Çимĕк - çуллахи сиплĕ вăхăтри таса уявсенчен пĕри, ваттисене асăнмалли кун.
Уяв ячĕ «çиме» тенинчен тухнă. Çимĕкре вилнисене пĕрле апатланма, ĕçме-çиме чĕнеççĕ, масар çине кайса ăсатаççĕ. Çимĕкчен ача-пăчан çичĕ тĕслĕ кĕпçе çимелле, çичĕ хут шыва кĕмелле, çичĕ пусарлăх чĕп курмалла тенĕ.
Çимĕк - кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йăла пулнă. Вăхăчĕ - кĕçнерни кун, Мăн кун хыççăн çичĕ эрнерен (çураки тăсăлса кайсан каяраха та хăварнă).
Çимĕк çитес умĕн вилнĕ тăвансене хăналама сăра туса хатĕрленĕ. Ку сăрана Çимĕкре ĕçмелли сăраран уйрăм тунă. Кăнтăрла çитсен пурте масар çине тăванĕсене асăнма кайнă. Ваттисене апат-çимĕçпе, сăрапа, эрехпе хывнă чух, вĕсене: «Тутă çÿрĕр», - тенĕ.
Çимĕк каç ача-пăча ашкăннă, хапхасене сутнĕ, пĕрене куписене сапаласа хăварнă, ĕнесене улăштарнă, саксене урăх çĕре кайса пăрахнă, кÿршĕсен вуттине вăрласа мунча хутнă.
Тул çутăличчен мунча хутса янă. Чи малтан вилнисене çĕнĕ милĕкпе мунча кĕртнĕ, унтан хăйсем çапăннă та çитмĕл те çичĕ тĕслĕ курăк шывĕпе çăвăнса тасалнă. Мунча хыççăн вĕр-çĕнĕ кĕпе-йĕм тăхăннă. «Мăнкун кĕпи шурă пултăр, Çимĕк кĕпи çĕнĕ пултăр», - тенĕ.
Çимĕкре яш-кĕрĕм вăрмана кайса туратсем касса килнĕ. Хĕрсем пуç кăшăлĕсене туса шыва янă. Пуç кăшăлĕ юхса кайсан, хĕр кăçалах качча тухасса тенĕ, пĕр вырăнта тăрсан, качча кайман. Чăваш туйĕ Çимĕкре пуçланнă.
Кĕçĕн Çимĕке ăсатса яриччен çамрăксем вăййа тухнă, вăйă юррисене карталанса юрланă, сăвă-юрă шăрантарнă, такмакланă.
Июнь 2026 |
