НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Парас уççи - шанчăклă алăсенче

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 09:30 Просмотров: 176

Вăрман, юханшывсен тăрăхĕнче вырнаçнă Туçа - ку хутлăхра ватă ялсенчен пĕри. Халап-юмахра çырнисене тĕпе хурас-тăк, Туçа ялне никĕслекенĕ Партас ятлă малĕмĕтлĕ чăваш пулнă-мĕн. Вăл çак вырăна килсе тухнăранпа иртнĕ темиçе ĕмĕр хушшинче чăн чăваш кĕтесĕ юмахри пек çĕнелсе улшăннине, кунта Туçа чапĕпе чысне ÿстерекен мухтавлă çынсем çуралса тăван тăрăхăн сумне таса тÿпе патне çĕкленине çутатса паракан сăваплă страницăсене вара, мĕн аваллăхран упранса юлнă таврапĕлÿçĕсен аса илĕвĕсене, мĕн паянхи куна çитичченех алла тытса вулама пултаратпăр эпир. Туçа чăвашлăхĕ наци культурине пурнăç ыйтнă шая çĕклес, пултаруллă яш-кĕрĕме кун-çулăн анлă çулĕ çине кăларас ĕçре чăннипех сăваплă вырăнта тăнă. Йĕпреçрен 10 çухрăмри авалхи ялта кун çути курнă ентешсен хушшинче кам кăна çук-ши; Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çемйисенче çут тĕнчене килнĕ çынсен ачисем паян ăслăлăхра та,  педагогикăра та, медицинăра та, наци культурине аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывас ĕçре те палăрма ĕлкĕрнĕ. Туçасем паян хăйсен профессорĕсемпе, художниксемпе,  артистсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ мар-и?

Акă, Ираида Васильевнăпа Николай Васильевич Ильинсен çемйинчен хăюллăн çĕкленсе искусствăн калама çук анлă çулĕ çине тухнă Александр Ильин, Чăваш филармонийĕ çумĕнче йĕркеленĕ «+авал» пултарулăх ушкăнĕн солисчĕ, юлашки çулсенче тунă ÿсĕм-çитĕнĕвĕ самаях курăмлă...

«Саша ашшĕнчен купăс калама вĕренни, шкултан килсен киле панă ĕçсене туса пĕтерсенех хăй тĕллĕн музыка уçлăхне ăнтăлма тăрăшни çинчен паянхи кун та аса илетĕп, - терĕ Сашăн амăшĕ, ĕмĕрне Туçа ялĕнче ирттерекен, ял-йыш умĕнче кирек хăçан та чыс-сумпа усă курнă Ираида Васильевна, Кĕлĕмкасси тăрăхĕнчи хисеплĕ хĕрарăмсенчен пĕри. - Ывăлăм ашшĕн пархатарлă çулне суйласа илессишĕн чун-чĕрине уçса пама хатĕррине Саша пĕчĕк чухнех ăнланса илнĕччĕ ĕнтĕ эпĕ. Ырă та сăпайлă ĕçе тума чарса тăрас темен. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ вăл, класран класа «лайăх» паллăсемпе куçса пынă. Общество пурнăçне те хастар хутшăннă, шкулти илемлĕ пултарулăх ĕçĕнче унпа танлашакансем пулманпа пĕрех. Сашăна пиллĕк тултаричченех ял клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Ахах» фольклор ушкăнне явăçтарнăччĕ. Пирĕн çемье ансамблĕ Ильинсен чыс-сумне çĕре ÿкермерĕ, çултан-çулах чапланса-тĕрекленсе пырса, Йĕпреç тăрăхĕнче кăна мар, Чăваш Енре те, ун тулашĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕ. Енчен  те çемьере çакăн пек тимлĕхлĕ воспитани пулман пулсан, эпир халĕ «Ахах» пирки мăнаçланса çапла уçăмлăн калаçаймастăмăр та пуль...»

Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн маттур та хăюллă каччă хăйĕн кун-çулне музыка тĕнчипе çыхăнтарни вăл пĕрре те ăнсăртран мар. Тен, Сашăн урăх профессие  суйласа илес туртăм та пулнах ĕнтĕ,  анчах пурнăçне тĕрĕс çулпа яма пулăшнă çывăх çынсен _ ашшĕпе амăшĕн пиллĕхĕнчен пăрăнман ывăлĕ, шкула çÿренĕ чухнех халап-юмах пуçласан вăлтса-юптарса калаçман çамрăк. +авăншăн юратнă, çавăншăн хисепленĕ ăна тус-юлташĕсем.  Республикăн тĕп хулинчи музыка училищинче фольклор уйрăмĕ йĕркеленнине пĕлсен, Туçа каччи, нимĕн иккĕленсе тăмасăрах, унта çул тытнă. +ăмăллăнах студентсен йышне тăнă вăл. Федор Павлов ячĕллĕ училищĕре пĕлÿ илнĕ çулсенче Александр Ильин хăйĕн ушкăнĕнчи ытти  яш-кĕрĕмпе пĕрле республикăри ялсемпе хуласене тăтăшах тухса çÿренĕ, пулас ар-тистсен концерчĕсене пур çĕрте те кăмăлласа йышăннă куракансем.

Александр Ильин хăй тĕллĕн те нумай вĕреннĕ, ăна пĕтĕм тĕнчене тытма пултарассăн туйăнакан музыка уçлăхĕ куçпа тытса илме май çук вĕçсĕрлĕхе чĕннĕ, студент, канăçа иккĕмĕш вырăна хăварса, лекцисем хыççăн шырав тĕнчине талпăннă... Пыл хурчĕ кашни чечекрен пĕрер пĕчĕк тумлам та пулин шерпет илнĕ евĕр, малĕмĕтлĕ студент юрра кăмăллакансенчен пĕрер çаврăм çырса илме май тупăнсан хăйне чи телейлĕ çын пек туйса тăнă мар-и; Ара, вăл вăрманлă-юханшывлă тăрăхран Атăл хĕррине улпутла саркаланса пурăнма мар, икĕ çаннине тавăрса ĕçлеме килнĕ-çке. Çак ĕç ăна ывăнтарма е тĕрлĕ кÿренÿ-пăшăрхану кÿме мар, савăнăç, хавхалану, вăй-хал панă. Александр Ильин тăван музыкăна ĕмĕрлĕхех юратасси, ăна пикенсех тĕпчеме вĕренесси, халăх юррисене пухма тупа тăвасси малтан «Ахах» ансамбльтен, кайран училищĕре хăй ĕçлекен пултарулăх ушкăнĕпе шавлă Атăл хумĕсен хăватлă туртăмĕнчен тытăннă та.

«Ачасем мĕнлерех пуласси йăлтах пирĕнтен - ашшĕпе амă-шĕнчен килет. Пирĕн яланах вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла», - калаçăва хутшăнать Любовь Ильина, Чăваш Республикин тава  тивĕçлĕ артистки. Вăл - Александр Николаевич Ильинăн савнă мăшăрĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи +ичпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕскер.

