Самана таппине самантлăха та пулин тытса чарма çук. Вăхăт калама çук пысăк хăвăртлăхпа малаллах ыткăнать. Аграри тытăмĕнче тĕл пулакан йывăрлăхсемпе чăрмавсене парăнтарса, «Красный партизан» колхоз тулли шанчăкпа, ырă тĕллевсемпе хăй историйĕн çĕнĕ страницисене хăюллăн уçать. Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ялсен сăн-сăпатне улăштарса çĕнетекен ăста строительсем, ытти професси çыннисем хывнă çул-йĕртен пăрăнмасăр ăна такăрлатсах пыма тăрăшни хуçалăхăн кашни утăмĕнчех сисĕнсе тăрать çак кунсенче районти чи пысăк хуçалăхра çĕкленÿллĕ лару-тăру. Килĕшÿллĕ çемьери пек туслă пурăнакан хуçалăх пĕрлешсе пĕр чăмăра чăмăртаннăранпа 75 çул çитнине сумлăн паллă турĕ.
Юбилее хатĕрленнĕ май, вырăнти таврапĕлÿçĕсем тĕрлĕ çулсенчи документсене çĕклесе тепĕр хут тĕпчерĕç. Ытти çĕрти пекех, Пучинке тăрăхне коллективизаци тапхăрĕ иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче çитни паллă ĕнтĕ. Хресченсен вак анисене пĕтерсе туслă та пĕрлешÿллĕ йышра пурăнма ĕмĕтленнĕ ял-йыш. Колхозăн паянхи тĕп ялĕ шутланакан Пучинкере чи малтан 7 кил-хуçалăх пĕрлешсе «Ударник» колхоз йĕркеленĕ. Тепĕр ялĕнче, Анаткасра, «Чувашия» колхоз туса хунă. Вĕсен пĕрремĕш ертÿçисем пулма Василий Васильевич Конечкинпа Егор Матвеевич Матвеева суйланă. Пучинкепе юнашарти çирĕклĕре вара «Красный партизан» колхоз ĕçлеме пуçланă. Федор Сидорович Сидоров ертÿçĕ ял-йыш асĕнче хăйĕн ырă та мухтавлă ĕçĕсемпе палăрса юлнă.
Коллективизаци тапхăрĕ вăй иличчен кăшт маларах - 1922 çулта - Пучинкере пурăннă çынсен пĕр ушкăнĕ çĕнĕ вырăна куçса ларнă та Савкка ятлă яла кун çути кăтартнă. 1930 çулта кунта та «Красная нива» колхоз хăйĕн пĕрремĕш страницисене çырма тытăннă.
Кĕлĕмкассинчен куçса ларнă çынсем никĕсленĕ çĕнĕ Кĕлĕмкассинче те 1931 çулта «Красный урожай» колхоз пĕрремĕш çураки ирттернĕĕ КПСС Йĕпреç райкомĕнчен председатель тивĕçне пурнăçлама янă Климентий Федорович Антонов та хĕрÿллĕн кÿлĕннĕ çак ĕçе.
Паллах, çăмăллăн килмен çĕнни. Пĕрлешÿллĕ йышра пурăнакансен тĕрлĕ чăрмав-йывăрлăхсене парăнтарса пыма тивнĕ. Ун чухнехи ертÿçисем те урăхларах пулнă.
1951 çулта вара уйрăм ялсенчи колхозсем пĕрлешсе пысăкланас çул çине тăнă. Çак тапхăрта Пучинке тăрăхĕнчи çичĕ колхозран виçĕ хуçалăх туса хунă. Савккапа Çĕнĕ Кĕлĕмкассинчи хуçалăхсем «Красный урожай» колхоза чăмăртаннă. «Ударникпа» «Чувашия» колхозсем «Красный партизанпа» пĕр çемьене чăмăртаннă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăха Çирĕклĕ çынни Александр Ефремович Ефремов ертсе пыма пуçланă. Вăл 1954 çулччен ĕçленĕ, ун хыççăн, колхоз тилхепине «вăтăр пин» шучĕпе яла килн. Матвей Андреевич Ятманова шанса параççĕ. Ертÿçĕ шанăçне чун-чĕри хĕрÿлĕхĕпе тÿрре кăларса пынă вăл. Вунă çул хушши «Красный партизан» колхоза ертсе пынă Матвей Андреевич, Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ ветеран, Пучинке салин масарĕнче хăйĕн ĕмĕрхи канăçне тупнă.
Умри йывăрлăхсене пĕрлехи йышпа кăна çĕнсе илме май килнине лайăх ăнланнă Пучинке тăрăхĕнчи колхозниксем. Акă 1958 çулта хуçалăх экономикине вăйлăн аталантарма тытăнн. «Красный партизан» хăйĕн йышне «Красный урожай» колхоза та илнĕ. 1964 çулта çак хуçалăх пуçне Гурий Андреевич Андреев тăнă. Вăл ертÿçĕре 28 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшса «Красный партизанăн» экономикине, социаллă аталанăвне чăннипех тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Вăрман варринче вырнаçнă Калиновкăпа «ХI лет Чувашии» поселоксене те «Красный партизан» колхоз хăйĕн хÿтлĕхне илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен тытăнса вĕсем «Березовка» колхозăн уйрăм бригадисем пулса пăхнă, каярахпа унран уйрăлса тухса «Калиновка» ялхуçалăх кооперативĕ йĕркеленĕ.
2000 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Калиновкăпа «ХI лет Чувашии» поселоксен çыннисем «Красный партизан» колхоз членĕсем пулма кăмăлланă. Унта хуçалăхăн производство участокне тунă пулнă... Анчах кĕрлевлĕ вăхăт витĕр пурне те тĕрĕс-тĕкел тухма май килмен.
Ытти колхозсем арканнă вăхăтра хуçалăха Анатолий Иванович Петров ертсе пынă. Ăна Гурий Андреевич тивĕçлĕ канăва кайиччен председатель тивĕçне пурнăçлама хăй шанса хăварнă. Шанни тÿрре тухнине паянхи кун эпир аван куратпăр. Йывăр самана витĕр Йĕпреç районĕнче кăна мар, республикипех коллективлă хуçалăхсем арканса саланнă вăхăтра правлени тилхепине Анатолий Иванович Петров çирĕп алăпа тытса, хуçалăха салатса ямасăр упраса хăварса, çулсем иртнĕçемĕн вăй илсе ура çине çĕклеме мĕнле ăс-хакăлпа вăй-хал кирлĕ пулнине Анатолий Иванович хăй çеç пĕлет пулĕ.
Паянхи кун Йĕпреç тăрăхĕнче çулран çул ÿсĕмсен шайне çÿлерех те çÿлерех çĕклесе пыракан хуçалăх пурришĕн шăпах ăна тав сăмахĕ калас пулать. Пысăк хуçалăха кĕрекен ялсенче чĕрĕ, хускануллă пурнăç хуçаланать паян. «Красный партизан» умри çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пархатарлă ĕçсемпе çĕнсе илес тĕллевпе кашни кунах ударлă вахтăна тăрать...
Апрель 2026 |
