НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çăлтăр çула çутатать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 10:31 Просмотров: 145

Турă Амăшĕн куркинчен сыпса курнă çын сăваплă

Халăх сăмахлăхĕ

Надежда Алексеевна Евдокимова çуралса ÿснĕ кĕтес - пулăхлă-тулăхлă Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Тĕмер сали. Кунта пурăнакансем мĕн авалтанах тухăçлă  тырпул çитĕнтернĕ, картиш тулли йышлă выльăхран услам-тупăш илнĕ, пус çумне пус хушса пуянлатса пынă нухратпа ачи-пăчине ÿстерсе çунат пилленĕ. «Çĕнĕ Тĕмере чун-чĕрешĕн нимĕнле хакпа та виçме çук тăванлăх тăрăхне ĕмĕр тăршшĕпех чи ырă та сăваплă тăрăх тесе хаклатăп, эпĕ ун çинчен асăнсанах, чĕрере ăшă туйăм тĕнче тÿпи таранах çĕкленсе каять, - хăпартланса та хавхаланса калать Надежда Алексеевна, çак кунсенче хăйĕн йышлă тăван-пĕтенĕпе çуралнăранпа 55 çул çитнине сĕтел урисем авăнса тăракан кĕрекере кĕтсе илекенскер. - Чĕрем паян нихăçанхинчен хытăрах тапать манăн. Эпĕ çуралсанах пирĕн сала çийĕн кăн-кăвак тÿпе анлăшне мăнаçлăн парăнтаракан хуркайăксем ярăнса иртнĕ, тет.  Вĕсен канăçсăрлăхĕ мана та куçнах ĕнтĕ...»

Тăван шкултан ăнăçлăн вĕренсе тухнă хыççăн Надежда Алексеевна пуçламăш классене пĕлÿ паракан çын пулас тĕллевпе Канашри педагогика училищине кайса кĕнĕ. Студентăн канăçсăр вăхăчĕ питех те хăвăрттăн иртсе кайнине сиссе те юлайман хĕр. Дипломлă пулса тăрсан, ăна направленипе Йĕпреç районне кайма шăпа тухнă иккен. Районти вĕрентÿ пайĕн хушăвĕпе Çĕнĕ Тĕмер хĕрне +ăкалăх шкулне яраççĕ. Кунта вара Надеждăна «хĕрхенекенĕсем» те тупăннă. Çапла майпа, çамрăк вĕрентекен Çĕнĕ Выçлири тăхăрçуллăх шкула пырса лекнĕ. Ольга Майкова директор ертсе пынă коллективра самаях ăнăçлă утăмсем тунă. Малтанхи ÿсĕмсемпе хавхаланнă педагог вĕрентÿ меслетлĕхне пикенсех алла илнĕ.

 Чăваш Тимешри вăтам шкула килнĕренпе те вăхăт самаях иртнĕ ĕнтĕ. Авалхи ватă сала Надежда Алексеевнăшăн иккĕмĕш тăван кĕтес пулса тăнă. Вăл кунта çирĕп тымар янă, шкул ачисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрекен Николай Николаевич Евдокимовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Унччен кăшт маларах, тĕрĕсрех çырас-тăк - 1996 çулта, Надежда Алексеевна И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. «Пурăна-киле виçĕ дипломлă пулма ĕлкĕртĕм, - тет халь Надежда Алексеевна, хыçала хăварнă çул çине киленÿллĕ кăмăлпа çаврăнса пăхнă май. - Çулсем иртнĕçемĕн опыт, ăсталăх пухăнсах пычĕç, педагогикăри  çĕнĕлĕхсене хăюллăнрах çул пама пуçларăм. ,çне кура - хисепĕ, теççĕ. Паянхи куна илсен, шкулта 5-мĕш класс ачисемпе ĕçлетĕп. Класс ертÿçин канса ларма, тунă ÿсĕм-çитĕнÿсем çине киленсе пăхса тăма вăхăт çук. «Самана çăмăл мар пулсассăн та, сапаланса каймалла мар пирĕн...» Манăн тĕп тĕллевĕм шăп та лăп çак каларăшра».

