Йĕпреç муниципалитет округĕн территори пайĕсенче граждансен пĕрлехи пухăвĕсем пыраççĕ. Вĕсенче халăхпа пуçтарăнса иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсене сÿтсе яваççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ.
Нарăсăн 3-мĕшĕнче Киров тăрăхĕнче пурăнакансем вырăнти ертÿçĕн Евгений Ерилеевăн отчетне итленĕ. Тĕлпулăва округ админситарцийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Михаил Ермошкин хутшăннă.
Отчет ку тăрăхăн пĕтĕмĕшле характеристикинчен пуçланнă. Киров территори пайĕ 137,93 кв. км лаптăк çинче сарăлса выртать, вăл тăватă поселока пĕрлештерет: Пăкăян (255 çын), Эконом (141 çын), Тарăнвар (79 çын) тата Спотара (22 çын). Пурĕ 497 çын пурăнать. Евгений Ерилеев демографи лару-тăрăвĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Халăх шучĕ чакса пыни пăшăрхантарнине палăртнă: 2025 çулта 1 ача çуралнă, 7 çын вилнĕ. Арçынсен пурнăç тăршшĕн вăтам кăтартăвĕ 62,8 çулпа танлашнине палăртнă.
Евгений Владимирович 2025 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, çавăн пекех кăçал мĕнле ĕçсене пурнăçа кĕртмелли çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Уçă калаçура халăха хумхантаракан ыйтусене çĕкленĕ.
Иртнĕ çул валли палăртнă тăватă проекта пурнăçланă. Пăкăянпа Эконом поселокĕсенче пĕвесене тасатнă. Тарăнварти Карл Маркс урамĕнчи тата фермер хуçалăхне кĕмелли çулсене юсанă. Спотарта Завод урамне йĕркене кĕртнĕ. Йĕпреç-Пăкăян автоçулăн 400 м тăршшĕне юсассине республикăпа вырăнти бюджетсен укçи-тенкипе пурнăçлама май килнĕ. Çак ĕçсене тума пурĕ 2 миллиона яхăн укçа тăкакланă, вĕсенчен 336 пинĕ - халăх пухнă укçа-тенкĕ.
Кăçалхи плансене пĕлтернĕ май, Евгений Ерилеев Спотара поселокĕнче пурăнакансемшĕн çак çулталăк пысăк пулăмпа асра юласси çинчен каланă. Яла газ илсе çитерес ĕçе пуçăнĕç. Пуçаруллă бюджет программипе хатĕрленĕ проектсене 2026 çулта пĕтĕмпе 3,2 млн ытла тенкĕлĕх пурнăçа кĕртмелле. Çав шутра - Пăкăянти культура çурчĕн лапа-мĕпе цокольне, Эконом клубĕн тăррине юсасси: Тарăнварти ача-пăча вылямалли тата спорт лапамне хăтлăлатасси; Спотарти Завод урамĕнчи, Пăкăянти Набережная урамĕнчи çулсене юсасси.
Социаллă пурнăçпа патриотизм мероприятийĕсем те ытти çулхи пекех чылай пулĕç. Çав шутра йăлана кĕнĕ турнирсене, СВОра вилнисене асăнса мини-футболла юлташла матч ирттерме, çавăн пекех Тарнвар поселокĕ 95 çул тултарнине уявлама палăртнă.
Юлашкинчен Евгений Ерилеев тăван тăрăха аталантарас ĕçре хастарлăх кăтартакан, ăнланса пĕрле ĕçлекен, пурнăç условийĕсене лайăхлатас ыйтусене татса парассинче хăйсен тÿпине хывакан халăха тав тунă, малалла та пĕрле кăтартуллăн ĕçлесе пыма чĕнсе каланă.
Анна Михайлова
х х х
Пучинке ял тăрăхĕнче те отчет пухăвĕсем иртрĕç. Нарăсăн 6-мĕшĕнче территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов Пучинке ял халăхĕ умĕнче доклад туса пачĕ. Пухăва Йĕпреç муниципалитет ертÿçи Игорь Семенов хутшăнчĕ. Нарăсăн 9-мĕшĕнче +ирĕклĕ клубĕнче тĕплĕ калаçу малалла тăсăлчĕ. Кунта ял çыннисемпе округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Красный партизан» колхоз председателĕ Николай Иванов тĕл пулчĕç.
Валерий Иванов виçĕ специалист ĕçлекен территори пайĕн ĕç-хĕлне кĕскен сăнласа пачĕ, ĕç йĕркине саккунпа килĕшÿллĕн тытса пынине палăртрĕ.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, Пучинке ял тăрăхне кĕрекен тăватă ялта 1500 яхăн çын пурăнать. 2025 çулта пилĕк ача çуралнă – тата малтанхи çулпа танлаштарсан, пĕрре ытларах, 21 çын пурнăçĕ татăлнă (2024 çулта 28). Кашни ялтах 9 теçетке çул урлă каçнă çынсем пур. Ку савăнтарать!
Экономика унчченхи пекех ял хуçалăхĕ çинче тытăнса тăрать. «Красный партизан» колхоз 2161 га çĕр йышăнать, 100 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Ял тăрăхĕнче вырнаçнă тепĕр пысăк предприяти вăл – «Волжское перерабатывающее предприятие» ООО. Кунта талăкра 350 тонна сĕтрен сĕт-çу продукчĕсем туса кăлараççĕ. Заводра160 яхăн çын вăй хурать.
Иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсенчен ял тăрăхне тирпей-илем кĕртес енĕпĕ тунă пуçарусене палăртмалла. Пĕтĕмĕшле 250 ытла çын хутшăнса ял урамĕсене, масарсене тирпейлес тĕллевпе субботниксем йĕркеленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă Пучинкери мемориала тата Çирĕклĕри обелиска юсаса çĕнетнĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программипе Пучинкери Ленин урамĕнчи водопровода юсанă. Урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатакан хунарсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлесех тăнă% пурĕ 37 хунар, пилĕк светильник улăштарнă, ытти оборудование çĕнетнĕ.
Çул-йĕр инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă% пуçарулăх бюджечĕн программипе +ирĕклĕри Луговая урамри çула чул сарса майланă, çавăн пекех Республика хыснинчен хывнă 8,2 млн ытла тенкĕпе +ирĕклĕри шкул автобусĕ çÿрекен тата Пучинкери Ворошилов урамĕнчи çулсене асфальт сарса çĕнетнĕ.
Ял тăрăхĕнчи культура пурнăçĕ вĕресе тăрать. Пучинкери культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх пĕрлешĕвĕсем район тата республика шайĕнче иртекен фестивальсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Пухăва килнĕ çынсене те артистсем илемлĕ юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç.
Спорт аталанăвне илес пулсан та мухтамалăх пур. Сăмахран, Пучинкере çуралса ÿснĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ теренерĕ Михаил Петров кире пуканĕ çĕклес енĕпе хатĕрлентерсе аслă спорта çул уçса панă Джанита Щербина (Павлова) 2025 çулта Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ ятне илнĕ. Çак тренерăн воспитанникĕ, Пучинке шкулне пĕтернĕ Алексей Иванов, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионĕ титула çĕнсе илме пултарнă.
Вĕренÿ тытăмне илес пулсан, 150 çулхи юбилейне пĕлтĕр анлăн паллă тунă Пучинке шкулĕнче паянхи кун 161 ача вĕренет. Ăна 2024 çулта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, иртнĕ çул вара территроине çĕнетсе хăтлăлатнă. «Пучахăм» ача садне 50 ытларах шăпăрлан çÿрет. Кăçал валли учрежднин чÿрече рамисене пуçарулăх бюджечĕн ппрограммипе усă курса улăштарма планласа хăварнă.
Иртнĕ çул Пучинке ял тăрăхĕнче виçĕ пушар пулнă. Пушар сÿнтерекенсем вăхăтра çитсе çулăма алхасма паман. +авăнпа та çын пурнăçĕ татăлман, никам та сусăрланман. «Красный партизан» колхоз никĕсĕ çинче ирĕклĕ пушар хуралĕ ĕçленин тÿпи те, паллах, питĕ пысăк.
Пучинкепе Çирĕклĕ ялĕсенче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене хастар пулăшаççĕ. Икĕ çул ĕнтĕ ку ялсенче хÿтĕлев хвтĕрĕсем ăсталаççĕ. Территори пайĕн пуçлăхĕ пархатарлă ĕçе активлă хутшăнакансене чĕререн тав турĕ.
Икĕ пухăвĕнче те районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Алексей Краснов тухса калаçрĕ. Вăл полици уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, право йĕркисене мĕнлерех пăсни çинчен, мошенниксен мăшкăлĕ пулас мар тесе мĕн тумалли çинчен каласа пачĕ, интернет е телефон урлă улталакансем çинче ытларах чарăнса тăчĕ.
Пухăва килнисем калаçăва хастар хутшăнчĕç. Çирĕклĕсем, сăмахран, ял хăтлăлăхне лайăхлатас, медицина пунктне юсас, кĕпер çумĕнче ÿсекен йывăçсене касса сайратас, Асăну сачĕ тавра карта тытас, масар лаптăкне сарас тата ытти ыйтусене хускатрĕç.
Николай Федоров ял çыннисене республикăра медицина тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусем çинчен кĕскен ăнлантарчĕ, район больници малалла та унчченхи пекех ĕçлессе, халиччен пулман специалистсемпе пуянланасса, медицина ĕçченĕсен ĕç укçийĕ ÿсессе шантарчĕ.
Поселени кăçал каллех пуçарулăх бюджечĕн программине хастар хутшăнать, 2026 çул валли ултă проект палăртса хунă% Савккари Хăрах енлĕ, +ирĕклĕри Садовая тата Пучинкери Киров урамĕсенчи çулсене юсамалла пулать тата Пучинкери пушар пĕвине тасатама, «Пучахăм» ача садĕнчи чÿречесене улăштарма тата +ирĕклĕри Йăлтăм шывĕ урлă хывнă çуран çуремелли кĕпере юсама палăртнă.
Пĕтĕмлетÿ тунă май, Валерий Георгиевич территори пайĕн ĕçче-нĕсене, ял тăрăхĕнче вырнаçнă организацисен ертÿçисене тата халăха ял тăрăхне аталантарас ĕçе хывакан тÿпешĕн тав сăмахĕ каларĕ.
Эльвира Анисимова
Март 2026 |
