Хăйĕн чăрсăр хумĕсене канăçлăн анаталла хăвалакан Кушлавăш шывĕ хĕрринче вырнаçнă Упакасси тăрăхĕ истори пĕлтерĕш-не хуть те хăçан та тасан упрассине çÿлте тытакан кĕтес шутланнă. Унăн мухтавлă та сумлă çул-йĕрне килес ĕмĕрсем валли упраса хăварас тĕллевпе хавхаланнă та пурăннă чухне Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕн чысĕпе чапне çÿле çĕклессишĕн хăй пултарнă таран тăрăшма вăй-хал çитернĕ Çемен Элкер, «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята пирĕн республикăра тивĕçнĕ иккĕмĕш çын. Вăл вилĕмсĕрлетнĕ «Хĕн-хур айĕнче» поэма мĕн паянхи кунчченех самана палăрăмне витĕмлĕн упракан хайлавсенчен пĕри пулса тăрать.
«Шел, халăх сăвăçи сывă чухне унпа тĕл пулса калаçма вăхăт тупайман эпĕ. Кайран ăна пытарма Шупашкара кайнине, унăн палăкĕ умне ентешсен ячĕпе чечек кăшăлĕ хунине ĕмĕрте те асăмран кăларас çук, - тет паян, яланлăхах чун-чĕри варрине кĕрсе юлнă манăçми самантсене аса илнĕ май, Нина Николаевна Яковлева (Семенова), Пысăк Упакасси ялĕнче 75 çул каялла çут тĕнчене килнĕ ентешĕмĕр. - Тăван тăрăха, унăн çырмисемпе юханшывĕсене юратасси маншăн Семен Васильевичран пуçланнă. Унăн ячĕпе хисепленекен вăтам шкулăн аслă класĕсенче вĕреннĕ чухнех эпĕ вăл çырнă кĕнекесенчен ытларахăшне вуласа тухма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Шкултан çирĕп пĕлÿ илсе тухнă тĕле «Кушлавăш текен вун икĕ ял уйне кĕрекен пур яла та çитсе курнăччĕ ĕнтĕ. Ку тăрăхра тĕпленнĕ ялсенче пурăнакансем хăйсен мăн аслашшĕсемпе асламăшсен çул-йĕрне малалла хăюллăн такăрланине курни пирĕнте те мăнаçлăх туйăмĕ çуратман-и вара;»
Нина Николаевна аслă пĕлÿ илсе тăван тăрăха таврăннă вăхăта хăйне сăпка сиктерсе ÿстернĕ савнă ялне пĕтĕм кăмăлтан юратнипе, кунта çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре палăрнă мухтавлă çынсем тĕпленнипе çыхăнтарать паян. «Пĕчĕк Упакасси манăн çуралнă тăрăхăм, - тет вăл, савăк туйăмне Кушлавăш шывне пуянлатса тăракан иксĕлми çăлкуç таппи пек уçăмлăн курса тăраканскер. - Чăваш ялхуçалăх институчĕн агрономи факультетне ăнăçлăн пĕтерсе тухнă хыççăн атте-анне çĕршывне таврăннă та, тек кунтан ниçта та кайман. Çемен Элкер калашле, «Упакасси тăрăхĕ маншăн чи тăванран та тăван тăрăх пулса тăнă кăна мар, эпĕ, пурнăç çулне мăнаçлă кăмăл-туйăмпа пĕрремĕш утăмсем хăварнă чухнех Чакка çĕршывĕнчен нихăçан та уйрăлса каймасса тупа тунă. Çав тупа мĕн паянхи кунчченех чĕремре истори таппине упраса хăварнă самана сасси пек янравлăн илтĕнсе тăрать, эпир мĕн çак таранчченех Чакка тĕрленĕ çул-йĕрпе малалла утатпăр...»
Пирĕн кунта Нина Николаевна Яковлева «Путиловка» колхоз пуçĕнче вунпĕр çул ытла тăнă вăхăт пирки кĕскен те пулин çырса кăтартмаллах пуль. Аслă пĕлÿллĕ агроном Упакасси тăрăхне таврăнсан, ăна Пĕчĕк Упакассинчи пĕрремĕш бригадăна ертсе пыма шаннă иккен. Ял-йыш шанăçне хăйĕн тÿрĕ кăмăллă та яваплă ĕçĕпе тÿрре кăларса пынă вăл. Ăста специалист ертсе пыракан пĕрремĕш бригада кашни çулах начар мар тухăçлă тырпул, çĕрулми, куккурус çитĕнтернĕ, колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли хĕл каçмалăх тĕрлĕ йышши апат ытлăн-çитлĕн хатĕрлесе хăварнă. Ку бригада тырă тухăçĕпе Йĕпреç тăрăхĕнче кашни çулах мала тухса пынă, КПСС райко-мĕпе район канашĕн куçса çÿрекен Ялавне пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ.
1979-1991 çулсенче, ялхуçалăх йывăр лару-тăрура асапланнă вăхăтра, Нина Николаевна «Путиловка» колхоза ертсе пынă. «Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх фермисем кивелсе çитни канăç паман пире, - асаилÿ «çăмхине» малалла сÿтнĕ май, хыçа юлнă вăхăта куç умне кăларать Нина Николаевна. - Строительство материалĕсем тупма çăмăл марччĕ. Шупашкарти керамика завочĕн дирекцийĕпе калаçса татăлса, хамăр колхозниксене асăннă завода вырнаçтарни, вĕсем тăван хуçалăх валли кирпĕч ытлăн-çитлĕн хатĕрлени çав тери пулăшрĕ пире. ,не фермин пулас объектне çак меслетпе купаласа лартрăмăр та.
