НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕрле ÿснĕ тантăшсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.11.2025, 09:33 Просмотров: 160

Хаклă туссем, пĕрле ÿснĕ тантăшсем!  Шкулта, техникумра, институтра пĕрле вĕреннисем, эпĕ сире пурне те час-часах аса илетĕп. Пуçтарăнасчĕ пĕр-пĕр кун пĕрле,  ыйтса пĕлесчĕ пĕр-пĕрин çинчен. Емĕтсем, ĕмĕтсем – пĕлĕтсем пек иртсе кайрĕç вĕсем.

Пучинкери вăтам шкулти 10-мĕш классемшĕн 1958 çулхи июнĕн  22-мĕшĕнче юлашки шăнкăрав янăрарĕ, çунатланнă çамрăксем каç пуличен килĕсене саланчĕç. Кĕçĕр  вĕсен - уйрăлу каçĕ. Вунă çул хушши пĕр класра вĕренсе эпир тăвансем пекех пултăмăр, савăнатпăр пулсан та, пĕр-пĕринчен уйрăласси пăшăрхантарать. Каçхи 7 сехетре тепре пуçтарăнтăмăр. Шкул директорĕ Иван Брагин, вĕрентекенсем, колхоз председателĕ шкул пĕтернĕ ятпа саламларĕç, малалла  вĕренÿре те, ĕçре те ÿсĕмсем сунчĕç. Эпĕ групкомсорг пулнă май, юлашкинчен мана сăмах  пачĕç. Сăмах парасса шутламан, çавăнпа та пĕр предложени çеç каларăм: хамăра вĕрент-се кăларнăшăн тав турăм. Ун чухне 10 класс пĕтерекене «Аттестат зрелости» текен документ паратчĕç. Аттестатсене илнĕ хыççăн тепĕр класс пÿлĕмне пухăнтăмăр, класс ертÿçин арăмĕ пĕ-çернĕ кукăльпе чей ĕçрĕмĕр те килсене салантăмăр. Юрă-ташă никам та хатĕрлемен, музыка та пулман. Арçын ачасем хĕрсене ăсатма кайни те пулмарĕ. Çапла иртсе кайрĕç шавлă та асамлă шкул кунĕсем, вĕсем нихăçан та таврăнас çук, эпир вĕсене тунсăхпа аса илĕпĕр.

Пурнăç çулĕ кĕскелсе пынă май, асаилÿсем ытларах куç умне килсе тăраççĕ. Тăван шкулăм 150 çул тултарнă сăлтавпа çак асаилÿсемпе вулакансене  те паллаштарас килет.  Темшĕн-çке шкул вăхăчĕсем ытларах чĕрене хускатаççĕ. Манăн пĕрремĕш тата юлашки  юрату та шкул вăхăтнех лекрĕ. Паллах, эпĕ ун çинчен никама та каламан, тен, çавăнпа ытларах кăсăклантăм пулĕ. Ку пулăм 1954 çулта пуçланчĕ. Мана килĕшнĕ хĕр ача, Валя ятлă пултăр, ун чухне 8-мĕш класра вĕренетчĕ. 10 класс пĕтерчĕ те ман пурнăçран 63 çуллăха çухалчĕ. Çапах та ăна  эпĕ пĕррехинче ăнсăртран тĕл пултăм, чылай калаçрăмăр, ун чухне вăл ман çын мар иккенне ăнланса илтĕм.

Пучинкери вăтам шкула 8-мĕш класа кÿршĕ ялсенчи çамрăксем вeренме ки-летчeç, ытларах Эйпеçпе Кĕлĕмкассинчен (ку ялсенче вăл вăхăтра 7 çул çеç вeренме май пулнă). 1958 çулта 10-мĕш класа 34 çамрăк пĕтертĕмĕр. Пурте тенĕ пекех институтсемпе техникумсенче ăста специалистсем пулма пĕлÿ илсе çĕршывĕпех саланчĕç. Шел пулин те, пурин пурнăçĕ çинчен те пĕлместĕп, çавăнпа 1958 çулта Пучинке шкулне пĕтернисен тăванĕсем манпа çыхăнса калаçсан чĕререн тав тăвăттăм.