Люба Сашăпа, Туçа каччипе, 2002 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕрлешнĕ. Иккĕшĕ те лайăх пĕлнĕ пĕр-пĕрне.  Иккĕшĕ те тĕп хулари музыка училищинче вĕреннĕ, диплом илнĕ хыççăн «Çавал» ансамбльте ĕçленĕ, Çичпÿрт юрăçне 2013 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» хисеплĕ ят панă. Сăмах майăн вара кунта çакна пайăррăн палăртса хăварни питĕ вырăнлă. Кăçалхи март уйăхĕнче Александр Ильин та тава тивĕçлĕ артистсен ретне тăчĕ. Эккей, пĕр çемьери икĕ çын чыс-сумлă çынсен йышĕнче! Вĕсен çемйи пирки 2022 çулхи çурла уйăхĕнче тухнă «Ырă хыпар» ятлă журналта Вера Савельева журналист тата филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ çырнă «Сашăпа та савăнмасан...» очерк кун çути курнăччĕ. Унта Любовьпа  Александр Ильинсем тата вĕсен ачисем Кольăпа Настя çинчен тĕплĕн каласа панăччĕ. Николай Ильин аслашшĕн ятне çÿлте  тытма тăрăшать, салтака кайса килнĕ, музыка училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти культура институтне вĕренме кĕнĕ, 3 курс студенчĕ, халĕ вăл уйрăм коллектива ертсе пырать, юрăсем кĕвĕлет. Йăмăкĕ вара пиччĕшĕ вĕреннĕ училищĕнех пĕтернĕ, хăйĕн пĕлĕвне вăл та культура институчĕн 1-мĕш курсĕнче малалла ÿстерет.

Çапла, Александр Ильинăн ашшĕ, Туçари  «Ахах» ансамблĕн пултарулăх ертÿçи, республика тулашне концертпа кайсан, каялла таврннă чухне Кÿкеç поселокĕнче ăнсăртран пурнăçран уйрăлнăранпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Ăна пытарса таврăнсан, виççĕмĕш кун каçхине, 6-мĕш класа каякан мăнукĕ хăнăхнă йĕркепе алла купăс тытать. «Выля, Коля, выля, темĕнле йывăрлăхра та ан пăрас купăсна. Аслаçу мĕнлерех юрататчĕ унăн сассине», - тенĕ Ираида Васильевна мăнукне.

Мĕнле хăпартланмăн: паян Коля аслашшĕпе асламăшĕн пултарулăхне хăйĕн тĕлĕнмелле ăсталăхĕпе киленсе малалла туптать.  Унпа юнашарах Настя хăйĕн илĕртÿллĕ юрри-çеммипе залра ларакансен кăмăлне çĕклентерет...

Ильинсен династийĕ пурăнать, искусствăн тертлĕ те пархатарлă çулне пысăк хаваслăхпа киленÿллĕн туса пырать.

Йĕпреç тăрăхĕнче пысăк хисеп-сумра Ильинсен çемйи. Ираида Васильевнăна иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ятпа чысланă. Ку сумлăх Николай Васильевича та тухмаллаччĕ. Вăл хăйĕн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕпе, тавракурăмĕпе тивĕçлĕччĕ çак хисепе. Ентешĕсем, «Ахах» ансамбле юратса çÿрекенсем те, куракансем те манмаççĕ ăна, унăн ятне тасан упраççĕ, унпа чăннипех мăнаçланаççĕ. Чыс-сума çултан-çул ÿстерсе пыраканĕсен хушшинче унăн ывăлĕпе кинĕ тата вĕсен икĕ ачи _ сцена искусствине чунтан кăмăллаканĕсем.

Любовь Евгеньевнăпа Александр Николаевича пĕлмен, палламан çын пур-ши тăван республикăра? Çемьере упăшкинчен маларах тава тивĕçлĕ артист пулса тăнă кил управçи Тăван çĕршывăн тĕп хулинче Музыка академине пĕтернĕ. Каласа, тĕплĕн çырса кăтартма май çук кил-йышне вĕсенне. Çанталăк хăйĕн тÿрккеслĕхне çемçетнĕ хыççăн Ильинсен икĕ мăнукĕ те  подъезд умĕнче ларакан ватă çынсен умне тухаççĕ, хăйсен çирĕп репертуарĕнчи юрă-кĕвĕсемпе паллаштарма та ĕлкĕреççĕ. Итлекенĕсем вара чăваш юррисене уйрăмах килĕштереççĕ. Хăш-пĕрне икшер-виçшер хут юрлаттарни те пулать-мĕн. Ильинсен мăнукĕсем халĕччен мĕн тунипе çырлахса лармаççĕ, аслисенчен, ашшĕпе амăшĕнчен вĕренсе çĕнĕлĕхсене, унччен асăрхама май килменнисене, хăюллăнах çул  уçса параççĕ. Ашшĕпе амăшĕн-чен тĕслĕх илессине тĕпе хуракансем пуласлăхăн кирлĕ те витĕмлĕ çулĕ çине тухасси никама та иккĕлентермест. Ашшĕпе амăшĕ те çавăн пек лару-тăрурах ĕçленĕ, ыттисен кăмăлне çырлахтаракан номерсене çийĕнчех ĕçе кĕртсе пынă.

