Чăваш Енри çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшакан программăсенчен чи ăнăçлă ĕçлекенни вăл - «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект. Вăл, республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе çула тухнăскер, паянхи куна илсен, пирĕн регионта анлă сарăлнă тата хăйĕн эффективлăхне кăтартса панă проект пулса тăчĕ. Уйрăмах яллă вырăнсенче социаллă инфратытăм аталанăвне сисĕнмеллех хăвăртлатакан хăват пулнине çирĕплетсе пачĕ.
«Ниме» чăвашсемшĕн чуна ăшăтакан сăмах кăна мар, унра ĕлĕкрен ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕркен _ ушкăнпа пулăшнин - тулли пĕлтерĕшĕ пытарăннă. Пĕрле туслăн пуçтарăнса, канашласа - нимелле - тăвакан ĕç ăнăçлă пулса тухасси авалтанах никама та иккĕлентермен, паян та вăл халăх хушшинче çав пĕлтерĕшпех çÿрет.
Пĕтĕм халăх вăйне пĕрле пухса пысăк ĕç тăвас йăла Березовка территори пайне кĕрекен поселоксенче те упранса юлнă темелле. Хальхи вăхăтра вара, палăртсах каламалла, вăл çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Çакна «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна çулсеренех хутшăннипе те ĕнентерсе пачĕç березовкăсем.
Лайăх астăватпăр-ха, 2023 çулта тĕп усадьбăри Солнечная урамра вырнаçнă, унччен котельнăй пулнă юхăннă çурта вĕсем хăйсен вăйĕпе тĕплĕн юсаса кунта пушар машинине лартмалли гараж турĕç. Юсав ĕçĕсенче уйрăмах палăрнисем хушшинче вырăнти активистсемпе депутатсем тата старостăсем пулнă, ял-йыш вара мĕн май килнĕ таран укçине пухса панă. Пурнăçланă ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 609 пин те 840 тенкĕпе танлашнă.
Пушар машини валли ăшă гараж кирлине ял çыннисем тахçанах пĕлнĕ-ха, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ку задачăна пурнăçласси вăраха тăсăлса пынă. Кивĕ çурта çĕнетсе хута янă хыççăнах лăпкăн сывласа янă ял-йыш. Ара, пушар сÿнтермелли машина хăйĕн тивĕçне пурнăçлама ялан хатĕр ларни вут-кăвар хăрушлăхне çийĕнчех сирме пулăшать-çке. Ку вара _ район центрĕнчен инçетре вырнаçнă поселок çыннисемшĕн чи кирли.
Пĕрлехи шухăш-тĕллевпе тунă пысăк калăпăшлă ĕç çавăнтах ытти ырă пуçарусен никĕсĕ пулса тăнă. +апла Березовкăри Молодежная урамра пурăнакансем, пĕрле пуçтарăнса канашланă хыççăн, 2024 çулта тепĕр проблемăна татса пама йышăннă. Уйрăм килсене шыв пыракан пăрăхсем, çулсем иртнĕ май, тутăхса-çĕрĕшсе пĕтнĕ, çавсене, 590 метр ытла тăсăлакан пăрăхсене, улăштарасси çинчен проект туса хатĕрленĕ. Мĕн тетĕр; Проект республика конкурсĕнчен çĕнтерÿпе тухнă. Лав тинех вырăнтан тапраннă.
Çав çулах объект çинче хĕрÿ ĕçсем пуçланнă. Килхуçисем - заказчиксем! Вĕсем подрядчик тăрăшулăхне, строительсен бригадин ĕç пахалăхне тĕрĕслесе, пĕтĕмĕшле ĕçсен кашни тапхăрĕнче тивĕçĕсене епле пурнăçланине сăнаса тăнă. Специалистсене шанманшăн мар, тĕп задачăна - çуртсене шыв кĕртессине тĕрĕс те пахалăхлă пурнăçлассинче кашни килхуçи хăйĕн яваплăхне туйни çапла тимлĕ пулма хистенĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, юсав 290 пин те 330 тенке ларнă, çав суммăран ытларах пайне республикăн пуçарулăх бюджетĕнчен тата округ бюджетĕнчен уйăрнă, ыттине Молодежная урамран пуçласа шкул патнелле каякан кашни килтен пуçтарса панă. Халĕ çĕнĕ, паха йышши пăрăхсемпе 20 ытла уйрăм çынсен кил-çуртне кăна мар, çак урамри икĕ магазина, клуба таса шыв килсе тăрать. Ку - мĕнешкел кирлĕ ĕç! Каламасăрах паллă, кил-тĕрĕшри ĕçсенче шыв пурри пысăк çăмăллăх кÿрет.
