Пурне те «тытса юлма» ĕлкĕрекен интернет та çак ыйтăва тĕрĕс хуравласси иккĕлентерет. «Чăваш Республикинче халĕччен упранса юлнă коллективлă (пĕрлехи) хуçалăхсем миçе?
Çак ыйтăва тĕпчесен Йĕпреç тăрăхĕнчи «Красный партизан» колхоз - Чăваш Республикинчи çак формулăна тĕпе хурса ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх пулни палăрать.
Тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа вĕçекен вăхăт чуппине самантлăха та пулин тытса чарма нимĕнле вăй та пултараймĕ. Нумай пулмасть кăна мар-и-ха эпир хамăр колхоза йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине паллă тунăччĕ. Халĕ вара истори страницине тепĕр тапхăрпа пуянлатса хăваратпăр. Пысăк çитĕнÿсен çул-йĕрĕпе малтан мала сулмаклă утăмсемпе ярса пусакан «Красный партизан» колхоз хăй хыççăн 75 çула хыçа хăварнине сиссе те юлаймарăмăр. Тахçанах йăлана кĕнĕ йĕркене пăхăнса, пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче колхозăн черетлĕ отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ, унта хуçалăхăн ертÿçи пулма Николай Михайлович Иванова шанннине сасăласа çирĕплетрĕç. Колхоз членĕсене çур сăмахранах ăнланакан, вĕсене çĕнĕрен çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илме хавхалантаракан председатель каллех яваплă ĕçе кÿлĕнчĕ.
Колхозăн иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма правлени кашни çул тенĕ пекех колхозăн тĕп бухгалтерĕпе экономисчĕ тивĕçне нумай çул ăнăçлă пурнăçласа пынă, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ятпа чысланă Иван Васильевич Бурмистров пенсионера шанать. Вăл кăçалхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи пухăва хутшăннă ял-йыш умне те тĕп докладпа тухса, хуçалăх 75 çул хушшинче утса тухнă чаплă та мухтавлă çул-йĕрпе паллаштарчĕ.
75 çул... Историшĕн нумай та мар вăл. Пĕрлехи йышпа хыçа хăварнă çул вара чăннипех сулмаклă та ĕçлĕ çитĕнÿсен тапхăрĕ пулчĕ. 1951 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Пучинкери «Чувашия» тата «Ударник» коллективлă хуçалăхсем, çавăн пекех +ирĕклĕри «Красный партизан» колхозсем пĕрлешсе пĕр çулпа тĕллевлĕн утма калаçса татăлнăранпа чылай шыв юхрĕ. Унтанпа çак хуçалăх районти чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри пулса тăнă. Пĕрлешсе пысăкланнă колхоз хăйĕн вăй-хăватне çултан çул ÿстерсе пынă. Пурăна-киле Пучинке сали хĕрринче çĕнĕ ĕне ферми ÿссе ларнă, машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянлансах тăнă, тахçан тыр-пулпа савăнтарайман уй-хирсем хăйсен тухăçне тăтăшах ÿстерсе пынă. +ĕнĕ технологисемпе меслетсене хăюллăнах çул парса пынипе хуçалăх выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци калăпăшĕпе пахалăхĕ палăрмаллах ÿснĕ.
Паян вара малтанхи утăмсене асăнса ун чухнехи лару-тăрăва уçса парас килет. 1951 çулта колхоз пĕрлешнĕ хыççăн ăна пĕтĕмпе 1724 гектар çĕр çирĕплетсе панă. Тĕш-тырăсен лаптăкĕ 1451 гектар, çав шутран кĕрхи тĕш-тырăсен лаптăкĕ 677 гектар пулнă. Вăтам тухăç 11,5 центнерпа танлашнă. Кĕрхи тырăсен тухăçĕ 15,4 центнера çитнĕ.
Кунпа пĕрлех уйсенче 5 га вир, 12 га йĕтĕн, 22 га кантăр, 45 га махорка, 86 га çĕрулми, 7 га пахчаçимĕç çитĕнтернĕ. Калас пулать, кишĕр, купăста, хăяр, сухан кăна мар, колхозра кăшман, силослăх культурăсем, пĕр е нумай çул ÿсекен курăксем пысăк лаптăксем çинче çитĕнтернĕ.
