Фронтовик-атте умĕнчи чыслă парăма кăшт та пулин
татас тесе ун çинчен сăмах пуçлатăп
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕм халăх Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнине паллă тăвать.
Çăмăллăн килмен пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ тăшмана парăнтарасси. Çĕнтерÿ ялавĕ ахальтен мар хĕрлĕ тĕслĕ, вăл, темиçе миллион çын юнĕпе пĕвеннĕскер, халĕ те фашист йыттисене хамăр çĕршывран хăваласа кăларассишĕн, тĕп тăвассишĕн пуçĕсене хунă совет салтакĕсен чăн-чăн патриотла паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсех тăрать. Кашни салтак мирлĕ пурнăçа, хĕвеллĕ тÿпене тавăрассишĕн, ирĕклĕ пурнăçа, тăван халăха хÿтĕлессишĕн хăй пурнăçне шеллемесĕр хаяр тăшманпа çапăçнă.
Пирĕн атте те, вăрçă тухнă-тухманах Савкка ялĕнчен фронта ăсаннă Кирилл Парамонович Парамонов, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ыттисемпе тан хăй тÿпине хывнă. Унăн вăрçă хирĕсенчи çул-йĕрĕ çинчен вăл каласа панинчен кăна пĕлетĕп эпĕ. Хăй пурăннă чухне вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни çинчен шавлама юратмастчĕ вăл, чăваш ывăлĕн сăпайлăхĕпе палăрнă фронтовик. Ыран паллă тăвакан Çĕнтерÿ уявĕ умĕн те пулин унăн, ахаль салтакăн, ятне район хаçатне, историри паллă событисемпе астăвăма упракан летопиçе, кĕртсе хăвармаллах пуль тетĕп, мĕншĕн тесен хам шутланине ку таранччен тăвайманшăн, атте умĕнчи парăма татайманшăн айăплă туйса тăма калама çук йывăр...
Кирилл Парамонович Пучинке ялĕнче 1904 çулта хресчен çемйинче çуралнă, салари чиркÿ шкулне çÿресе кăштах çырулăха вĕреннĕ. Пурнăç тытма арăм кирлĕ пулнине ăнланса илсенех, ашшĕ-амăшĕ ăна 17 çултах авлантарнă, мăшăрне кÿршĕрех тупнă. Пирĕн аннене, Дария Филипповна Филипповăна качча илсен, 1922 çулта çамрăк мăшăр Савкка ялне пурăнма куçнă. Кунта манăн пиччесемпе аппасем çуралнă, эпир йышлă çемьере пĕтĕмпе çиччĕн ÿснĕ. Çĕршывра колхозсем тăвас юхăм пуçлансан, пирĕн аттепе анне колхоза чи малтан кĕнисен ретĕнче пулнă. Вĕсем «Красный урожай» колхоза хăйсен хуçалăхĕнчи пĕтĕм пурлăха - 2 лашана, кÿлмелли 1 çатан урапапа тепĕр ахаль урапана, лаша çуннине панă.
Кирилл Парамонович тин çеç йĕркеленнĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăха ура çине тăратма хастар хутшăннă, хиртен кĕме пĕлмсĕр вăй хунă. Ун чухне пур ĕçре те лаша вăйĕпе усă курнă: суха тунă, тырă пуссисене сÿреленĕ, утă-улăм, вăрман турттарнă, фермăран тислĕк кăларнă тата ытти те.
1941 çулта вăрçă пуçлансан атте фронта тăван шăллĕпе, Федорпа, пĕр вăхăтра тухса кайнă. Тăванĕ кавалеристсен çарне лекнĕ, вăл вара пулеметчиксен йышĕнче тăшмана хирĕç тăнă. Шел, шăллĕ Мускав çывăхĕнчи юнлă çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă, пилĕк ачи ашшĕсĕр тăрса юлнă. Пирĕн атте те 1942 çулта Сталинград çывăхĕнче, Камышин хулине хÿтĕленĕ чухне, пĕр хаяр тытăçура йывăр суранланнă. «Эпир окопра чухне фашист самолечĕсем татти-сыпписĕр бомбăсем пăрахма пуçларĕç, - каласа паратчĕ атте. – Пĕри манран инçех те мар ÿксе сирпĕнчĕ те осколокĕ урана лекрĕ, хама çурри таранах çĕр айне турĕ, юрать-ха, рота командирĕ эп инкеке лекнине, йывăр аманнине асăрханă. Вăл хăй те суранланнă пулин те, мана хăрах аллипе чавса кăларчĕ-кăларчех. Çапла эп вилĕмрен çăлăнса юлтăм».