Калас пулать, колхозра ытти объектсене çĕклесси те çакăн пек меслетпех пулса пынă. Пысăк Упакассипе Пĕчĕк Упакассине çыхăнтаракан асфальт çула та «ниме меслечĕпех» туса лартнă вĕсем.
Нина Николаевна колхоз пуçĕнче тăнă вăхăтра «Путиловка» тĕш-тырă туса илессине малтанхи шайринчен 5 пин тонна ытларах ÿстерме пултарнă. Чапа тухнă Анна Гладкова ĕне сăвакан çав çулсенче çĕршывăн чи пысăк наградине - Ленин орденне тивĕçнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче асăннă хуçалăхри 12 çын çĕршывăн тĕрлĕ наградине çĕнсе илнĕ. Вĕсен хушшинче - Владимир Павлов тракториста, ĕне фермин пуçлăхне Николай Пакова, Илья Кудрявцев шофера, Петр Гончаров звеньевоя куратпăр.
Нина Николаевнăна 1991 çулта Пысăк Упакасси ял администрацийĕн пуçлăхне суйланă, вăл ку тивĕçе çичĕ çул тăрăшуллăн та пуçаруллăн пурнăçласа пынă. Калас пулать, вăл халăх суйласа лартнă яваплă ĕçсенче те хăйне тÿрĕ кăмăллăн та сăпайлăн тытнипе уйрăлса тăнă. Ăна темиçе хутчен те район Канашĕн тата Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн депутачĕсен тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.
Вăл савнă мăшăрĕпе, таврари ăста алăллă строительпе Георгий Андреевич Яковлевпа 6 ачана кун-çул парнеленĕ. «Пурнăç çулĕпе малалла, пĕр тикĕссĕн куçса пычĕç вĕсем, хăйсем кăмăллакан ĕçсенче хăйсен телейĕсене тупрĕç», - тет амăшĕ, вĕсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхне хак парса.
Асли, Александр, - Шупашкарти пĕр производство пĕрлешĕвĕн тĕп механикĕ. Вăл ятарлă çар операцине активлă пулăшать, спанбонд касмалли станока та вăлах ăсталанă. Павел Мускава ĕçлеме çÿрет, хăй вăхăтĕнче Чечняра хĕсметре пулнă, халĕ вара унăн ывăлĕ Сергей Украинăра Тăван çĕршыва хÿтĕлет, «Паттăрлăх» орденне тивĕçнĕ. Яковлевсен тепĕр ывăлĕ те, Юрий, 1983 çулта çуралнăскер, Чечня вăрçине хутшăннă. Володя - кил-хуçалăхшăн яваплă çын. Таньăпа Ирина хĕрĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Яковлевсем хăйсен 10 мăнукĕн ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăмăллă.
Ытти ялхуçалăх предприятийĕсем пекех, «Путиловка» колхоз, «Путиловка» Агрофирма» ООО истори пĕлтерĕшлĕ çул тăрăх çирĕппĕн утса тухнă, хăйĕн яваплăх страницисене шанчăклăн упраса хăварнă. Эпир çак калаçăва Пĕчĕк Упакассинче, Яковлевсен кил-çуртĕнче малалла тăсрăмăр. Нина Николаевна, хăй хыççăн юлнă вăрăм та пархатарлă çул çине кăмăллăн çаврăнса пăхнă май, Турă пиллĕхĕпе пÿрнĕ çул тăрăх тÿррĕн те шанчăклăн утса тухнине çирĕплетекен тĕслĕх нумай илсе кăтартрĕ, яваплă та тÿрĕ кăмăллă ĕçре пуçлăха тĕрĕс йышăнусем тума хавхалантарнă хастар чун-чĕреллĕ çынсене ăшпиллĕн те сăпайлăн аса илчĕ. Унтан килти вулавăшра шанчăклăн упранакан «Деревня Нижние Абакасы. Поселок Молния» кĕнекене алла илчĕ. «Пĕлтĕрхи çул вĕçĕнче «+ĕнĕ Вăхăт» издательствăра кун çути курнă кĕнекене алла тытмасăр пĕр кун та ирттерместĕп, - терĕ вăл, хăйĕн яланхи лăпкăлăхĕпе. - Ку хайлавра манăн ĕçĕм-хĕлĕме тивĕçлипех хак панă вырăн нумай. Манăн ĕçĕме çакăн пек хаклани пулманччĕ-ха. Унăн авторне, Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Васильев таврапĕлÿçĕне тав тума хăçан та пулин вырăнлă сăмах тупайăп-ши?»
Ветеранăн пăшăрханăвне ăнланнăнах, Çемен Элкере вулакансен кăмăлне çырлахтармалла, вăй-халпа ăсталăх парса тăнă Кушлавăш юханшывĕ пăр айĕн те малаллах чупать, историн вăрăм та канăçсăр çулне малалла çырать...
Геннадий Кузнецов
Февраль 2026 |