Колхозра вăл вăхăтра 1718 çын шутланса тăнă, ĕçлеме пултаракан çынсен шучĕ чылай сахалрах – 838 çын пулнă, çав шутра 16 çултан пуçласа 60 çулхи ар çынсем – 162,16 çултан пуçласа 55 çулхи хĕр арăмсем 476 пулнă.
1951 çулта Колхоз ферминче 154 ĕне пулнă, çав шутра сăваканнисем 55 пуç. Кашни ĕнерен çулталăкра 412 литр сĕт суса çулталăкра илнĕ сĕт калăпăшĕ 23 359 литрпа танлашнă. Ытти выльăха та ĕрчетнĕ% сыснасен йышĕ 244 пуçпа, сурăхсем 330, чăхсем 667, лаша 177 пуçпа танлашнă. Çавăн пекех хурт-хăмăр ĕрчетес еçе те йĕркелесе янă.
Пысăк хуçалăхăн техника паркĕнче пĕтĕмпе те 2 автомашина çеç шутланнă. Трактор пулман, ун вырăнне 154 лаша урапи тата 144 çуна пулнă. Акă мĕнле «пурлăхпа» пырса кĕнĕ 1951 çула пĕрлешсе пысăкланнă колхоз! Пĕр ĕç кунĕ пуçне 880 грамм тырă тата 24 пус укçа панă хресченсене. Колхоз ертÿçин уйăхри ĕç укçийĕ 29 тенкĕрен иртмен...
Колхоз пĕрремĕш утăмсенчен пуçласа паянхи кунсем таранах районти ытти хуçалăхсем хушшинче пĕтĕм кăтартусемпе малтанхи вырăнсене йышăнать. Сăмахран, 70-90 çулсенче çĕр лаптăкĕн пысăкăшĕпе 3-мĕш вырăнта пулнă.
Уй-хирсен тухăçлăхĕпе тупăшлăхне ÿстерсех пыни фермăсен кăтартăвĕсенче те уçăмлăн палăрнă.
Колхозăн пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕн тупăшĕн 51-59 проценчĕ сĕтрен пуçтарăнать. Колхоз пĕрлешсе пысăкланнă тапхăрта тунă кăтартусене пĕлтĕрхисемпе танлаштарса пăхар-ха. Ун чухне усă куракан çĕр лаптăкĕ 1714 гектар пулнă, халĕ вăл 2087 гектара çитнĕ. Тĕш-тырă туса илесси 263 процент, пĕр гектартан тухнă тырă тухăçĕ 309 процент, выльăх-чĕрлĕх йышĕ - 600 процент ÿснĕ.
Çукран пур тăвассине, пуррине хушса пырассине тĕпе хунă ăстасем пуртан ĕнтĕ колхозăн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Тăрăшуллă ĕçченсене тивĕçлипе хаклама паха% Пучинке тăрăхĕнчи вунă ĕçчен Тăван çĕршывăн орденĕсене тивĕçнĕ. Вăл шутра 2 механизатор икшер ордена тивĕçнĕ% Василий Захарович Захаров «Хисеп Палли» тата» III-мĕш степеньлĕ Ĕç мухтавĕн орденĕпе наградăланнă, Алексей Петрович Петров Октябрьти Революци тата ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене илме тивĕç пулнă, Гурий Андреевич Андреев, Таисия Антиповна Антипова, Егор Иванович Иванов, Анна Давыдовна Трофимова «Хисеп Палли» ордена, Илья Васильевич Сидоров – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Михаил Петрович Фоминпа Мария Григорьевна Петрова – III-мĕш степеньлĕ «Ĕç Мухтавĕ» орденсене тивĕçнĕ.
Ялхуçалăхĕнчи социализм ăмăртăвĕнче палăрнăшăн Василий Захарович Захаровпа Алексей Федорович Федорова «Раççей Федерацийĕн отличникĕсем» хисеплĕ ятпа чысланă.
«Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята 11 колхозника, РСФСР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине 15 çынна панă. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илнисем вуннăн...
