем вăрăм сĕ-телĕ çинче тирпей тă-ваççĕ, хачăсене алă айне хураççĕ...

Пучинкере тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçакан салтаксем валли хÿтлĕх çыхма пуçлани виççĕмеш çул çинче пырать.  Нумаях пулмасть ывăнма пĕлмен хастар хĕрарăмсем калăпласа кăларнă тетелсен шучĕ 1000 урлă каçрĕ. Хăвăрт ĕçлеççĕ пучинкесем, ĕçчен аллисем вĕлтĕр-вĕлтĕр туни кăна курăнса тăрать. Пĕр кунта икĕ е виçĕ хÿтлĕх ăсталама ĕлкĕреççĕ.

Ушкăн ертÿçи Ольга Кириллова хăй те чупсах ĕçлет, ыттисене те «хăвалать». Ĕçе кашни кун кам тухнине, миçе сеть калăпланине çырса пырать, ăçта тата мĕн чухлĕ ăсатнă - ун тетрачĕ çинче пĕтĕм информаци вырăн тупнă. Ку – кирлĕ самант, çырса пыни историне кĕрсе юлать, манăçмасть.

Кашни ялтах «мĕнпе те пулсан пулăшасчĕ» девизпа халăх тапраннă тапхăрта пучинкесем те килте ларса тăма пултарайман, культура çуртĕнче пĕр чăмăра чăмăртанса ытти ялсенче мĕн тунине тĕпчеме пикеннĕ, ĕçе пуçăннă% кăвайт чĕртмелли вăрах çунакан шăрпăксем ăсталанă, нашлемник валли кăшкарĕсене çыхнă... Округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, хай чылай çул хушши Пучинке ял тăрăхне ертсе пынă май чунĕпе кунтан уйрăлайманскер, çар валли маскировка сечĕсем çыхма пикенме хистенĕ. Вăл вăхăтра Йĕпреç тăрă-хĕнче сеть çыхакан 6 точка кăна ĕçленĕ (халĕ 16). Шухăша вăраха яман, хастартарах ар çынсене пуçтарса станок ăсталама хушнă. Ялти территори пайĕпе вырăнти «Красный партизан» колхоз яланах тачă çыхăну тытса пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçленине кура, никам та айккинче тăрса юлман, ĕç хăвăртах вĕресе кайнă. Пĕрремĕш сеть 2024 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче хатĕр пулнă.

Икĕ çул çурă хушшинче пучинкесем фронта самаях пысăк пулăшу панă: Йĕпреçри «За Отечество» центр хатĕрлесе ăсатакан гуманитари тиевĕпе 600 ытла, Шупашкарти «Пĕрле» фонд урлă 200 ытла сеть çапăçу хирне ăсатнă. Отпуска килекенсем е гуманитари пулăшăвĕ турт-таракан уйрăм волонтерсем те час-часах кĕреççĕ кунта, чылай вăхăт хушши тачă çыхăну тытакансм те пур.

«Ĕçлеме пуçланăранпа чи савăнăçлă хыпар нумаях пулмасть пулчĕ маншăн: «Пĕрле» фонд урлă ăсатнă сетьсем хамăн çывăх çыннăмăн батальонне çитнĕ! Уншăн мĕн тери савăнăç пулчĕ пулĕ тата!»  - каласа парать Ольга Кириллова. Чăнах та, тăван тăрăхран кĕтмен çĕртен çитнĕ посылка, тăван алăсем çыхнă асамлă хÿтлĕх мĕн тери хумхантарнă пулĕ салтака!

Малтан «За Отечество» центрĕн пĕр пайĕ пулнă ушкăн хăй тĕллĕн ĕçлеме вăй çитерни «Красный партизан» колхоз правленийĕ пур енлĕн пулăшу панипе çыхăннă. Сеть хатĕрлемелли пĕтĕм материалпа колхоз тивĕçтерсе тăрать, хуçалăхра вăй хуракансем пурте хăйсен тÿпине хываççĕ. Кашниех профсоюзра тăрать, профсоюз взносĕпе пухăннă укçа пĕтĕмпех материал илме каять, мĕн çитменнине колхоз правленийĕ çиелтен хушса тÿлет. Хуçалăх ертÿçи Николай Иванов ку ĕçе хăй тимлесе-уяса тăрать, мĕнпе пулăшма пултарнине май çитнĕ таран тума тăрăшать. Сеть çыхакансене те хавхалантарма май тупнă вăл – тырăпа тивĕçтерме йышăннă. Транспорт ыйтăвĕсене те колхоз водителĕ Аркадий Николаев татса парать.

