НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Концерт чи чаплă парне пулчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2026, 10:38 Просмотров: 13

Çуллахи кунсем тулли те пуян, пулса çитсе пÿлмене кĕрекен çимĕçĕсемпе кăна мар, хуласемпе ялсенче пулса иртекен савăнăçлă уявсемпе, ăшă тĕлпулусемпе, обществăри усăллă та кирлĕ пулăмсемпе те. Йĕпреç тăрăхĕнчи чылай саласемпе ялсенче ял кунĕсене уявласси йăлана кĕнĕ. Туçасем çак кĕтнĕ куна тахçанах ĕнтĕ Илен уявĕпе çыхăнтарма йышăннă. Кăçал та ялăн чи паллă кунĕ тĕлĕнмеллĕ ăшă, çĕкленÿллу, савăнăçлă лару-тăрура янăраса-кĕрлесе иртрĕ.

Туçасем ял кунне кĕтсе илме кашни çулах тĕплĕн хатĕрленеççĕ, тĕп урампа уяв иртекен лапамсене тасатса тирпейлеççĕ, вăхăтра юсав ĕçесем туса, сăрласа-çĕнетсе тăраççĕ. Ăçта пăхатăн – пур енчен те куçа илĕртекен чечексем пуç таяççĕ. Çĕнĕлĕхсем те хушăнсах тăраççĕ ял центрĕнче. Сăмахран, кăçал «Эпĕ Туçана юрататăп» текен арт-объект вырăн тупнă кунта, пурте ун çумĕнче сăн ÿкерĕнме кăмăллăççĕ. Пĕлтĕр туса лартнă урамри сценăна та çĕнетнĕ, ун хыçĕнче халь артистсене хывăнса тăхăнма, кирлĕ хатĕрсене упрама пасăк та меллĕ пÿлĕм пур. Ку ĕçсем тăван тăрăха чунтан юратакан, ун пуласлăхĕшĕн çунса тăракан çынсем тăрăшнипе пулса пырăççĕ. Округ пуçлахĕ Игорь Семĕнов та туçасене уяв ячĕпе саламланă май çак сăмахсенех каларĕ, ялта пурăнакансен пултарулăхĕпе хастарлĕхне пысăка хурса хакларĕ, çултан çул халăх пуçарулăхĕ çинче никăсленнĕ бюджет программипе усă курса ял урамĕсене хăтлăрах та илемлĕрех тунăшăн чĕререн тав турĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев та ăшă сăмахĕсене хĕрхенмерĕ, туçасем ытти ялсемшĕн тĕслĕх пулма тивĕçлине палăртрĕ. Территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов пĕлтĕр тата кăçал туса ирттернĕ ĕçсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, тĕпĕр çул валли палăртса хунисемпе те паллаштарчĕ. Хаклă хăнасем чи пултаруллисемпе маттуррисене тав çырăвĕсемпе хавхалантрачĕç. Чăваш Правительство пуçлăхĕн Сергей Артамоновăн Тав хучĕсене Андрей Семенов, Николай Ильин, Степан Тимофеев тивĕçнĕ. «Единая Россия» парти депутачĕ Роман Алексеев хăй ячĕпе Людмила Маркияновăна, Андрей Васильева, Анастасия Ильинана, Марина Нтколаевăна, Андрей Яковлева, Николай Андреева чысларĕ. Валентина Миронова, Галина Гаврилова, Зинаида Новикова, Олег Гаврилов, Елена Андреева, Максим Сидоров территори пайĕн тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Районти культура аталанăвĕн центрĕн тав çырăвне Лариса Тимофеевăпа Владимир Ердеменов илчĕç.

Унсăр пуçне СВОра Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсен амăшĕсемпе мăшăрĕсене тата салтаксене хÿтĕлев пĕркенчĕкĕ çыхса пулăшу паракан хĕрарăмсене тав хучĕсемпе парнесем парса чысларĕç.

Ял уявĕ яланхиллех вăйă картинчен пуçланчĕ, чăвашла тăхăннă хĕрсемпе йĕкĕтсем, арсемпе инкесем сцена умĕнчи лапама çепĕç кĕвĕ майăн карталанса тухни хăй илемĕпе куçа шартарчĕ, курма килнисен кăмăлĕсене çĕклерĕ. Концерт программине пуçлама Ильинсен çемйи сцена çине тухрĕ. Çамрăк пулсан та пултаруллă Николай Ильин якатса калăпланă «Çемье юррине» халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Малалла эстафетăна чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсем çине илчĕç. Уява килнисемшĕн Сергей Кувшинов, Ольга Лукова тата Светлана Вутăшпи шăрантарнă юрăсем чăн-чăн парне пулчĕç. Туçара çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Петр Ильин сумлă артистсемпе пĕр сцена çинче юрлани куракансене уйрăмах мăнаçлантарчĕ, çамрăк юрăç ятарлă çар операцинче пуçне хунă ашшĕне халалланă юрă кашнин чĕрине пырса тивсе куçсене шывлантарчĕ.

Юрра-ташша ытларах кăмăллакансем концертпа киленнĕ хушăра спортпа туслăраххисем тĕрлĕ енлĕ ăмăртусене хутшăнма пултарчĕç. Стадионра, сăмахран, кÿршĕри ял тăрăхĕсенчен кăна мар, ытти районсенчен те пухăннă çамрăк футболистсем ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕ кубокне Вăрнар районĕнчен килнĕ «Вурнары» команда çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăна Энтриелĕнчи «Кристалл-1» команда тухрĕ, Шупашкар тăрăхĕнчен çитнĕ «Шоркино» команда 3-мĕш пулчĕ. «Тойси» тата «Кристалл-2» ушкăнсем те тивĕçлĕ вылярĕç. Аслăраххисем шашкăлла, шахмăтла выляса тата кире пуканĕ ывăтса ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призĕрсене дипломсем, медальсем, хаклă парнесем парса чысларĕç.

Тулли сĕтелсĕр уяв иртни пулать-и вара? Кучченеçĕсене ялĕпех хатĕрленĕ курăнать: йышлă пухăннă хăнасем кукăль-пÿремечпе, техĕмлĕ шÿрпепе тата ытти тĕрлĕ апат-çимĕçпе сайланчĕç.

Ял кунĕ туçасемшĕн савăнăçлă кăна мар, усăллă та иртрĕ, уяв пыракан лапамрах Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне - утăм» проектпа килĕшÿллĕн медицина пунктчĕ кунĕпех ĕçлерĕ, ял халăхĕ юн пусăмне, куç давленине, чĕре таппине тĕрĕслеттерме, тĕрлĕ тухтăрсенчен канаш илме пултарчĕ.

Çанталăкĕ те çак кун савăнтарчĕ, таса тÿперен тимлĕ тинкерекен хĕвелĕ хăйĕн хĕрÿлĕхне кăшт чакарчĕ, вăркăш çилĕ те уçăлтарсах тăчĕ.

Эльвира Анисимова

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
易歪歪易翻译比特浏览器美洽