Юлашки çулсенче сăвăс нумайлансах пыратьĕ Юр кайсанах хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ вĕсемĕ Активлăхĕ ака-юпа уйăхĕсенче уйрăмах пысăк. Пĕлтĕр акă çак тапхăрта республикăри медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнă 2127 çын пынă.
Вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать вĕсене. Выçă сăвăссем чĕр чунсемпе çынсен шăршине туйса, утма çулсемпе пысăк çулсен хĕррисенче пухăнаççĕ, курăк, тĕм çине пĕр метртан ытла мар çÿллĕшне хăпарса лараççĕ. Иртсе пынă чухне тумтиртен çакланаççĕ, шалалла кĕрсе çара ÿте чи çÿхе тĕлте тăрăнаççĕ. Юн ĕмме тытăнасси çи-пуçран çакланнă хыççăн вăтамран пĕр сехетрен пуçланать. Сăвăс юн ĕмнипе пĕрле хăйĕн сурчăкĕпе çын организмне тĕрлĕ инфекци чирне пуçарса яракан микробсем, вируссем лектерме пултарать.
Сăвăс ертекен чирсем пирки Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн энтомологĕ Дина Алексеева каласа парать:
- Сăвăссем çынна вирус энцефаличĕ (пуç мими шыçни), боррелиоз (Лайм чирĕ), туляреми, эрлихиоз, Анăç Нил сив чирĕ ертме пултараççĕ. Пирĕн республикăра асăннă списокран кашни çулах сăвăс боррелиозĕпе аптракансене палăртаççĕ. Уйрăммăн илес тĕк, сăвăс вирус энцефаличĕ - çивĕч инфекци чирĕ, тĕп нерв тытăмне сиенлет, нумай енлĕ клиника паллисемпе, йывăрлăхĕпе уйрăлса тăрать. Пĕтĕмпех сывалса çитнинчен пуçласа йывăр сиенленсе инвалида тухнипе е вилнипе вĕçленет.
Сăвăс боррелиозĕ те çивĕч инфекци чирĕĕ Вăл ерсен ÿт, сыпăсем, нерв тытăмĕ, чĕре сиенленеççĕ. Час-часах вăраха каять. Йывăрлансах пырсан инвалида кăларать, вĕлерме те пултарать. Сăвăс боррелиозĕнчен хÿтĕлекен вакцина çук. Çавăнпа профилактикăн тĕп тĕллевĕ- харпăр хăй сыхлăх мелĕсене çирĕп пăхăнни.
Пирĕн республикăра халиччен сăвăс боррелиозĕ кăна тĕл пулнă-ха. Унăн пирвайхи паллисем 5-49 кунран палăрма пултараççĕ. Малтанах çав вырăн хĕрелсе ларать. Чирлĕ çын хăсма пуçлать, пуçĕ ыратнине, шăнтса пăрахнине туять, ÿт температури 40 градус таран хăпарма пултарать. Сайра-хутра (икĕ эрнерен) неврологи енчен улшăнусем пуçланни, пуç мими шыçни, çын çутăран хăрани, ĕнсе мышцисем тăртанни тĕл пулать. Хăшĕ-пĕрин энцефалит паллисем те тухаççĕ – вĕсем çывăрайми пулаççĕ, астăвăм чакать. Питĕ сайра (чирлисен 8 проценчĕн) кăкăр тĕлĕнче хĕсни, чĕре ыратни палăрать. Икĕ уйăх (е икĕ çул таранах) иртсен чир шăмă сыпписене сиен кÿме, сусăрлатма пултарать. Телее, ку чир пирĕн тăрăхра анлă сарăлман – пĕлтĕр пирĕн республикăра 21 çын, виçĕм çул 23 çын сăвăс боррелиозне çаклатнă (Шупашкар, Улатăр хулисенче тата Вăрмар, Канаш, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Йĕпреç муниципаллă округĕсенче).
Сăвăс çын ÿтне çыртнă чухне сĕлекипе пĕрле сурана ыратнине туйтарман япаласем ярать, çавăнпа та çын вăл тăрăнса ларнине сисмест. Юн ĕмекен вырăн 6-12 сехетрен кăна кĕçĕтме, ыратма тытăнать. Тăрăннă сăвăса пусса лапчăтсан тата çыртнă ÿте хыçсан вирус юна хăвăрт сăрхăнса кĕрет. Энцефалит вирусĕпе инфекциллĕ качака е ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен, унран хатĕрленĕ тăпăрча, хăймана, турăха çисен те сиенленме пулать. Çавăнпа усă курас умĕн сĕте вĕретмелле!
Сăвăс вирус энцефаличĕ çивĕччĕн пуçланать, шăнтать, пуç хытă ыратать, температура 38-39 градуса çити хăпарать, ăш пăтранать, хăстарать. Мăй, хул пуççи, çурăм, ал-ура мышцисем ыратаççĕ. Инкубаци тапхăрĕ 10-14 кун пырать, хăш чухне 60 кунччен тăсăлать.
