НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çул тимсĕрлĕхе каçармасть

Категория: Публикации Опубликовано: 31.08.2026, 09:38 Просмотров: 11

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хыркасси ялĕ çывăхĕнчи автоçул çинче автотранспорт хатĕрĕсем инкеке çакланнă, аварире çула çитмен çамрăк аманнă. Ачана васкавлă пулăшу вăхăтра панă, ăна çийĕнчех больницăна леçнĕ. Халĕ унăн пурнăçĕ хăрушлăхра мар.

Шел пулин те, кунашкал инкек-синкексем тăтăшах сиксе тухаççĕ пирĕн округ территорийĕнчи çулсем çинче. Кăçал ку таранччен çул-йĕр çинче 11 хутчен авари пулнă, вĕсенче 13 çын суранланнă, йывăр аманнисем те пулнă. Чи  кулянтараканни вара - ачасем инкеке çакланни! Çул çитменнисем икĕ хутчен аварие лекнĕ, суранланнă. Çавăнпа водительсене те, çуран çынсене те асăрхаттарса калас килет: автоçул - пурнăçшăн чи хăрушă вырăн, унпа çÿренĕ чухне те, çул урлă каçнă чухне те тимлĕ пулăр, ачăрсене те çул çÿрев правилисене пăхăнма вĕрентĕр! Руль умне ларса çула тухсан, ан манăр,  чи кирли машинăна пысăк хăвăртлăхпа хăвалани мар,  кун пек чухне чи  хакли - пурнăç! Васкакан вакка сикет, тесе ахальтен каламан ваттисем. Çакна асра тытăр.

Владислав Кондратьев

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译