Ильинсен тепĕр ывăлĕ - Сашăн шăллĕ Сергей (вăл Тăван çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнать) - тăван тăрăхри пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ирттерме чыслă тÿпе хывать, хăйĕнчен мĕн килнине тумасăр лăплантараймăн хĕрÿ чун-чĕреллĕ те канăçсăр халавлă çамрăка.

Калас пулать, Шăхран-Улатăр чукун çулĕ хĕрринчех вырнаçнă ватă Туçа ĕлĕк-авалтанах пыракан халăх йăли-йĕркине, темиçе ĕмĕр тăршшĕпех тасан упранакан юрри-кĕввипе халăх сăмахлăхне мĕн  çак тарана çитичченех упраса хăварма пултарнă. Аса илер-ха: Тури Кĕлешкассинче çуралса ÿснĕ, Никита Чернышов-Шетмĕ композиторăн мăшăрĕ пулнă Феодосия Лукинична Чугунова юрăçă ялти шкулта вĕреннĕ чухнех хăйсен тăрăхĕнче  ĕлĕкренех сыхланса юлнă чăваш халăх юррисене çыра-çыра илнĕ, вĕсене Шупашкара, тивĕçлĕ çĕре ярса тăнă. Ку хайлавсенчен чылайăшĕ каярахпа Туçари «Ахах» халăх фольклор ушкăнĕн репертуарĕнче вырăн тупнă. Вĕсене, ăруран ăрăва куçса пыракан пархатарлă тĕслĕх вырăнне хурса, паянхи коллектива чыслăн çÿрекен юрăçсем те кăмăлласа йышăнаççĕ. Сăмах майăн, ку юрăсем Александр Ильин артист программине те илем кÿреççĕ. Тен, тăван халăхăн нимĕнле хакпа та виçме çук искусствине юратасси шăпах çакăнтан пуçланман-ши паллă артистăн; Икĕ çул каялла Александр Николаевич Мускавра, Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх куравĕнче куракансен умне «Чăваш туйĕ» тесе ят панă программăпа тухни паян та асрах-ха. Тăван çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан чăвашсем ăста артистăн  çак «концертне» питĕ тараватлăн йышăннăччĕ...   

«Çавал» ансамблĕн тĕп шăнăрĕ шутланакан Александр Николаевичпа унăн мăшăрĕ Любовь Евгеньевна - чăннипех те пултаруллă та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тăван культурăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пĕрле туса пыракан илемлĕ те ки лĕшÿллĕ мăшăр. Анлă та пуян,   чăн тÿпери çутă çăлтăр пек асамлăн  çиçсе тăракан чăвашлăх ту-йăмне, çук, тем тесессĕн те, чун-чĕрере тытмаççĕ вĕсем, ăна йăлтах залра сывламасăр пек ларакан куракансене парнелеççĕ. Çавăншăн юратаççĕ те вĕсене наци искусствине кăмăллакансем, юрăçсене курас ĕмĕтпе хавхаланса культура керменне васкакансем. Вĕсем - пирĕн шанăçа тÿрре кăлараканĕсем...  Чăваш культурипе искусствине сÿнме паман, сăваплă вучаха вутă хурсах тăракан талантлă та маттур, ăруран  ăрăва туптанă пултарулăха тата ытларах туптаса парса пыракан Ильинсене тав тумалли çеç юлать пирĕн.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5