НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çемье управçин юбилейĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2026, 08:46 Просмотров: 134

Çĕнĕ çул умĕн пирĕн çемьере - Энтриелĕнчи Федоровсен кил-йышĕнче - савăнăçлă событи пулса иртрĕ. Эпир хамăрăн пысăк çемье управçин, юратнă мăшăрăн, аннен, хуняман, ăшпиллĕ асаннен, кăмăллă кукамайăн, тивĕçлĕ канăва кайичченех ялти шкулта кĕçĕн классенчи ачасене пĕлÿпе воспитани парассинче вăй хунă вĕрентекенĕн, педагогика ĕçĕн ветеранĕн Зоя Николаевна Федорован 65 çулхи юбилейне чыслăн паллă турăмăр.

Пирĕн анне 1960 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Шĕпекеч ялĕнчи Николай Федоровичпа Ефросиния Николаевна Удифановсен çемйинче çуралнă, виççĕмĕш ача, виççĕмĕш хĕр пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна юратса Зоя ят хунă (ку ят «пурнăç», «пурнăç хăвачĕ» тенине пĕлтерет). Зоя хастар та çирĕп кăмăл-туйăмлă ÿснĕ. Пысăк Упакассинчи вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен, аслă пĕлÿллĕ педагог пулас тĕллевпе вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кайса кĕнĕ.

1983 çула, «пуçламăш классене вĕрентекен» специальноçа алла илнине  çирĕплетекен документлă пулса тăрсан, Зоя Николаевнăна направленипе хамăр районти Энтриелĕнчи шкула янă. Дипломлă специалист шкул пурнăçне çăмăллăн кĕрсе кайнă, тăрăшуллă та сăпайлăскерне ĕçтешĕсем ăшшăн йышăннă.

Ачасемшĕн вăл иккĕ-мĕш анне вырăннех пулнă. Ашшĕ-амăшĕсем вара Зоя Николаевнăра ачасене юратакан вĕрентекене, хăйĕн профессине чунтан парăннă педагога, уçă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăма курса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ĕçри çитĕнÿсемшĕн чылай наградăна тивĕçнĕ.

Вăл вĕрентнĕ ачасем питĕ хисеплеççĕ ăна, халĕ те урамра тĕл пулсан та пĕри те сывлăх сунмасăр, ăс-тăн панăшăн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, пурнăçа вĕрентнĕшĕн тав тумасăр иртсе каймасть.

 Хĕрĕх çул ытла пĕр шкулта ĕçлесе пухнă паха опыта Зоя Николаевна хăй хыççăн шкула килнĕ çамрăк педагогсене пама тăрăшнă, çавăншăн та тав сăмахне тивĕçет. Чунĕпе вара халĕ те шкултан уйрăлман-ха, коллектив пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе интересленсех тăрать, мероприятисене, тĕлпулусене хутшăнать.

 Анне - пур енĕпе те маттур, пултаруллă тата пуçарăллă хĕрарăм, унра чăн-чăн чăваш юнĕ чупать. Унăн тĕревне, юратăвне яланах туйса тăратпăр эпир. Акă пĕр тĕслĕх! 2016 çулта, Катя хĕрĕ +ур-çĕрте, Ненецк автономи округĕнче ĕçлесе пурăннă чухне, вăл хавхалантарнипе хĕрĕ унти чăвашсене пĕрлештерекен «Юман» ятлă ентешлĕх йĕркелесе янă. Ентешлĕхĕн пĕрремĕш анлă пухăвĕ уçăлнă тĕле Зоя Николаевна хĕрне пулăшас тесе, чăвашлăх атрибучĕсене - патшалăх ялавне, гербне, наци хăйне евĕрлĕхне палăртакан тумсене, тĕрĕсемпе капăрлăх япалисене - посылкăпа ярса панă. Çавсем урлă Çурçĕр халăхĕ чăвашсем çинчен ытларах пĕлнĕ. Халĕ те ентешлĕх пурăнать, çăлкуç пекех иксĕлми тапса тăрать унăн ĕçĕ-хĕлĕ, халăхсен хушшинчи туслăхпа тăванлăха çирĕплетме, тăван культурăпа йăла-йĕркесене аталантарма пулăшать. Атрибутсем те ку таранчченех упранаççĕ.

  Тăван Йĕпреç енре те хастарлăхпа палăрать çывăх çыннăмăр. Вăл пĕр вăхăт ял тăрăхĕн депутачĕ те пулнă, çынсене хумхантаракан ыйтусене татса пама тăрăшнă. Хĕрарăмсен канашĕн активисчĕ, культура вучахĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн участникĕ паян та ялан ял-йыш хушшинче, мероприятисенчен юлмасть, хорта та юрлать. Килте чухне те ахаль лармасть, хушма хуçалăхри, пахчари ĕçсене вĕçлесенех алĕç тытать, ылтăн аллисем тем те ăсталама пĕлеççĕ - ялан мĕн те пулин çыхать, çĕлет. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те питĕ юратать. Пирĕн тăван килте яланах ăшă, тирпейлĕ, таса. Хăнасене кунта  хапăлласа, ырă сунса кĕтсе илеççĕ, аннен ăшпиллĕхĕ пурин кăмăлне те уçса ярать.

