НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Асаттен урокĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.08.2026, 15:30 Просмотров: 8

Калав

Пуйăс чукун çул тăрăх малтан майĕпен, кайран вара хытттăн вĕçме тытăннă хыççăн вакунри çулçÿрев-çĕсем кăмăлĕсене ирĕке ячĕç. Пĕр-пĕринпе паллашасси яланах мар пулин те,  тĕл пулкалать. Тепĕр чухне самай çывăх çынсем те тупăнаççĕ. Васкакан пассажирсем хушшинче, пĕр республикăран, хуларан  е пĕр ялтан тухнисем те пур. Вăт çапларах вăл пурнăç тени.  Турă тĕл пулмалла тунă пулсан, чăнах та, тĕл пулатпăрах вара.

Пĕр енчисем, пĕр шухăш-кăмăллисем калаçма пуçласан хăлхуна тăратса анчах пыр!  Мĕнле кăна илемлĕ калавсем итлеме тÿр килет! Астуса юлма тăрăш! Киле çитсен часрах çырса хумалла, халăх хушшинче ылтăн пĕрчи пек илемлĕ калавсем историре çухалса ан кайччăр! Питĕ упрасчĕ вĕсене…

Çапла хам çуралнă кĕтесрен пурнăç çулĕ çине тухнă пĕр хĕрарăмпа паллашса кайрăмăр пĕррехинче. Тăвана курнă пекех туйăнчĕ вара! +итменнине вăл та педагогика ветеранĕ, тивĕçлĕ канура, мăнуксем патне кайма тухнă. Вăл та чунне уçсах калаçать, хам та çăвар карсах итлетĕп! Хушăран иксĕмĕр те пĕр кана кулса илнĕ хыççăн сăмах çăмхи малалла вĕçет.

Инçе çула самай кĕскетмелли питĕ ансат меслет вăл  калаçу тени.

- ...Асатте пирĕн питĕ çирĕп кăмăллă, акăш-макăш  ĕçчен этемччĕ. Нумай пакăлтатма юратмасан та кăштах ывăннă çинчен тесе аншарлине тутансан вара кăмăлĕ çеç мар, чĕлхи те аванах уçăлатчĕ. Сĕтел хушшинче тепĕр чухне пĕчченех тăрсаюлсан та хăйпе хăй мĕн ывăнса çитиччен  калаçса ларма пултаратчĕ. Асаннемайĕпен вырăн еннеле утсанас аттене итлесе ларма пирĕн черет  çитнине ăнкарса илсе пиччепе иккĕн сĕтел хушшине шкулти евĕр пырса лараттăмăр. Хăлхасене чăнк тăратнă! Хальхинче асатте мĕн юптарса парать-ши тесе кĕтсе ларатпăр пиччепе иксĕмĕр. Кулас килет пулсан та кулмастпăр! Асаттен кăмăлне пăсма юрать-и вара; Тепĕр чух пире вăл тимлĕн итлесе ларнăшăн мухтатчĕ, савăнатчĕ, тутли илме кăштах вак укçа та паратчĕ! +ук, хамăр ыйтман нихçан та! Хăй пире çапла юратнине кăтартма тăрăшатчĕ... Лайăх çын пулнă  пирĕн асатте!

Ларатпăр çапла итлесе пĕррехинче. Асатте пирĕн çине тимлĕн пăхса тĕрлĕрен çамрăк чухнехи самантсем çинчен, юлташĕсем çинчен каласа кăтарать. Нумайăшĕ çĕре кĕни çинчен каланă чухне чарăнса тăрать, хаш! сывласа илет те хăйĕн ачалăхĕнче мĕнле интернетсăрах савăнма пĕлни çинчен те сăмахлать…  Пĕр самант чарăнса тăнă хыççăн пирĕн çине пăхса самай çирĕп саспа калаçма пуçлать! (Колхоз председателĕ пекех туять пулас хăйне!). Ак паян та нумайччен ăс пачĕ асатте%

_ Çынна хур тăвасси, кÿрентересси, тарăхтарасси, çиллентересси, йĕкĕлтесси, икĕпитленесси, вăрласси-çаратасси, аташтарасси, мăшкăласси, ята ярса çÿресси, капайланасси, чĕрре кĕресси, çапăçасси, çын ĕмĕт-çулне татасси, куласси… _ темччен калаçать асатте! Сăмаххисене ăçтан тупать-ши…си, ...си,...си...

Юлашкинчен МХАТ-риартистсем пекех пĕр пысăк тăхтав тăвать, сăмахне вĕçленине пĕлтерсе (е урăх тăсмалли хайхи « ...ссисем» пĕтнине пула;) темле чаплă документ çине пичет лартнă евĕр аллипе сĕтеле шап! шаплаттарать те сассине  çирĕппĕн хытарса самаях хыттăн хушса хурать%

- ...Ан пултăр!

Çакăнпа яланах ĕçпе çыхăннă асаттен теплере пĕрре мăнуксем валли ирттерекен пурнăç урокĕ вĕçленет! ...Асатте тем пысăкăш ĕç тунă евĕр сĕтел хушшинчен тăрса асанне патнелле утать.

...Асаттен урокĕсене эпир паян кун та кула-кула  аса илетпĕр кăна мар, яланах асра тытатпăр! Халăх педагогики хаклă мул çав  вăл, ман шутпа ăна ăруран ăрăва упраса пырасси пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк тивĕç...

Пуйăс малалла чупать, купере шăплăх хуçаланать, пассажирсем çак калав хыççăн кашни хăйĕн шухăшне путрĕç тейĕн...

Анна Тумаланова,

Чăваш Тимеш

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译