Ирçе Çармăс территори пайĕнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассипе ĕçлекен волонтерсен ушкăнĕ çурла уйăхĕнче черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕ ентешсем патне.
Пуçаруллă та активлă çынсем пĕр тĕллевлĕн тăрăшнипе çĕршыв хÿтĕлевçисене куллен кирлĕ япаласем пухса ярса патăмăр эпир. Посылкăсенче - хĕрарăмсем çĕр çывăрмасăр, канлĕхе пĕлмесĕр çыхнă хÿтĕлев каррисем 25 штук, эмелсемпе медицина хатĕрĕсем, ĕçмелли таса шыв тултарнă пластик савăтсем тата ытти тем те пĕр. Çаксене пĕтĕмпех ырă кăмăллă çынсем хăйсен ирĕкĕпе туянса, хатĕрлесе панă.
Активлисем нумайăн, анчах вĕсем хушшинче Малиновка поселокĕнчи Александр Ананьева уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вăл хăйĕн утарĕнчен çĕршыв хÿтĕлевçисем валли 6 литр пыл илсе килсе пачĕ. Хамăр салтаксемшĕн тăрăшса, чĕререн тунă ĕç ыттисене те хавхалантарать, Çĕнтерĕве çывхартас шанăçа та вăйлатать. Пыла тутанса пăхакан кашни салтак тăван килне, вучах ăшшине, ашшĕ-амăшне аса илĕ, çакă вара ăна çĕнĕ вăй парĕ. Пирĕн вара пурин те пĕр тĕп тĕллевпе пурăнмалла, ĕçлемелле паян - эпир, фронтпа тыл - пĕр çирĕп чăмăр, эпир çĕнтеретпĕрех!
Тамара Протасова
Август 2026 |
