НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ чыслă иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2026, 10:34 Просмотров: 17

Вăрманлă тăрăхра вырнаÇнă Тарăнвар поселокĔнче пурăнакансем Çурлан 1-мĔшĔнче пысăк уява - Ял кунне - паллă турĔÇ. ЙĔпреÇ тăрăхĔнчи ял-саласемпе танлаштарсан Тарăнвар самай Çамрăк, кăÇал вăл 95 Çул тултарчĔ

Уяв савăнăçне тарăнварсемпе пĕрле хисеплĕ хăнасем пайланă. Официаллă пая Йĕпреç муниципаллă округ администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Михаил Ермошкин, Йĕпреç муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Руссков, «Империя агрофирма» ООО представителĕ Мария Курникова, çавăн пекех ялăн унчченхи ертÿçисем Виталий Руссковпа Геннадий Егоров хутшăннă.

Киров территори пайĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев ял-йыша тата килнĕ хăнасене ял юбилейĕпе ăшшăн саламласа пурне те ырлăх-сывлăх суннă, ял аталанăвĕшĕн тăрăшакансене, таврара тирпей-илем тума пулăшакансене тав туса ялăн малашлăхĕ çутă пуласса шаннине палăртнă.

Çак кун тепĕр паллă пулăмпа та асра юлĕ тарăнварсемшĕн - кунта вĕр çĕнĕ спорт площадкине хĕрлĕ хăю кассах уçнă ертÿçĕсемпе пуçлăхсем. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме - Халăх бюджечĕ» республика проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртнĕ. Хăтлă лаптăка хальхи тата хăрушлăхсăр оборудованипе тивĕçтернĕ. Площадка тăвас ĕçсене уйрăм предприниматель Р.Т. Валеев пурнăçланă. Ачасене выляма, вăхăта хаваслă ирттерме тата яш-кĕрĕме, аслă çултисене ÿт-пĕве тата сывлăха çирĕплетме май туса панăшăн ял халăхĕ питĕ кăмăллă. Пĕчĕк ялсене те патшалăх тимлĕх уйăрни мĕнле ан савăнтартăр!

Ял хастар та тăрăшуллă çынсем çинче тытăнса тăрать. Тарăнвар поселокĕнче те вĕсем çук мар. Уявсенче хастарсене палăртса хăварни яланах вырăнлă. Йĕпреç муниципаллă округ администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе Тарăнвар поселокĕн старостине Олег Сидорова тата уйрăм предпринимателе Татьяна Шуркинăна чысланă. Светлана Сидоровăна, Алевтина Евграфовăна тата Евгений Ерилеева Тав хучĕсемпе палăртнă. Киров территори пайĕн тавĕсене Владимир Шуркина, Юрий Егоров тата Евгения Алексеева сцена çине тухса илнĕ.

Хăнăхнă йăлапа ялăн чи аслă тата чи кĕçĕн çыннисене, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăра чысланă. +апла  аслă çулти Юрий Игнатьев тата пĕчĕк Иван Ерилеев, çемье пурнăçĕн юбилярĕсем Борис Васильевич тата Раиса Петровна Кураковсем парнесене тивĕçнĕ. +авăн пекех Татьяна Шуркина «Чи лайăх кил-çурт участокĕ» тата Марина Евграфова «Чи лайăх чечек пахчи» конкурссен çĕнтерÿçисене грамотăсемпе парнесем парса саламланă.

Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, паянхи кун СВОра çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакан ывăлсен амăшĕсене Алевтина Евграфовăпа Галина Архиповăна Тав хучĕсемпе палăртнă. СВОран таврăннă Павел Сидоровпа Виталий Егорова та парнесем парса ял уявĕпе саламланă. Тăван çĕршыва хÿтĕлесе СВОра паттăррăн пуçне хунă Руслан Вяцкова ăшă сăмахпа аса илнĕ ентешĕсем...