Чăваш Тимешри шкулта Надежда Алексеевна чăннипех пысăк чыс-сумра. Педагогикăри çитĕнÿсемшĕн панă наградисен шутне тахçанах манса кайнă вăл. Килĕнчи архивĕнче упранакан Хисеп тата Мухтав хучĕсен шутне хăй те тĕплĕн татса калаймасть Надежда Алексеевна. Пĕлтĕр ăна «Вĕрентÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята панă. Унăн кăкăрне Чăваш халăх академикĕн Геннадий Волковăн медалĕ илем кÿрет.

«Геннадий Никандрович - манăн ентеш, - çĕкленÿллĕн пĕлтерет Надежда Алексеевна. - Сăваплă ĕçĕме çапла хакланăшăн тăван коллектива чунтан тав  тăватăп.  Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  ассоциацине вунвиççĕмĕш çул ертсе пынине шута илчĕç пуль, тетĕп.

Педагогăн ĕçĕ - халăх умĕнче. Эпĕ хăй вăхăтĕнче «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсра та,  «Чи класлă класс» ертÿçи тупăшура та малты вырăнсенче пулнă, вĕрентекенĕн чысне республикăра та хÿтĕленĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин ĕçне-хĕлне хутшăнма та тивĕçлĕ пултăм. Кунта депутатсемпе тăван чĕлхе аталанăвĕ çинчен калаçу хускатнă. Мана, республикăри чăваш чĕлхин экзаменĕсене хаклакан ĕçсен экспертне, çакăн пек шайра ирттерекен каанашлу-семинарсем питĕ килĕшеççĕ».

«Надежда Алексеевна, эсир чăн-чăн педагог», - теççĕ ăна унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашассине кун йĕркинчех тытакансем. Ачасемшĕн тем тума та хатĕр тăракан вĕрентекене ял-йыш çав тери хисеплет. Нумай пулмасть Евдокимовсен çемйи «Районти килĕшÿллĕ çемье» конкурсра та хăйне кăтартма ăсталăх çитернĕччĕ.

«Çамрăк çыравçă» кружок - Чăваш Тимеш шкулĕнчи чи ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Кунта çÿрекенсем хăйсен çырас ăсталăхне ÿстернипе пĕрлех районти, республикăри конкурссене те хутшăнаççĕ. Надежда Алексеевнăн вĕренекенĕсен хушшинче тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисем те пур. Тĕнчене юратса ÿстерекен çынсене пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрленсе, хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех пама тăрăшать Йĕпреç тăрăхĕнче чыс-сума тивĕçнĕ Çĕнĕ Тĕмер хĕрĕ.

«Тимĕре хĕрнĕ чухне шаккаççĕ». Çак ваттисен авалтан упранса юлнă каларăшне «чĕртсе»  тăратнă Надежда Алексеевна сăмах йĕркине урăх  «çемĕ» çине куçарнă хыççăн çапла хушса хучĕ: «Эпир çемьере хамăр ачасене те ирĕкре çÿретмен, шкула çÿренĕ вăхăтра вĕсем мĕнлерех пĕлÿ илнине, уроксем хыççăн ăçталла çул тытнине сăнасах тăнă. Николай Николаевичпа иксĕмĕр виçĕ ывăла хĕвел çути парнелерĕмĕр, вĕсене кун-çул каçалăкĕнче тĕрĕс утăмсем тума хавхалантарнă, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн виçесĕр хĕпĕртенĕ;