Березовка территори пайне кĕрекен Орел поселокĕнче шыв управĕсем пур, анчах çынсем кăна мар, пĕвесем те ватăлаççĕ çке. Тахçантанпах тасатманнипе ăшă-хаççĕ, хăмăшпа, юшкăнпа тулаççĕ. Пĕвесене çине тăрсах тарăнлатмалла! +ак проблема поселокра пурăнакансене те, вырăнти влаçа та питĕ канăçсăрлантарнă. Ăнсăртран пушар сиксе тухас пулсан... Шыв илме ăçта каймалла;
Пĕррехиче вара, пĕрлехи пухăва пуçтарăнсан, тĕплĕн шухăшласа пăхнă хыççăн, çивĕч ыйтăва халăхран пуçтаракан укçа-тенкĕпе кăна татса пама май çуккине ăнланса, çапла йышăннă - пĕвене тасатасси çинчен пуçарулăх проектне туса хатĕрлемелле те ăна конкурса тăратмалла. Каланă - тунă! Пĕлтĕр, 2025 çулта, Овражный урамри пĕвесене иккĕшне те тасатма май килнĕшĕн кунта пурăнакансем чунтан хĕпĕртеççĕ халь. Тахçанхи тĕллеве пурнăçа кĕртнипе пурте кăмăллă юлнă. Пĕтĕмпе 551 пин те 650 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, ял-йыш пухнă пурлăх çумне «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн республика тата округ бюджечĕсенчен куçарнă пысăк укçа усса кайнă. Поселок сăн-пичĕ те палăрмаллах улшăннă пĕвесем çĕнĕ шывпа тулсан.
Кăçал валли илнĕ плана та пурнăçланă Березовка территори пайĕ. Хальхинче те вырăнти халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче питех те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан объекта - Красная Заря поселокĕнчи пĕвене - тасатса тирпейленĕ. Паллах, ку проекта та поселокра пурăнакан, тăван тăрăх ырлăхĕшĕн тăрăшакан ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕпе пурнăçа кĕртнĕ. Смета хакĕ 186 пин те 930 тенкĕпе танлашнă пулсан, унăн пĕр пайне халăх хăй ирĕкĕпе пухса панă.
Березовка тăрăхĕн юлашки çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне тишкерес пулсан, чи малтан çакна палăртмалла: вăрман варринче вырнаçнă поселоксенче пурăнакансен йышĕ чаксах пырать пулсассăн та (статистикăн юлашки кăтартăвĕсене илсен, кунта регистрацире 406 çын тăрать, ялан пурăнакансен шучĕ 250 яхăн), ку территорин малашлăхĕ пур-ха теес килет. Новая Жизнь тата ытти поселоксенчи юхăннă хăш-пĕр çулсене ЧР Транспорт министерствин шучĕпе юсани, территори урлă республика пĕлтерĕшлĕ автоçул иртни, пĕтĕм çĕршыв шайĕпе пурнăçланакан «Догазификаци программипе» Красная Заря поселокне те сенкер çулăм çитни тата ытти ырă улшăнусем пысăк шанăç çуратаççĕ.
Хамăрах куратпăр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра çынсем пысăк хуласенчен хăпăнса ялалла туртăрас пулăм вăйланни сисĕнме пуçларĕ. Çĕр-аннемĕр патне таврăнас, лăпкăлăхпа уçă сывлăш ытамĕнче пурăнас ĕмĕтлисем нумайăн. Тавралăх экологи тĕлĕшĕнчен таса, поселокĕсем хăтлă та тирпейлĕ пулсан, малашне ку вырăна куçса килекенсем ытларах пуласса кĕтме пулать.