Ялти гуманитари ĕçне йĕркелесе тăраканĕ – Николай Иванович умĕн 13 çул хушши колхоз тилхепине тытнă, совет самани саланнă вăхăтра хуçалăха упраса хăварма вăй-хал тата ăс-тăн çитернĕ Анатолий Петров. «Кунта ĕнтĕ ял халăхĕ туслă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхне аталантарас ыйтăва администраци пайĕпе (тахçан ял канашĕ теттĕмĕр) пĕр шухăшлă пулса яланах колхоз татса пама тăрăшнă. +ак йăлана Пучинкере халĕ те пăрахăçламан.

Юлашки çулсенче кунти  сĕт-çу завочĕ те çак пĕр чăмăрах чăмăртанчĕ, нумай усăллă ĕçсене хутшăнать, пысăк пулăшу парать. Кунта ĕнтĕ завочĕ те, колхозĕ те тухăçлă ĕçленине тав тумалла. Салтаксене пулăшас ĕçе те пĕрле тăватпăр. Ял халăхĕ, колхоз тата сĕт-çу завочĕ тăрăшнипе фронта эпир 1 УАЗ автомобиль, 20 дрон, тĕрлĕ паянхи кун кирлĕ оборудовани илсе ăсатрăмăр. Хамăр районти «За Отечество» центрпа тата республикăри «Пĕрле» фондпа тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Сетьсем пирĕн паха, Йĕпреçре çыхакан сетьсене салтаксем те чи лайăххисем тесе хаклаççĕ», -  каласа парать Анатолий Иванович.

Ялти шкул та çак ĕçе хастар хутшăнать: ачасемпе вĕрентекенсем сеть çине çыхмалли «лĕпĕшсене» çав тери нумай ăсталарĕç, çырусем тăтăшах çырса тăраççĕ, блиндаж çуртисем хатĕрлеççĕ, вăхăт пур чухне сеть çыхма та хаваспах пулăшаççĕ.

Колхоз правленийĕ тата Анатолий Петров çине тăнипе кашни çавра хисепех паллă туса вăй хуракансене чыслама, саламласа хавхалантарма тăрăшаççĕ кунта. 1000 сеть çыхнине те кăмăллă лару-тăрура паллă турĕç. Колхоз столовăйĕнче сĕтелсене тутлă апат-çимĕçпе тултарчĕç. Сăлтавĕ вара пĕрре кăна мар, иккĕ те пулчĕ. Пучинке ял тăрăхĕнче тепĕр ялта та маскировка хатĕрлес ĕçе йĕркеленĕ, шăпах çак кунсенче çирĕклĕсем те 500 «кикимора» çыхса пĕтернĕ. Икĕ ушкăнне те чыслав уявне чĕнчĕç. Йĕпреç муниципалитет пуçлăхĕ Игорь Семенов та çитнĕ кунта. Вăл кашнинех пысăк та кирлĕ ĕç тунăшăн чĕререн тав турĕ, «Красный партизан» колхоза «Пĕрле» фондран ярса панă Тав çырăвне çитерчĕ. Патшалăх канашĕн депутачĕ Роман Алексеев хăй Мускавра пулнипе килеймен, анчах ăна пулăшаканĕ Анна Евграфова ун ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Кану каçĕ кăмăллă иртрĕ, анчах ыран каллех станок умне тăмалла. Салтаксем кĕтеççĕ.