Аманнисен пĕр пысăк ушкăнне Атăл тăрăх пăрахутпа Чулхулана госпитале илсе çитернĕ, çав йышра пирĕн атте те пулнă. Чылай хушă госпитальте сипленнĕ хыççăн, 1943 çулти май уйăхĕнче, аттене вăй илсе самайланма киле янă. Вăл тăван яла Канашран поездпа таврăннă, Янкăлч разъездĕнче анса юлнă. Çавăн чухне çурхи шыв ейĕвĕ Савкка çумĕпе иртекен Вăрăм юханшывне пуянлатса сарсах янă пулнă, ун урлă каçмалли кĕпер те шыв айне пулнă. Шинель тăхăннă, костыль çине таянса аран-аран утакан фронтовике тăванĕсем кĕтсе илнĕ. Хăйне юханшыв урлă лаша çине утлантарса каçарни çинчен кайран та час-часах аса илетчĕ атте.
Пĕр вăхăт хушши килте пулнă хыççăнах аттене Шупашкара, Правительство дачисене хураллакан чаçе службăна чĕнсе илеççĕ. Вăрçă чарăничченех сыхланă вăл дачăсене, çав хушăра паллă çынсемпе паллашса кайнă. Сăмахран, Никифор Ваçанкка çыравçăпа юлташлă пулнă, вăл аттене ун чухне тупса илме çук кирлĕ япала - шурă хут - нумай парнеленĕ. Çак тупрана пирĕн атте колхоза панă, хаклă япалашăн хăйне тырăпа тавăрнă. Выçлăх хуçаланнă самана хĕнлĕхĕнче сывлăш çавăрса ямалăх питех те усăллă пулнă çав тырă йышлă çемьешĕн.
Кирилл Парамоновичпа Дария Филипповна Парамоновсем ĕмĕр тăршшĕпех колхоза çĕклес, аталантарас ĕçре вăй хунă. Атте «За отвагу», «За победу над Германией» медальсене тивĕçнĕскер, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнче те ырă тĕслĕх кăтартнă, лашасене юратнипех чылай çул конюхра тăрăшнă. Эпĕ те унран юлма пĕлмен, пĕчĕклех лашасем çумне çыпăçнă. Вăрçăра илнĕ сурансене пула сывлăхĕ хăвăрт хавшарĕ аттен, 1979 çулхи раштав вĕçĕнче, 75 çулта чухне, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Анне - ялхуçалăх ĕçĕн ветеранĕ, унăн чĕри 83 тултарсан тапма чарăнчĕ.
Çывăх çыннăмсем, пĕртăвансем пурте пурнăçран уйрăлчĕç, анчах хунавĕсем - вĕсен ачисемпе мăнукĕсем - малаллах туртăнаççĕ-ха. Атте килĕ те хупăнман, унта хамăр йăх-несĕл тымарне тăсакансем, пиччен ывăлĕпе унăн çемйи килĕшÿллĕ пурăнаççĕ. Çакă шанăç парать те пире, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи терт-нушана ытлашшипех тутанса ÿснĕ вăрçă ачисене. Хальхи самана тăнăçлантăрччĕ кăна.
Паян, Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнине систерсе, шурă кăвакарчăнсем тÿпере ирĕклĕн ярăнса вĕçеççĕ. Паттăрсен ячĕсене вилĕмсĕрлетсе лартнă палăксем яланхиллех, хуралти салтаксем пекех яшт! тăрса кĕтеççĕ пуç тайма килекенсене. Мирлĕ тÿпешĕн хăйĕн пурнăçне шеллемен кашни салтака - тав!
Николай Кириллов,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Пучинке сали
Июнь 2026 |