Вулавăша çÿреме юратакансене те палăртнă. Акă Марина Евграфова, Татьяна Шуркина тата Максим Евграфов кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Ку анчах та мар, вĕсем ялăн культура пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. +авна май вĕсене Тав çырăвĕсемпе пĕчĕк парнесем парса ырă сăмах каланă уявра.

Сăнÿкерчĕксенчен тунă куравсем чылай хатĕрленĕ. Вероника Степанова библиотекарь «Акă мĕнле вăл, тăван ен!» фотозона йĕркеленĕ. Куравра тăван ене, кунта пурăннă хисеплĕ ентешсене, тĕрлĕ вăхăтри пулăмсене сăнлакан сăнÿкерчĕкĕсемпе, Йĕпреç округĕнчи çыравçăсен кĕнекисемпе паллашма май пулнă. Вăлах мастер-класс ирттернĕ. Вероника Васильевна хăнасене хăйĕнпе пĕрле Тарăнвар поселокĕ 95 çул тултарнă ятпа юбилей магничĕсемпе медальсем ăсталама йыхравланă.

Пăкăянти таврапĕлÿ музейĕн ертÿçи Анфиса Иванова Тарăнвар поселокĕн историйĕ çинчен каласа панине пысăк интереспе итленĕ пухăннисем. Пĕчĕк поселокран тухнă пысăк çынсем çинчен пухса хатĕрленĕ фотостендсемпе паллаштарнă вăл. Маргарита Скворцова та уяв валли тĕрлĕ фотоÿкерчĕксене пухса пуян стенд хатĕрленĕ.

Уява Санкт-Петербургра тĕпленнĕ ентешĕ Вячеслав Игнатьев ÿнерçĕ те килнĕ. Унпа мухтанать ял-йыш.  Вăл хăйне сăпка сиктерсе ÿстернĕ пĕчĕк ялне манмасть. Кашни çул тенĕ пекех çу кунĕсене çут çанталăк ытамне путнă Тарăнвар поселокĕнче ирттерет. Куçа илемлĕхĕпе савăнтаракан вырăнсенче çÿресе, уçă та сиплĕ сывлăшпа сывласа вăй пухать, çĕнĕ картинăсем ÿкерме хавхаланать. Унăн  картинисемпе те паллашма май килнĕ уява пухăннисен.

Савăнăçлă пай хыççăн кăмăл тăвакансем пурте спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пултарнă. Пĕрисем шахматла, теприсем шашкăлла тупăшнă. Командăсем йĕркелесе футбола выляса киленнĕ тата ыт. те.

Пăкăянти культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Соловьева тата илемлĕх ертÿçи Владислав Соловьев уяв валли ятарласа «Чунран саламлатпăр» кану программи хатĕрленĕ. Концерт тăван кĕтесе юратни çинчен шăрантаракан юрăсемпе, хĕрÿллĕ ташăсемпе, чуна уçса яракан кĕвĕсемпе пуян пулнă. Туçа тата Киров культура çурчĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем уява хаваслăхпа чĕрĕлĕх кĕртме пултарнă. Йĕпреç поселокĕн культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕ Ирина Павловăн уçă сасси инçене юхса саланнă.

Таврара пурăнакансем тус-юлташĕсемпе, ентешĕсемпе, пĕлĕш-хурăнташĕсемпе пĕрле ял кунне хаваслă та асра юлмалла паллă тума пултарни пурин чĕринче те ырă туйăм хăварнă. Ĕç тунă чух та, уявра савăнма та пĕрле пулни ял-йыш туслă, килĕштерсе пурăннине çирĕплетет. Умра тата та пысăкрах та пуянрах уяв кĕтет вĕсене% тепĕр пилĕк çултан ялăн çавра çуралнă кунне - ĕмĕрхи юбилейне кĕтсе илмелле. +акна валли те мехел çиттĕрччĕ тарăнварсен!

Анна Михайлова

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
易歪歪易翻译比特浏览器美洽