Пирĕн аннен шăпи пĕтĕмпех Энтриелпе çы-хăннă. Çемьеллĕ пулса пурнăç тытма мăшăрне те вăл çакăнтах тĕл пулнă. Ялти çамрăк учительницăпа «Гвардеец» колхозăн тĕп инженерĕ Николай Васильевич Федоров кĕçех пĕрлешсе туй кĕрлеттернĕ, пурнăç çулĕпе малалла иккĕн алла-аллăн тытăнса утса кайнă. Пысăк çурт лартнă, çĕр ĕçĕнчен  уйрăлман. Çемьене ытлăх-çитлĕхпе тивĕçтернĕ. Аннепе атте мăшăрланнăранпа 41 çул иртсе кайнă пулсассăн та, вĕсем пĕр-пĕрне малтанхи пекех килĕштернине, юратуллă та пĕр шухăш-тĕллевлĕ пулнине курма питĕ кăмăллă!

Эпир, вĕсен таса юратăвĕн «çимĕçĕсем», виç-сĕмĕр те вĕçĕ-хĕррисĕр телейлĕ туятпăр хамăра, мĕншĕн тесен пирĕншĕн атте-анне - çирĕп тĕрек, эпир çемье карапĕн штурвалĕ шанчăклă алăсенче пулнине курса, малаллах талпăнатпăр, хамăр çитĕнÿсемпе атте-аннене хавхалантарма тăрăшатпăр. Вĕсем пире виçсĕмĕре те пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма, аслă пĕлÿÿ, професси илме пулăшнă. Пире пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă аннемĕрĕн сăмахĕсем, «Чăтăмлăхпа тăрăшулăх пулсан темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать», «Никамăн та нимĕн те ахалех пулмасть», «Ăшă сăмах ăшăтать, сивĕ сăмах сивĕтет», «Мĕн акатăн - çавă шăтать» тенисем - чăн сăмахсем, вĕсене уяса пурăнсан, пурнăç ăнать.

Эпир, Зоя Николаевнăпа Николай Васильевич Федоровсен хаклă «тĕпренчĕкĕсем» - аслă ывăлĕ Константин, хĕрĕ Екатерина тата кĕçĕн ывăлĕ Василий - пурнăçра хамăр вырăна тупрăмăр ĕнтĕ, аслисем иккĕшĕ те çемьеллĕ, ачаллă. Хальхи вăхăтра  пурте  çĕршывăн тĕп хулинче – Мускавра – пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, ачасене ÿстеретпĕр. Сумлă юбилей кĕтсе илнĕ анне  ку таранччен икĕ хутчен асанне, икĕ хутчен кукамай пулма ĕлкĕрчĕ. Вĕсене пурне те питĕ юратать. Мăнукĕсем те ăна савăнтарсах тăраççĕ! Яла килсен пĕрле вăрмана çырлана, пĕвене пулла çÿреççĕ. «Пирĕн Энтриел - чи чаплă хула!» - теççĕ пирĕн ачасем  юратнă ялăмăра мухтаса.

Эпир - унăн мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем - паллă кун ячĕпе ырлăх-сывлăх сунса çапла калатпăр паян:

«Çывăхран та çывăх, юратнăран та юратнă мăшăрăм, аннемĕр, хаклă çемье управçи (берегиня семьи) сана чун-чĕререн хисеплесе тепĕр хут паллă кун - юбилей ячĕпе – ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр! Хурçă пек çирăп сывлăх, çăлкуç таппиллĕ вăй-хăват, иксĕлми хавхаланупа савăнăç, вăрăм ĕмĕр, тулли телейпе çутă ăраскаллă кун-çул сунатпăр.

Ытарайми анне! Эсĕ пирĕншĕн - çул кăтартакан çутă уйăх, çепĕççĕн лăпкакан ăшă хĕвел, хăй ытамне чĕнекен тăван кил, техĕмлĕ те тутлă апат. Малашлăхра сана ырă пулăмсем, савăнăçлă хыпарсем, ăнăçусемпе çитĕнÿсем кăна кĕтсе тăччăр. Эпир сана пурте юрататпăр!

Эс пуррипе тăван кил ăшă,

Пире чĕнет йыхрав ярса.

Эс пурăн ĕмĕр-ĕмĕр сывă,

Пире тĕрек, çунат парса.

   Ачисем:

Константин ывăлĕпе Татьяна кинĕ, мăнукĕсем Яна, Анастасия; Екатерина хĕрĕпе Владимир кĕрÿшĕ, мăнукĕсем Владимир, Лев;

ывăлĕ Василий.

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1