Хуçалăх экономики çулсеренех çирĕпленсе-тĕрекленсе пыни Пучинке салин сăн-сăпатне юмахри пекех çĕнетсе лайăхлатма май пачĕ. Ял территорийĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ пур объекта та колхоз хутшăнмасăр туман. Ача сачĕ, шкул, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ, магазин, культура çурчĕ тата ытти те «ниме» меслечĕпе çĕкленнĕ. 1974-1984 çулсенче Пучинке тăрăхĕнче 10 пысăк пĕве тунă, 40 гектар ытла йывăç лартнă. 1984-1990 çулсенче колхоз ялхуçалăх техники чи нумай туяннă тапхăр шутланать. +авăн чухне çулсеренех 7 трактор, СК-5 4 комбайн, трактор прицепĕсемпе плугсем тата сеялкăсем нумай илнĕ. Консерва заводне çĕклес ĕмĕтпе хавхаланнăччĕ, анчах ăна пурнăçа кĕртме май килмерĕ. Çав завода сутма тунă йышăну тĕрĕс пулчĕ. Халĕ унта Раççей шайĕнче ĕçлекен сĕт завочĕ çулран çул вăй илсе пырать.
Çапла «Красный партизан» паян округра пысăк кăтартусем тăвакан пĕртен-пĕр колхоз. Унăн кăтартăвĕсем çултан çулах ÿссе-хăпарса пыраççĕ, çакна аяларах вырнаçнă 1-мĕш таблицăра курма пулать. Хуçалăх тырă туса илессипе те, сĕт сăвассипе те, ăна сутассипе те Йĕпреç тăрăхĕнче чи малти. Енчен те 1951 çулта кашни гектартан вăтам шутпа 11,5 центнер тырă туса илнĕ пулсан, паян 35 центнертан та иртсе кайнă. Тата танлаштарса пăхăпăр: 1951 çулта вăтамран кашни ĕнерен 412 килограмм сĕт илнĕ пулсан, хальхи тапхăрта колхоз 20 хут ытларах сăвать.
Таса тупăш юлашки пилĕкçуллăхра кашни çул вăтамран 21910 пин тенкĕ шутланнă. Рентабельлĕх 25,1 процент. Хуçалăхăн чи пысăк кăтартăвĕсене 2-мĕш таблица сăнаса парать.
«Красный партизан» çирĕп тĕллевсемпе малтан та малалла шанчăклăн утать, хăйĕн çитĕнĕ-вĕсемпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Акă мĕншĕн унăн кăтартăвĕсемпе паллашма Чăваш Енĕн ытти тăрăхĕнчен те йышлăн килсе çÿреççĕ. «Кама куран, çавна хыван» тенĕ ватă çынсем. Аслисен ырă та пархатарлă тĕслĕхĕ вара ХХI ĕмĕрти яш-кĕрĕмшĕн те чăн-чăн тĕслĕх вырăннех. Çакна Пучинкене тĕрлĕ çĕртен килекен çынсем те тах-çанах асăрханă. Кунти вăтам шкул ырă йăла-йĕркесене тытса пыракан учреждени шутланать. Культура çурчĕ вара аваллăх традицийĕсене тасан упрать, унăн тахçанах çирĕпленнĕ йĕркисене çĕнĕлĕхсем кĕртет. Пучинке тăрăхĕнчи куллен-кун пулса иртекен пулăмсем, пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсемпе çитĕнÿсем пурте «Красный партизан» колхозпа тачă çыхăннă. Вĕрентÿÿ, культура, социаллă пурнăç учрежденийĕсем, территори пайĕ – пурте колхоз правленийĕпе çыхăну тытса ĕçлеççĕ, ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисемпе тĕрлĕ шайлă усăллă ĕçсен пĕрремĕш спонсорĕ те тăван колхозах. Çакна шута илсе ял тăрăхĕ ăмсанмала аталаннинче пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн тÿпи пысăк, ăна юн таппине хăвалакан насуспа танлаштарма пулать. Апла пулсан «Красный партизан» колхоз Пучинке ял тăрăхĕн пысăк та вăйлă чĕри тесен йăнăш пулмĕ.
Иван Бурмистров
докладĕнчен
Апрель 2026 |
