Вăхăт пирĕнтен ыйтса тăмасть, малаллах шăвать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче пулнă паллă ĕçсем çитмĕл çул тултарчĕç. 1954 çулта патшалăх пуçлăхĕ Н.С. Хрущев пуçарнипе çĕршыва апат-çимĕçпе çителĕклĕ таран тивĕçтересси çинчен йышăну турĕ. Сăмах ку таранччен усă курман çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен пычĕ.
Правительство пĕлтернĕ тăрăх, Казахстанра, Оренбург тата ытти çĕрте пиншер гектар тырă-пулă туса илмелли çĕрсемпе усă курмаççĕ. Çак çĕрсене ĕçе кĕртме тракторсемпе комбайнсем, çĕр ĕçлемелли техника тата пĕлекен çынсем кирлĕ. Трактор тăвакан заводсем хăйсем кăларакан пĕтĕм техникăна Казахстана тата ытти çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре яма тытăнчĕç. Коммунистсен партийĕ йыхрав турĕ, «Комсомол, çĕнĕ çĕрсем кĕтеççĕ сана». Комсомол хуравларĕ: «Комсомол хатĕр!». Комсомолецсемпе çамрăксем хавхалансах çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕрте ĕçлеме килĕшрĕç пулсан та, опытлă агрономсем, техникăпа ĕçлекен механиксемпе механизаторсем çав-çавах кирлĕ. Вăл вăхăтра ман атте Павлов Алексей Павлович Йĕпреç МТСĕнче механик пулса ĕçлетчĕ. Ăна 1955 çулхи çуркунне целинари пĕр совхозра механик пулса ĕçлеме \кĕтлерĕç. Вăл март уйăхĕнче Казахстанри совхоза тухса кайрĕ.
Комсомолецсемпе çамрăксем те хускалчĕç, районсенче вĕсене целинана кайма пулăшакан çынсене ятарласа уйăрса лартрĕç, районти комсомол комитечĕ те ку ĕçе хутшăнчĕ. Çамрăксен пуçаруллă утăмне халалланă кинофильмсем, юрăсем тухрĕç. Астăватăп-ха «Пĕрремĕш эшелон», «Иван Бровкин на целине» илемлĕ фильмсем кăмăла каятчĕç. «Едем мы, друзья, в дальние края….» юрă çак таранччен те манăçа тухмасть. Çакă вара шухăша ярать... Хам темиçе хутчен целинара пулса, пурнăç унта пачах урăххине пĕлсен те, эпĕ çав фильмсене халĕ те юратса пăхатăп. Хăй ирĕкĕпе каякансен йышĕ целинара ĕçлеме çитменнипе студнтсене тата техникумсемпе училищĕсенче вĕренекенсене чĕнме тытăнчĕç. Унта ĕçленĕшĕн вĕсене укçа тÿлеместчĕç, чылайăшне грамотăсемпе тата «За освоение целинных земель» паллăпа чысланипе çырлахатчĕç. Пирĕн шкулта вĕреннĕ Алексей Ильич Ильина, чугун çул училищинче вĕреннĕ çамрăка, 1957 çулта çак медальпе хавхалантарчĕç.
1958 çул. Эпĕ 10 класра вĕренеттĕм. Вăл вăхăтра коллективсемпе, бригадăсемпе целинана куçса каясси йăлана кĕнĕччĕ. Эпĕ те, группкомсорг пулнă май, комсомолецсене парти хушнă ĕçе явăçтарассипе нумай тимленĕ. Ку ыйтăва комсомолецсен пухăвĕсенче те час-часах çĕкленĕ. Сăмахне чи малтан кам пуçланине астумастăп. Эпĕ шутланă тăрăх, ун çинчен класс старости Сергеев Николай Сергеевич калаçма пуçланăччĕ пулас. Пĕр собранире пĕтĕм класпа целинана кайма йышăнтăмăр. Манăн пачах урăх шухăш-ĕмĕтсемччĕ, анчах класа хирĕç каяймарăм.
Шкулта юлашки экзаменсем тытăнчĕç, анчах никамах та целинана каясси çинчен калаçмасть-ха. Маншăн унта кайманни пысăках хуйхă мар-ха, тесе эпĕ те шарламастăп. Манăн йĕрке хуралçи пулса преступниксемпе кĕрешес килет. Çак ĕмĕтпе эпĕ районти комсомол комитечĕн секретарĕ патне кĕтĕм. Эпĕ группкомсорг пулни, комсомолăн районти конференцине делегат пулса хутшăнни çинчен райком секретарьне каласа патăм, хама преступноçпа кĕрешекенсен йышне яма ыйтрăм. Мана лайăх характеристика çырса пачĕ те районти шалти ĕçсен пайне кайма сĕнчĕ.
