...Тури Кĕлешкасси - Хум юханшывĕ çывăхне килсе вырнаçнă авалхи чăваш ялĕн урамĕпе киленсе те çĕкленсе утать Ананий Макаров, кунта çеç мар, мĕнпур Йĕпреç тăрăхĕнче те хăйĕн анлă пултарулăхне туллин кăтартма ĕлкĕрнĕ, наци искусствине аталантарас ĕçе курăмлă тÿпе хывнă çын.
Ăна ытти хутлăхра та лайăх пĕлеççĕ. Хастар таврапĕлÿçĕсен йышĕнче пулни Ананий Николаевича Тури тата Анатри Кĕлешкасси ялĕсен историне тĕпчеме хистет. Сăмах май калас-тăк, вăл çак ĕçе вĕçне çитернĕпе пĕрех. Ал çырăвĕ хатĕр ĕнтĕ, издательствăна леçсе памалла кăна. Шыравçă тупса палăртнă тăрăх, унăн мăн аслашшĕсем çакăнта хальхи Çĕрпÿ енчи Кĕлешкасси ялĕнчен куçса ларнă-мĕн. Ананий Макаров çине тăнипех миçемĕш çул ĕнтĕ икĕ ял пĕр-пĕринпе тыслă çыхăну тытаççĕ. Апла-тăк, маттур чăваша çĕрпÿсем те хăйсен ентешĕ вырăнне хурсах хисеплеççĕ.
Ĕмĕрне Кĕлешкасси тăрăхĕнче ирттерекенскер ку кĕтесрен уйрăлса ниçта та тухса кайман (Казахстанра темиçе уйăх пурăннине шута илмест вăл).
Çак кунсенче Тури Кĕлешкассин мухтавлă ывăлĕ хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тума хăна-вĕрле пуçтарать. Манăçми пулăм умĕн кăна Ананий Николаевич çĕнĕ юрă çырнă, унпа пуçласа паллашаканĕсем - хăйĕн çывăх тус-юлташĕсемпе тăванĕсем. «Аллă çула çитес умĕн кăна юрăсем çырма тытăннă эпĕ. Музыкăна мĕн ачаран кăмăлланă пулсан та, манăн пуçăма иленмен ку шухăш. Çавăншăн çывăх тус-юлташăма Саша Агеева (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тав тăватăп. Пĕррехинче, клубра репетици вĕçленнĕ хыççăн иксĕмĕр хушăра пуçланнă калаçура вăл мана хамăн пултарулăха юрăра тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕ. Чĕрем çăмăллăнраххăн тапма пуçларĕ, çав хушăрах иккĕленсе те илтĕм: мĕн пулса тухĕ-ши? Çапах Сашăн илĕртÿллĕ сĕнĕвĕнчен пăрăнаймарăм: киле таврăнсан, ума хут-кăранташ хурсах, чуна канăç паман кĕвĕ çаврăмĕсене, пĕрин хыççăн теприне, вĕсен янкăр çути тĕксĕмлениччен, çырса хума тытăнтăм...».
Малтанхи юрри çăмăллăн мар, асаплăн çурални çинчен пĕр пытармасăр каласа пама хăю çитерчĕ хăй тĕллĕн композицин кăткăс çулĕ çине ярса пуснă Ананий Макаров. Пĕрремĕш хайлавĕ «Сана кĕтетĕп» ятлă. Унăн сăмахĕсене чăвашсен паллă сăвăçĕ Юрий Петров-Вирьял çырнă. Мĕн тетĕр? Ку юрă Кĕлешкасси, Йĕпреç тăрăхĕсенче кăна мар, Хумпа Кĕтне тата Пăла хутлăхĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче те вырăн тупнă. Кайран, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен куçăмсăр майпа диплом илсе тухсан тата нота вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлсе çитсен вара Ананий Макаров кĕвĕленĕ юрăсем Чăваш Енĕн ытти кĕтесне те çитнĕ. Уйрăмах анлă сарăлнисен хушшинче палăрнисене илсе кăтартăпăр% «Кĕлешкасси - тăван кĕтес», «Кĕлешкасси, Кĕлешкасси», «Сарă кайăк», «Куççуль тăкса ан йĕр, анне», «Эй, тусăм, яра пар!», «Мăшăрсене аса илсе», «Аттесем, сире савса мухтатпăр», «Ял старости» т. ыт. те. Республикăри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен ятарлă конкурс-фестивалĕнчен пĕрремĕш степень дипломĕпе таврăннă вăл, ун хыççăн Трак енче иртекен «Шетмĕпе Çавал çеммисем» фестиваль дипломанчĕ пулса тăнă. «Аттесем, сире савса мухтатпăр» юрă - Чăваш Енри халăх пултарулăх ансамблĕсен хушшинче анлă сарăлнисенчен пĕри. Чăваш Енри Юрий Кудаков, Юрий Григорьев, Аврам Бурундуков композиторсем унăн кĕвĕлĕхĕпе çепĕçлĕхне пайăррăн палăртнипе пĕрлех çемье пуçĕ шутланакан аттесен тивĕçне музыка чĕлхипе уçăмлатнă хăйнеевĕрлĕ произведени пулнипе ыттисенчен уйрăм тăнине кăтартса панă.
- Ĕçĕм-хĕлĕм пустуй çухалманнине, ăна хаклаканĕсем тупăнсах тăнине курсан, кăмăлăм çичĕ пĕлĕт тÿпи таранах çĕкленет, - хавхалануллăн пĕлтерет ветеран. - Ватлăха пăхмасăр, çанă тавăрсах ĕçленĕçемĕн ĕçлес килет».