…Акă, кăнтăрлахи апата лариччен хĕрарăмсем 6 м тăршшĕ, 3 м сарлакăш лаптăка кĕр пуçламăшĕнчи тĕссемпе эрешлесе те пĕтерчĕç. Ăна йăпăр-япăр кăшкар çинчен вĕçертрĕç те кĕтесрен кĕтесе турткаласа урайне якатса сарса хучĕç. Анфиса кĕлĕ каласа тур шывĕпе сапрĕ. Варрине «парнесем» хучĕç: нуски, перчетке, аялти кĕпе-йĕм яланах кирлĕ, кăшт савăнтарма тепĕр чух пылак çимĕç, чей е кофе хураççĕ,  ачасем çырнă çыру, пĕчĕк икона. Пĕрисем хатĕр сете хăнăхнă майпа пусăрăнтарса пĕр тĕркене чĕркесе çирĕп шнурпа  çавăрттара-çавăрттара çыхнă хушăра тепĕр ушкăн станок çине пушă тетеле тирсе те хучĕ – ĕç каллех çĕнĕрен пуçланать...

«Çамрăклăха таврăннă пекех туйăнать – каллех ĕçе çуретпĕр, - каласа парать Мария Изосимова (вăл кунта чи аслисенчен пĕри). – Хăнăхрăмăр ĕнтĕ, алăсем ыраткаларĕç маларах, урасем те ывăнатчĕç.  Мĕн тăвас тен – чăтăс пулать. Ĕçе çÿрекенĕн вăхăчĕ сахалрах, киле таврăнсан та ĕçĕсем нумай. Çавăнпа та пирĕнех утма тивет кунта. Тепĕр тесен – йышпа савăнăçлă, тунсăхлама вăхăт çук». Марья аппа таврара чи паллă çĕвĕç шутланать, вăл 50 çул çак профессинче вăй хунă, хăй ĕмĕрĕнче миçе тонна япала çĕленĕ-ши? Халĕ те, ав, сеть çыхма та тухать, салтаксем валли кирлĕ кĕпе-йĕм, вырăн хатĕрĕсем те çĕлет. Пĕлтĕр, сăмахран, пучинкесем, пысăк парти минтер, матрас çĕлесе ăсатрĕç.

Çуллахи кун кил-хуçалăхра, пахчара ĕçсем нумайланаççĕ пулин те, кунта ĕçлекенсен йышĕ чакманни савăнтарать% кашни кунах 15-20 çын пуçтарăнать. Ку, паллах, ĕç темпĕсене пĕр пек тытса пыма май парать. Анчах та çĕнĕ çынсем хутшăнмаççĕ, пĕрисемех... Çапăçу хирĕнче паттăррăн кĕрешекен салтаксем хыçра çирĕп тыл пулнине туйса тăни – кунта паттăрлăх кăтартса çĕнтерĕве çывхартма тăрăшакансен тÿпи паллах. Кашниех вĕсенчен «Паттăрлăхшăн» медале тивĕç, анчах та вĕсемшĕн чи пысăк парне – салтаксем киле тĕрĕс-тĕкел таврăнни, хăйсем ăсталакан тетелсем маскировкине пула кăна мар, чĕре витĕр кăларакан асамлăх вăйĕпе те ывăлсемпе шăллăмсене, мăшăрсемпе аттесене çăлма пултарни. Акă вĕсем, паянхи саманан чăн-чăн паттăрĕсем% Анатолий Петров, Ольга Кириллова, Галина Петрова, Галина Егорова, Валентина Бурмисторова, Валентина Семенова, Евдокия Петрова, Нина Пыркина, Валентина Федорова, Валентина Еремеева, Мария Леонтьева, Анфиса Леонтьева, Светлана Хрисанова, Вера Арсентьева, Зинаида Данилова, Раиса Александрова, Зоя Павлова, Галина Харитонова, Елена Максимова, Мария Изосимова, Ульяна Краснова, Юлия Сильвестрова, Лидия Степанова, Нина Хрисанова, Аркадий Николаев. Чи асли 85-мĕш çул çине пуснă, чи çамрăккисем 60 çулта.

«Текех çавра хисеп паллă тăвас марччĕ, вăрçи чарăнтăр», - теççĕ тыл паттăрĕсем, пурте пĕр шухăшлă пулса. Çапла пултăр!

Эльвира Анисимова

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译