Ĕне тытакан уйрăм хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакĕ чакса кайни паян ялта пурăнакан кашни çынна тенĕ пекех пăшăрхантарать. Халăха хумхантаракан ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕ нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче сĕт пуçтаракансемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
Администрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Михаил Ермошкин кунашкал лару-тăру пирĕн районта, республикăра кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпех пулса тăни çинчен пĕлтернĕ. «Çакна сĕте тата сĕтрен тăвакан продукцие экспорта ăсатасси, хамăр çĕршыври потребительсем туянасси чакнипе, кунпа пĕрлех сĕт производствипе хатĕр продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ ÿссе кайнипе çыхăнтараççĕ», - тенĕ Михаил Пантелеймонович.
Унтан вăл хамăр округра хальхи вăхăтра мĕнлерех лару-тăру пулни çинчен каласа панă. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн округри ялхуçалăхĕ енĕпе тимлекен мĕнпур организацисенче мăйракаллă шултра выльăхсен пĕтĕмĕшле шучĕ 6975 пуç, çав йышран 4220 пуçĕ (60 проценчĕ) - уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче. Сăвакан ĕнесем округра пĕтĕмпе 2608 пуç, çав шутран 1777 пуçĕ (68 проценчĕ) - уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче. Йĕпреç енри ялхуçалăх организацийĕсен производствинче туса илекен сĕтĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 58 проценчĕ - уйрăм хушма хуçалăхсен тÿпи.
Сĕт пуçтаракансем халăхран кунсерен чĕртавара 15-18 тонна туянаççĕ. Ку енĕпе пирĕн округра 9 уйрăм предприниматель тата хăй тĕллĕн ĕçлекенсем тепĕр виççĕн тимлеççĕ, чĕрĕ сĕтĕн кашни литрĕшĕн 21-23 тенкĕ тÿлеççĕ.
«Сĕте туянмалли хаксем çине кирлĕ пек витĕм пама пултараймăпăр эпир, çавах хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла. Пирĕн тĕллев - ял çыннисене сĕт паракан ĕнесене ĕрчетме хавхалантарасси», - палăртнă Михаил Ермошкин хăйĕн сăмахĕнче. Çавна май вăл ĕне усракансене патшалăх енчен паракан пулăшу мерисем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Уйрăм хушма хуçалăх тытакансем налук тÿлессинче ятарлă çăмăллатнă режимпа усă кураççĕ. Хăйсен ĕçне сĕт туса илес производствăпа çыхăнтарнисене çулталăкра пĕр ĕне пуçне 5500-7500 тенкĕ е кашни уйрăм хушма хуçалăха 200 пин тенкĕрен ытла мар пулăшу укçи параççĕ, виçĕ пуç таран сĕт паракан ăратлă ĕне е пушмак пăру туянма кашниншĕн 70-шер пин тенкĕ е пĕтĕм тăкакăн 90 процентĕнчен ытла мар укçан саплаштараççĕ.
Патшалăх пулăшăвĕ ĕне тытакан хушма хуçалăхсемшĕн - чăн-чăн тĕрев. Харпăр-хăй ĕçне сĕвакан ĕнесем ĕрчерессипе çыхăнтаракансен институтне тĕрлĕ енлĕн аталантарас тĕллевпе Чăваш Енре республика бюджетĕнчен субсиди уйăраççĕ, çавна май кашни самозанятăй пуçне çулталăк хушшинче хывакан патшалăх пулăшăвĕн сумми 700 пин тенкĕне те çитме пултарать. Кăçал самозанятăйсене патшалăх пулăшăвĕ памалли укçа виçи татах та ÿсмелле.
Юлашкинчен, ĕçлĕ канашлура тухса калаçнисен шухăш-кăмăлне шута илсе, ял çыннисене ĕне усранăшăн паракан патшалăх пулăшăвĕсем çинчен тĕплĕнрех ăнлантармалли çинчен йышăну тунă.
Апрель 2026 |