Тепĕр тесен, Ананий Макарова çав çула çитнĕ тесе кам калатăр? Сакăр вуннăри çын ура тапса купăс калать, итлекенсене варĕсене тытса кулмалли такмаксемпе савăнтарать, пăнтăр-пăнтăр параппанне ывăнмасăр çапать те çапать, сцена çине тухсан, Чăваш халăх юррисене паллă артистсенчен кая мар, тен, лайăхрах та, куракансем патне çитерет, чăваш драматургĕсен пьесисем тăрăх лартнă спектакльсенчи кăткăс сăнарсене туллин уçса парать. Ку çеç çителĕклĕ теме çук, юрăçă, драма артисчĕ тепĕр самантран хăйĕн вырăнне хăвăрт улăштарать те Йĕпреçри тата Чăваш Тимешри культура çурчĕсен çумĕнчи халăх хорĕн тата «Эревет» халăх фольклор ансамблĕн солисчĕсен ролĕсене йышăнать. Амплуа чăннипех тĕрлĕ енлĕ те кăсăк иккен халăх кăмăлласа йышăнакан артистăн...
Ĕçтешĕсем те, ентешĕсем те ăна нектар шыраса таçта çитичченех вĕçекен пыл хурчĕпе танлаштараççĕ. Тĕрĕс те вырăнлă танлаштару! Ананий Макаровăн пурнăç çулĕ ниçтан та мар, утартан пуçланнă-иç! Хăй вăхăтĕнче вăл Вăрнарти 8-мĕш номерлĕ професси-техника училищинче вĕренсе хурт-хăмăрçă ĕçне алла илнĕ, тăван тăрăха таврăнсан, Ильич ячĕллĕ колхоз утарĕнче 8 çул тăрăшнă. Çав вăхăтрах Тури Кĕлешкасси ялĕн клубне те пушă лартман: кунта малтан заведующи, культура çурчĕн статусне парсан, директор пулнă. Хурт-хăмăр ĕрчетессипе те, культура вучахне кăтартуллисенчен пĕри тăвассипе те палăрма ĕлкĕрнĕ Ананий Макаров. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир унăн хушаматне Йĕпреç районĕн кĕске энциклопедийĕнче куратпăр. Культура «фронтĕнче» вăй хуракансенчен çак чыса тивĕçнисем тата кам пур? Шел, татăклă хурав параймăпăр.
Чăн та, пĕр хушă Ананий Макаровăн юратнă ĕçĕнчен кайма та тивнĕ. Çав тапхăрта тăван ялпа юнашарти «Рассвет» предприятире расна ĕç вырăнĕ тупăннă. Çав вăхăтра культура çуртне пачах ăнсăртран килсе лекнĕ çын хăйĕн шанăçне тÿрре кăларайман иккен. Район администрацийĕн культура пайĕ Ананий Николаевича ÿкĕте кĕртсе, каллех Тури Кĕлешкасси культура çурчĕн директорне лартнă.
- Çĕнĕрен çуралнăнах туйрăм хама, - тет ветеран. - Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитсен те яш-кĕрĕмрен пăрахса каймарăм...».
Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ çур ĕмĕртен те иртет. Хăй вуннăран пуçласа юрлама тата спектакль выляма пуçланине шутласан вара вăл сцена çинче кăна çичĕ теçетке çул ирттернĕ иккен. Ара, çакă тĕлĕнтермĕш рекордсемпе пуян Гиннес кĕнекине кĕртмелли тĕслĕх мар-и;..
Кун-çул тÿпинче кĕр еннелле сулăннă хĕвел пăхнине асăрхамасăрах, сакăрвунна туя тытмасăр, куçлăх тăхăнмасăр пырса кĕрекен тус-юлташăмăр паян та савăк кăмăл-туйăм тыткăнне лексен çепĕç, илĕртÿллĕ çемĕсем кăларас ĕмĕтпех хавхаланать. Çĕнĕ кĕвĕсем канăç памаççĕ ăна, вĕсене Ананий Николаевич манăç тусанĕпе хупланма парасшăн мар. Паянхи куна, хальхи саманана килĕшÿллĕ сăмахсене тĕпе хурса çырнă сăвăсем ал айĕнче çукран çеç ĕмĕт-тĕллевне çунатлантарса ирĕклĕ вĕçеве кăлараймасть-ха чунĕпе те, юнĕпе те асамлă музыкăна парăннă çын. Пурнăç çулĕ тап-такăр маррине, унăн путăк-лакăмĕ, тумхахĕ-пăтăрмахĕ йышлине вăрăм ĕмĕрĕнче сахал мар курма тивнĕ асатте, мăн асатте ятсене тивĕçнĕ ветерана, ывăлне сарăмсăр çухатнă ашшĕне, кун-çулăн тулли лавне тапса туртма кÿлĕннĕ мăшăрĕсĕр тăрса юлнă упăшкана. Юрать-ха, шăпа тăлăх арçынна 11 çул каялла юмахри пек ырă та теветкеллĕ Музăпа паллаштарнă. Мĕн çав тапхăртанпах Ананий Николаевич Макаровпа Валентина Ивановна Кириллова юнашар, алла-аллăн тытăнса малалла çутă шанчăкпа утаççĕ. Çемье дуэчĕн программинче - çавна туллин çирĕплетекен, шанăç чечекне шанма паман çăмăл çунатлă кĕвĕсем...
Геннадий Кузнецов
Январь 2026 |
