Йĕпреç районĕн хыпарçи тата унăн историне çырса пыраканĕ – вулакансем кашни эрнере хапăл туса кĕтсе илекен «Çĕнтерÿшĕн» хаçат ĕнер, нарăсăн 5-мĕшĕнче, 94 çул тултарчĕ. Çын ĕмĕрĕпе танлаштарсан çулĕсем самаях.
Район хаçачĕ 1932 çулхи нарăс уйăхĕнче пуçласа кун çути курнă. Пĕрремĕш номере Чăваш Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Илья Кузьмич Корнилов яваплă редактор алă пусса кăларнă. Вырăнта типографи пулман пирки хаçата çулталăк çурă Канаш тата Улатăр хулисенче пичетленĕ. Вăл пилĕк кунта пĕрре 600 экземпляр тиражпа тухса тăнă. Малтанхи 6 номерĕ «Çĕнĕ пурнăçĕ» ятлă пулнă. Каярах район хаçачĕ «Колхоз пурнăçĕ» ятпа 20 çул хушши тухса тăнă.
1930 çулсенче хаçат районти колхоз юхăмне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă, ударниксен, уй-хир тата колхоз фермисен ĕçченĕсен малта пыракан опычĕ çинчен, халăхăн хутпĕлменлĕхне пĕтересси çинчен çырнă, партипе комсомол пурнăçĕн ыйтăвĕсене çутатнă. Çак йывăр тапхăрта хаçата П.С. Степанов, П.Л. Павлов (1934 ç.), А. Степанов (1934-1937 ç.ç.), Ф.3. Захаров (1937-1941 ç.ç.) редакцилесе кăларнă.
Вăрçă çулĕсенче «Колхоз пурнăçĕ» хаçат район халăхне тăшмана хирĕç кĕрешме хавхалантарнă, фронта ĕçпе, укçа-тенкĕпе, ăшă тумтирпе хастар пулăшма чĕнсе каланă, вулакансене фронтри ĕçсем мĕнле пыни çинчен тăтăшах хыпарласа тăнă, çапăçусенче палăрнă ентешсем çинчен каласа кăтăртнă. 1941 çулхи утă уйăхĕнче Кĕлĕмкассинче çуралса ÿснĕ Ф.3. Захаров хаçат редакторĕ хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вăрçăн тĕрлĕ çулĕсенче редакцие В.П. Вишнев-ский, Ц.М. Михайлов-Митта, М.М. Марков ертсе пынă. Журналистсенчен чылайăшĕ вăрçа хутшăннă, тăшмана хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă.
1953 çулта район хаçачĕн ячĕ каллех ылмашăнать, вăл вулакансем патне «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» ятпа килсе тăма пуçлать, чăвашла тата вырăсла эрнере икĕ хут икĕ страницăпа пичетленсе тухать.
1963 çултан пуçласа 1965 çул таран Йĕпреç район хаçачĕ пачах та тухмасть. 1965 çулхи ака уйăхĕнчен вара хаçат паян эпир пĕлекен ятпа çĕнĕрен пичетленме пуçлать. «Çĕнтерÿшĕн» редакторĕ пулма Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Г.С. Мальцева палăртаççĕ...
1974 çулччен хаçатăн тĕп редакторĕсем тăтăшах улшăнса тăнă. 1974 çулхи авăн уйă-хĕнче редакци тилхепине Серафим Ефимович Ефимов çирĕп алла илет. Редакцире пултарăллă та талантлă журналистсен ушкăнĕ çирĕпленет. Чылай çыравçăсемпе паллă журналистсем Йĕпреç район хаçатĕнчен такăр çул илсе тухнă. Серафим Ефимович 1996 çулхи çурла уйăхĕччен район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулнă. 1996 çултан пуçласа 2020 çулхи юпа уйăхĕччен тĕп редактор пулса Константин Дмитриевич Алимасов ĕçленĕ. Талантлă ертÿçĕсем хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăварнă, вулакансем те, пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ журналистсем те паянхи кун та вĕсене ырă сăмахсемпе аса илеççĕ.
«Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн черетлĕ çуралнă кунĕ ячĕпе район пичетне аталантарас ĕçре хăйĕн тÿпине хывнă кашни журналиста, штат тулашĕнчи корреспондентсене тата хаçата юратса вулакансене чĕререн саламлатăп.
Венера Ласточкина,
Йĕпреç округĕн архив заведующийĕ
Март 2026 |