Боррелиозăн вăрттăн тапхăрă - 2-30 кун, вăтамран - 2 эрне. Чир пуçламăшĕ сăвăс çыртнă вырăнта ÿт хĕрелнипе палăрса тăрать. Хĕрлĕ пăнчă пысăклансах пырать, диаметрĕ 1-10 сантиметрпа танлашать, хăш чухне 60 е ытларах сантиметра çитет. Форми çаврака е тăсăкрах çаврака. Шыçнă ÿтĕн хĕрри хĕрлĕрех, йăтăнса тăрать. Вăхăт иртнĕ май çаврашка варри шупкаланать, ăна кăвакрах тĕс çапать, форми ункă евĕр пулать. Варринче, сăвăс çыртнă тĕлте, хупăланса хытать, унтан çĕвĕ юлать. Сиплемесен ункă 2-3 эрнерен çухалать, пĕр уйăх – пĕр уйăх çурăран тĕп нерв тытăмĕ, чĕре е сыпăсем сиенленнин паллисем аталанаççĕ.
Хăвăртрах çывăхри травматологи пунктне медицина пулăшăвĕ ыйтма каймалла. Май çук пулсан ăна питĕ асăрханса кăлармалла. Çак ĕçе мĕн чухлĕ хăвăртрах тăватăр - çавăн чухлĕ лайăхрах. Сăвăса çапла кăлармалла: çип илмелле, ункăласа çыхмалла, унпа сăвăса ÿте тăрăннă тĕлте çаклатмалла, сехет йĕппи куçнă май çавăра-çавăра кăлармалла. Туртса кăларма юрамасть, унсăрăн сăвăсăн çăварĕн чăрăш евĕр хатĕрĕ мĕн пур инфекципе пĕрле ÿтрех юлать. Пинцетпа та усă курмалла мар. Çак кăпшанкăн сĕлеке парĕсем хырăмĕ таранах вырнаçнă, хĕстерсен сĕлеки сирĕн юна юхса тухать. Çыртнă тĕле 70% спиртпа, йодпа, е одеколонпа дезинфекцилемелле. Сăвăса кăларнă хыççăн алла супăньпе çумалла. Унăн пуçĕ е сăмси татăлсан ÿтре хура пăнчă юлать, ăна йодпа темиçе хут сĕрмелле.
Хăвăр тĕллĕн кăларнă сăвăса шывпа кăшт йĕпетнĕ хут салфетка çине таса савăта, пробиркăна, пĕчĕк банкăна хумалла та Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн вируссен лабораторине илсе каймалла. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 3 Д çурт. Телефон: 58-39-70. Кунта сăвăс чирлĕ пулнипе пулманнине тĕрĕслĕç. Пĕлтĕр çынсем çине лекнĕ 2515 сăвăса тĕрĕсленĕ, Лайм инфекциллĕ 242 сăвăса тупса палăртнă. Сăвăс тăрăннă хыççăн 21 кун хушшинче инфекци паллисем: температура ÿсни, пуç ыратни, çаврăнни, ăш пăтранни, хăстарни пулсан медицина пулăшăвĕ ыйтмалла. Сăвăс çыртнă çыннăн хăй пурăнакан вырăнти инфекционист е терапевт патĕнче тĕрĕсленсе тăмалла.
Чи лайăххи - тĕрĕс тумланни тата хăрушсăрлăхăн ансат йĕркисене пăхăнни. Вăрмана кайнă чухне пуçа тутăр çыхмалла, карттус е капюшон тăхăнмалла, ĕнсене хупламалла. Кĕпене е свитера шăлавар ăшне, унăн пĕççисене вара - чăлха ăшне чикмелле. Çанă алла çăтă тытса тăтăрĕ çи-пуç пĕр тĕслĕ е çутă пулсан лайăх - ун çинче сăвăс тÿрех курăнĕ. Вăрмантан тухсанах çи-пуç çине сăвăс çакланманнине тĕрĕслĕр. Вăрманта чухне те кашни 2 сехетре тумтире тĕрĕслесе илĕр. Киле çитсен çи-пуçа хывса ÿт-пĕвĕн кашни хутламне тимлĕн пăхса тухăр. Чĕр чунсене тĕрĕслеме те ан манăр. Тин татнă чечек-курăка, çиелти çи-пуçа, пушмака пÿрте илсе ан кĕрĕр - вĕсем çинче сăвăссем пулма пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра аптекăсенче çиелти тума хурт-кăпшанкăран хутĕлеме тĕрлĕ препарат сутаççĕ. Анчах вĕсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Калăпăр, сăвăссем ересрен сĕрекеннине çара ÿте пачах та лектерме юрамасть. Диэтилтолуамидлă наркăмăш çын организмне сиен куме пултарать. Наркăмăшлăскерне ачасем тытмалла мар вырăнта упрамалла. Наркăмăшпа сапнă тум-тир çине ларнă сăвăссем ÿте тăрăнаймаççĕ, 3-5 минутранах татăлса ÿкеççĕ.
Лайм чирĕнчен хÿтĕлекен вакцина çук терĕмĕр. Сăвăс энцефалитĕнчен вара прививка тутарма пулать. Пĕлтĕр республикăри 458 çынна çак прививкăна тунă. Ăна сăвăс анлă сарăлнă территорие ĕçлеме е канма каяс умĕн уйăх çурă маларах тумалла. Прививка туман çынсене сăвăс çыртнă хыççăн тăватă талăкран кая юлмасăр иммуноглобулин яраççĕ. Унпа сăвăс çыртманнисене те, вăрманлă вырăна каякансене те укол тума юрать. Çула тухиччен 1-2 кун маларах тумалла. Унăн хăвачĕ тăватă эрнелĕхе çитет.
Июнь 2026 |
