Кăçалхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Йĕпреç тăрăхĕн агропромышленноç комплексĕн аталанăвне хăй вăхăтĕнче палăрăмлă тÿпе хывнă сумлă ĕçченсенчен пĕри, Чăваш Енри чăх-чĕп пăхакансен туслă тупăшăвĕнче çулсеренех мала тухса пынă Анастасия Андреевна Никитина çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитрĕ.
Тăван çĕршывăн чыс-хисеплĕ 3 орденне тивĕçнĕ ăмăрту çĕнтерÿçин ячĕ 80-мĕш çулсенче тÿпери йăлтăр çăлтăр пек çиçĕнсе тăратчĕ. Пирĕн республикăра чăх-чĕп пăхакансенчен унпа танлашаканни урăх кам пулнă-ши; Астумастăп.
Унăн сăнÿкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинчен кайма та пĕлмен. Тĕрлĕ шайри пуху-канашлусенче яваплă пуçлăхсем ăна ырласа кăмăл-туйăма çĕклентерсе яракан ăшă сăмахсем калатчĕç. «Смычка» колхоз делегацийĕ вара çавăн пек мероприятисенчен парти райкомĕпе райканаш ĕçтăвкомĕн тата ялхуçалăхăн профсоюз райкомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тăтăшах илсе каятчĕ.
Тĕлĕнмелле, Комсомольски тăрăхĕнче çуралса ÿссе, пирĕн районти Смычка ялне качча килсе, «Смычка» колхозăн чăх-чĕп ферминче 30 çул тăрăшса, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав, «Хисеп Палли» орденсене тата «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсене тивĕçнĕ вăл. Ăна, Чăваш Енри хастар та маттур хĕрарăма, 1987 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Кунашкал сумпа чысланă пирĕн район ĕçченĕсенчен эпир Чăваш халăх сăвăçне Çемен Элкере тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ пулнă Константин Евлампьевич Евлампьева кăна пĕлме пултаратпăр.
Анастасия Андреевна, вăл ялхуçалăх ĕçĕнче тунă пархатарлă ÿсĕмсем çинчен хăй вăхăтĕнче сахал мар материал пичетленнĕ хаçат-журналта. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Смычка» колхоза Мускавран Наталья Пентюхова журналист кил-нĕччĕ. Парти райкомĕн ун чухнехи секретарĕ Христина Башкирова мана та çак журналистпа пĕрле Анастасия Андреевна патне çитме сĕнчĕ. Унччен кăшт маларах эпĕ Наталья Пентюхова тăрăшнипе Тăван çĕршывăн тĕп хулинче пичетленсе тухнă «Волжские ветры» кĕнекепе паллашнăччĕ. Унта Кострома тăрăхĕнчи «Караваево» совхоз директорĕн Перасковья Малининан çитĕнĕвĕсене тĕплĕн уçса панăччĕ. Паллă çыравçă ку кĕнеке мĕнлерех çырăнни çинчен самаях тĕплĕн каласа пачĕ мана ун чухне. «Сирĕн тăрăха та çитесшĕнччĕ, пĕтĕм çĕршывĕпех палăрнă Сергей Коротков çинчен те çавăн пек кĕнеке кăларасшăнччĕ», - терĕ вăл, Смычка еннелле хывăннă асфальтлă çул хĕрринче ÿсекен йăрăс пÿллĕ хурăнсене тулли киленÿпе сăнанă май.
Наталья Пентюхова, шел, Кульцава çитеймерĕ, вăл ĕмĕтленнĕ кĕнекене тепĕр журналист, агротытăм ĕçĕнче хăйне лайăх енчен кăтартма ĕлкĕрнĕ Сергей Данилин «Кульцав çутисем» брошюрăра тĕплĕн çутатса панăччĕ...
Мускав журналисчĕ курăмлă ĕçпе Чăваш Енре палăрма ĕлкĕрнĕ хастар хĕрарăмпа чылайччен сумлăн калаçса ларчĕ çавăн чухне. Вăл ун çинчен çырма хатĕрленнĕ очеркне «Сельская труженица» журналта кăларма пулни çинчен пĕлтерчĕ. Темшĕн çке эпĕ Наталья Пентюхова асăннă журнала алла тытса пирĕн мухтавлă ĕç паттăрĕ çинчен калакан статьяна вуланине астумастăп. Иккĕленмелли çуках, ăна паллă çыравçă вăраха ямасăрах хатĕрлесе редакцие çитерсе панă ĕнтĕ.
...Анастасия Андреевна пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа та вăхăт самаях иртрĕ. Халĕ агропромышленноç тытăмне кĕрекен коллективлă организацисенче чăх-чĕп, ытти кайăк-кĕшĕк тытакансем çукпа пĕрех. Ку енĕпе ĕçлекен ятарлă агрохолдингсем пур-ха, вĕсем кунсерен пурнăçлакан ĕç кăтартăвĕсем «Смычка» колхозри Анастасия Никитинăннинчен самаях пысăк. Апла пулсассăн та, пирĕн вăрманлă тăрăхра, чăх-чĕпе гидропон меслечĕпе ÿстернĕ симĕс апатсемпе тăрантарма вĕренсе çитнĕ, çĕршывăн сумлă наградисене тивĕçнĕ ĕç паттăрĕн хĕвел çути пек ялтăрса çиçекен мухтавлă ятне ĕмĕрне те манмалла мар пирĕн. +ĕр çулхи юбилейĕ çитнĕ вăхăтра ăна аса илни пархатарлă.
Геннадий Кузнецов
Март 2026 |