Пай пуçлăхĕ мана кăмăллăн йышăнчĕ, документсене илсе юлса кĕтме хушрĕ. Август уйăхĕн вĕçĕнче нимĕн ăнлантармасăрах документсене каялла тавăрса пачĕç. Института е техникума вĕренме кĕрес вăхăт та иртсе кайнă ĕнтĕ. Сентябрь пуçламăшĕнче Карагандари техника училищине вĕренме чĕннине пĕлтĕм. Унта вĕренекенсене пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе тытса тăраççĕ иккен. Ку çăмăллăх маншăн питĕ лайăх, ытлашши нумай укçа кирлĕ мар. Манпа пĕрле пыма пĕр класра вĕреннĕ Анатолий Давыдов тата Гера Пименов килĕшрĕç. Тепĕр темиçе кунтан Караганда хулине çитрĕмĕр те училище общежитине вырнаçрăмăр. Маларах çитнĕ ачасемпе пĕр ушкăн туса тырă-пулă пуçтарма тухса кайрăмăр. Хуларан 50 çухрăмра вырнаçнă пĕр совхоза çитрĕмĕр. Пире пурăнма хăмаран çапса тунă хутса ăшăтман ангара вырнаçтарчĕç. Урайĕнче типĕ хăмăш сарнă вырăн. Ун çинче ĕнтĕ çывăрмалла пулать. Малтанах пĕр çемçе, çăмăл утиялсăр пуçне нимĕнле тумтир те, çимелли те памарĕç. Пирĕн кĕпе-тумтир улăштармалли çук, хамăр çинче мĕн пуррипе пĕр уйăх пурăнмалла. Пире никам та кĕтсе илмерĕ, выçăллах, салтăнмасăрах выртма тиврĕ. Пирĕншĕн кун пек йывăрлăхсем хăрушă мар, эпир вăрçă ачисем, кун пеккине куркаланă....
Ирхине тăтăмăр, çăвăнмалли шыв та çук, кунта ĕçмелли шыва машинăпа илсе килеççĕ. Çывăхри пĕчĕк кÿлĕри шыв тăварлă. Пăтă çирĕмĕр те çĕрулми пуçтарма кайрăмăр. Эпир - шахтостроитель пулма вĕренекенсем, пирĕн хушăра хĕрсем çук, мĕншĕн тесен шахтăсенчен хĕрарăмсене кăларнă. Эпир нăйкăшма хăнăхман. Павка Корчагина тата Амур-çинчи-Комсомольск хулине тăвакансене пиртен те йывăртарах пулнă. Çавах чăтнă!
Пĕр уйăха яхăн ĕçлесен Карагандана таврăнтăмăр. Калас пулать, пĕр эрне иртсенех тумтир çинче пыйтă йышлăн ĕрчесе кайрĕ. Вĕсем пире çыртса канăç памаççĕ пулсан та, иртен пуçласа тĕттĕм пуличчен ĕçлекен ачасем выртнă-выртманах çывăрса каяççĕ. Таврăнсан тепĕр куннех пире грузовик çине лартрĕç те прожарочнăй кабинăллă мунчана илсе кайрĕç. Пĕр сехет ытла мунчара çăвăннă хыççăн хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре çĕнĕ формăллă тум пачĕç. Ун чухне ĕçленĕшĕн нимĕнле укçа та тÿлемерĕç, хавхалантарма пурне те Казахстан комсомолĕн Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотипе тата «За освоение целинных земель» паллăпа чысларĕç.
Пучинкерен тата икĕ çын çерем уçнă çĕрте ĕçленĕ, Маркиянов Петр Маркияновичпа Матвеев Николай Матвеевич. Вĕсем, ялхуçалăхне механизацилекен училищĕне пĕтернĕскерсем, трактористсем пулса акаран пуçласа тырă-пула пуçтарса кĕртичченех Кокчетав тăрăхĕнче ĕçленĕ. Иккĕмĕш хут эпир Николай Матвеевпа 1959 çулхи апрелĕн пуçламăшĕнче Кокчетав облаçĕнчи «Невский» зерносовхоза ака тума кайрăмăр. Пиртен нимĕнле документ ыйтмасăрах совхоз центрĕнчен 25 çухрăмри трактор бригадине тракторист пулса ĕçлеме ячĕç. Пире кивĕ тата никам та хăй çине илме килĕшмен трактор пачĕç. Хурçă ута темиçе кун хушшинче юсаса ĕçе юрăхлă турăмăр. Пурнăç кунта ытти вырăнтинчен лайăхах мар, пурăнатпăр вагонсенче, шыв пичкере, хывăнмасăр çывăратпăр, лайăххи - пыйтăсем тапăнманни. Пыйтăсем, пăрçасем усал шăршлă çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен хăранипе топливо шăршиллĕ çын çумне çыпăçмаççĕ-çке.
Малтанах тракторпа çĕр сухаларăмăр, унтан сÿрелесе акана хатĕрлерĕмĕр. Çурхи тырăсене акнă чухне ятарлă сеяльщиксем пулманнипе трактористсене сеяльщике куçарчĕç. Çураки хыççăн эпĕ училищĕне таврăнтăм. 1959 çулта Кокчетаври хирте ĕçленĕ чухне тĕлĕнмелле тĕл пулу пулса иртрĕ. Бригадăри трактористсенчен пĕри пирĕн ялтан 1952 çулта Свердловска куçса кайнă Сергеев Михаил Сергеевич пулах кайрĕ. Вăл та çерем уçма килнĕ иккен. Паллах пирĕн тĕлпулу ăшшăн иртрĕ. Çав çулах Кокчетав чугун çул вокзалĕнче Пучинкерен Иркутск облаçне куçса кайнă Осипов Алексей Павловича тĕл пултăм. Вăл та Казахстана çерем уçма пынă. Эпĕ целинара тăватă хутчен пултăм. Пур çĕрте те тенĕ пекех пурăнмалли условисем пĕр пекехчĕ. Пĕрре те çăмăл мар!
Чăваш Енрен малтанхи 5 çул хушшинче пиншер çын çерем уçма кайнă. Республикăра çерем çĕрсене уçма тытăннăранпа 50 тата 60 çул çитнисене анлăн палăртрĕç. Кашни районтах çĕршывăмăршăн пĕлтерĕшлĕ юхăма хутшăннисене чысласа саламларĕç. Шел, 70 çул тултарнине паллă тума вара хамăр ушкăнран эпĕ çеç юлтăм...
Геннадий Павлов
Март 2026 |