Виçĕ ывăлăмăр та пурнăç çыннисен çеммине тăрас тĕллевлĕ. Асли, Роман, шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерсен, Санкт-Петербургри çарпа космос академине кайса кĕчĕ. Аслă лейтенант - çамрăк салтаксен юратнă командирĕ. Вăл тата унăн шăллĕ Даниил хăй вăхăтĕнче «Артекра» пулса курнăччĕ. Вăл та пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пултарчĕ.  Кăçал Чăваш патшалăх университетне пĕтерет, бакалавриат хыççăн иккĕмĕш çул магистратура ăслăлăхне туптать. Кĕçĕнни, Андриян, -электромеханика колледжĕн студенчĕ. Ывăлсем виççĕшĕ те авланман-ха. Малтан пурте вĕренсе çителĕклĕ таран пĕлÿ илес терĕç пулас. Асаннепе асатте пулма ĕлкĕрĕпĕр-ха.  Пуласлăх ырă та халавлă çулпа йĕркеленсе пырасса шанатпăр мар-и;

Евдокимовсен çемйи - тĕреклĕ, килĕшÿллĕ çемье. Надежда Алексеевна хунямăшне, вăйпитти вăхăтне Ильич ячĕллĕ колхозра ĕçлесе ирттернĕ Нина Даниловнăна ырласа кăна тăрать. Унăн мăшăрĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятпа чысланă Николай Петрович, мĕн виличченех тăван хуçалăхри юсав мастерскойĕн пуçлăхĕ пулнă, вăл - «Хисеп Палли» орден кавалерĕ.

Нина Даниловнăн ашшĕ те пĕрлешÿллĕ хуçалăх аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывнине лайăх астăваççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Данил Илларионович Илларионов Чăваш Тимеш çыннисене партипе правительство палăртнă çулпа малалла та тăвалла пултаруллăн ертсе пынисен йышĕнче пулнă.  Надежда Алексеевна  тăван чĕлхе урокĕсенче ачасене кун пирки пĕрре кăна мар каласа панă ĕнтĕ. «Çамрăк çыравçă» кружока çÿрекенсен литература хайлавĕсенче «коллективизаци» темине пĕтĕмлетнĕ статьясенче çакна астуса хăвармаллах тĕпчев ĕçĕсенче малтанхи утăм тăвакансем.

Надежда Алексеевнăн педагогикăри ăсталăхне пĕр енлĕн кăна сăнлани çителĕксĕр. Унăн класс тулашĕнчи пултарулăхне хаклама тăрас-тăк,  тепĕр пысăк статья шăрçалама тивĕ. Вĕрентекен Чăваш Тимеш территори пайĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ырми-канми тăрăшаканĕ те. Вăл кунта та педагогикăна иккĕмĕш вырăна хăвармасть иккен. Канашлусенче амăшĕсемпе ачасен вĕренÿре мĕнлерех ĕлкĕрсе пынине те сÿтсе явма  вăхăт тупать канăçсăр чун-чĕреллĕ хĕрарăм.

Сумлă юбилейне чыслăн палăртакан Надежда Алексеевнăна ашшĕпе амăшĕ пилленĕ, Иван Яковлев, Геннадий Волков ăсчахсем çутнă çăлтăр çутипе çуталнă çулпа малалла та сулмаклăн утма суннă май, чун-чĕри хушнипе пурнăçа кĕртекен тĕллевĕсенче пархатарлăх ÿссех пырасса шансах тăратпăр.

 «Пурнăç çулĕ çине тухас умĕн хам ăçта кирлĕ пулассине уçăмлăнах туйса илме пултарни питĕ вырăнлă пулчĕ маншăн. ,çĕм çăмăл маррине малтанах лайăх чухланă эпĕ, пĕрре те çăмăл мар иккен таса чăваш чĕлхипе пуплеме. Çÿплеме вара - çав тери çăмăл. Анчах çывăх çыннăмăрсем парнеленĕ чĕрене тасамарлăхпа варалас темен. Чĕлхе вăл юн пек. Чăваш чĕлхи хăй пĕр генотип. Ăна пăсма юрамасть», - терĕ хăйĕнпе сывпуллашас умĕн юбиляр.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31