Халĕ пурăнакансем вара юратнă тăван кĕтесĕнче тирпей-илем тытса тăрас тĕллевпе тăтăшах субботниксем ирттереççĕ, масарсенче йĕр-келĕх тытса тăрççĕ, йывăçсем лартса аллейăсем хываççĕ. Кунсăр пуçне, хăйсем çине тăрса тăрăшнипех часовньăсем уçăлчĕç. Куратпăр ĕнтĕ, пурнăç условийĕсем кунти халăх пуçаруллă та активлă пулнипе лайăхланаççĕ. Пĕчĕккĕн пулин те малаллах талпăнать ял-йыш. +итес çулсем валли палăртакан социаллă инфратытăма аталантармалли проектсем вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçланас çула уçсах пыччăр.
Березовка территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей НИКИФОРОВ%
Халăх активлăхĕ ÿссех пырать
Березовка тăрăхне ертсе пыма мана çирĕплетнĕренпе вăхăт нумаях та иртмерĕ пулин те, çакна тÿрех калама пултаратăп. Кунта пурăнакан çынсем унчченхи пек сÿрĕк кăмăллă мар паян, вĕсем кунсене килĕсенче питĕрĕнсе, лăпкăн кăна ларса ирттересшĕн мар. Чылайăшĕ общество пурнăçне хутшăнма тăрăшать. Тăван тăрăх аталанăвне хăйсен тÿпине хывнă май, умри задачăсене пурнăçлассинче те, сиксе тухакан проблемăсене татса парассинче те активлăх кăтартаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки виçĕ çул хушшинче кăна эпир ял-йышпа пĕрле самай курăмлă ĕçсем турăмăр, чи çивĕч ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса патăмăр.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Ниме - Халăх бюджечĕ» проект вырăнти пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшакан хăватлă «инструмент» пулнине Березовка поселенийĕнче пурăнакансем те çывăх ăнланса илчĕç. Ку таранччен эпир республикăра çул тупнă тата ăнăçлă пурнăçа кĕрекен программăна хутшăнса, халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, вырăнти инфратытăма аталантарассипе çыхăннă 5 проекта ĕçе кĕртрĕмĕр. Вĕсем пурте кулленхи пурнăçра пĕл-терĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Малашлăха палăртса хунă плансем те канăçлăха мансах, çанăсене тавăрсах вăй хума хистеççĕ. Эпир 11 лет Чувашии поселокри пĕр урама, 830 метр тăршшĕ çула, юсаса çирĕплетме, çавна май 1 млн та 922 пин тенкĕлĕх ĕç тума палăртатпăр. Пуçару проектне туса хатĕрлеме сĕнекенсем хушшинче çак урамра пурăнакансем кăна мар, вăрманлă хутлăха хуласенчен канма килекенсем те пулчĕç. +ула юсас сĕнÿпе территори пайне чи малтан, палăртсах хăварар, поселока тăтăшах килсе çÿрекен Александр Сапожников кĕчĕ. Ыйтăва халăхпа пухура сÿтсе явнă хыççăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турăмăр% Мирная урамра тикĕс çул пулмаллах!
«Ниме» тенĕрен, пурте пĕрле канашласа пысăк ĕçсем пуçласан, никам та айккинче тăрса юласшăн марри палăра пуçларĕ, темрен те ытларах çакă аван! ,çне тума республикăпа округ бюджечĕсенчен укçа уйăрнисĕр пуçне ял-йыш та пуçтарать. +авăн пекех шкул пĕтерсенех малалла вĕренме е ĕçлеме инçете тухса кайнисем те, харпăр-хăйĕн бизнесне ăнтарса янă уйрăм предпринимательсем те, тăван кĕтес пуласлăхĕпе интересленсех тăнă май, кунта пурăнакансене (вĕсенчен ытларахăшĕ _ пенсионерсем) проектсене пурнăçа кĕртме пулăшас тесе, укçа-тенкĕ куçарса параççĕ. Хальхинче те çавăн пек ырă кăмăллă меценатсем тупăнасса шанатпăр-ха эпир. Яла килсен, çирĕп çулĕсем пурне те кирлĕ çке.
Август 2026 |