Эйпеç каччи Василий Носов куç умне тухать. 8-мĕш класа килсенех ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмастчĕ вăл, хăйне сăпайлă тытнă, нумай калаçман. Эпир, чăваш ачисем, вырăсла япăхрах пĕлеттĕмĕр. Вырăс чĕлхи урокне тин çеç педагогика институтне пĕтернĕ  М.И. Иванова ертсе пыратчĕ. Пĕррехинче урок итлеме шкул завучĕ, утмăлалла çывхарса пыракан Г.З. Табаков пынă. Урок темине те астăватăп: «Склонения». Урок вĕçĕнче Г. Табаков ыйтать: «Как называется женщина-гость». Пĕри те чĕнместпĕр, эпир вырăсла калаçакансем патне хăнана кайсах курман. Унччен те пулмасть, Василий Носов: «Гостья пулать», - терĕ. Ун чухне эпир питех тĕлĕнмерĕмĕр, анчах та вăхăт иртнĕçемĕн Василийăн пĕлĕвĕ пирĕннинчен чылай малта пулни палăрчĕ. 8-мĕш класс хыççăнхи экзаменсене «5» паллăсемпе тытрĕ. 10-мĕш класра пĕлÿ енĕпе тĕп авторитет пулса тăчĕ. Унсăр пуçне сăпайлăхĕпе палăрса тăратчĕ, хăй нумайрах, лайăхрах, тĕплĕнрех пĕлнипе пачах та мухтанмасчĕ.

Унăн таланчĕ Чăваш Енре палăрмарĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, Василий Носов Тюмень хулинче пысăк çитĕнÿсем тунă, Тюмень Патшалăх университетĕнче наукăсен докторĕ, профессор, наука енĕпе проректор пулнă. Ун çинчен тăванĕсенчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес кăмăлăм пур.

Кĕлĕмкасси салинчен тĕлĕнмелле талантлă ачасем çÿретчĕç пирĕн шкула. Вĕсенчен пĕри – Иванов Валерий. Ивановсем Кĕлĕм-кассиче ятлă-сумлă çемье, унта ăруран ăрăва учительсемпе профессорсем çитĕнеççĕ. Валера шкулта пирĕншĕн пур енĕпе те тĕслĕхчĕ: лăпкă, кăмăлĕпе тарават, лайăх вĕренет. Института вĕренме кĕриччен Пучинке шкулĕнче лаборант пулса ĕçлерĕ, физика учительне Иван Ильич Ильина уроксем ирттерме пулăшрĕ. Вeрентекен Валерий ĕçĕпе кăмăллăчĕ. 1966 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыçăн 4 çул хушши Чăвашсен Министрсен Советĕнче ĕçлерĕ.  М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври университетăн аспирантурине пĕтерсе истори ăслăлăхĕн кандидачĕн ятне илчĕ, Шупашкарти пединститутра ĕçлерĕ. Талантлă преподавателе доцент ятне пачĕç, кафедра пуçлăхĕ турĕç. Валерий Павлович хăйĕн ĕçĕсемпе тата ăсталăхне  кура 2002 çулта профессор ятне тивĕçнĕ,  ăслăлăх енĕпе «Социальные изменения в сельской производственной интеллигенции в процессе строительства коммунизма» ятлă диссертаци хÿтĕленĕ, тата 90 ытла ĕç çырнă,  вăл шутра  «История социально-политических учений» вĕренмелли кĕнеке те. 2000 çулта В.П. Иванов «Почетный работник высшего профессионального образования Российской Федерации» ята тивĕçнĕ.

1999 çулта эпĕ, ют çĕршывран таврăнсан, Раççей халăх артисткин юбилей каçне лекрĕм. Валерий Павловичпа фойере тĕл пултăмăр. Вăл савăнсах манпа калаçрĕ. Чылай хушă курманнипе калаçмалли нумайччĕ. Эпĕ ют çĕршывра вĕренни тата ĕçлени çинчен пĕлсен, вăл хăйне университетра ăçта тупма пулнине пĕлтерчĕ, хăй патне кĕме чĕнчĕ. Çакăн хыççăн эпир унпа час-часах курса калаçма тытăнтăмăр. Ăна ют çĕршывсен экономики кăсăклантаратчĕ, эпĕ шăпах унта экономист пулма вĕрен-нĕччĕ.

Кĕлĕмкассинчен манпа тата тепĕр Валера  та шкул пĕтерчĕ - Сидоров Валерий. Сидоровсен çем-йине эпĕ чылай маларах пĕлнĕ. Ман кукка (аннен пиччĕшĕ)  Кĕлĕмкассинче пурăннă пирки, унта хăнана çÿренĕ чух Валерăсен çурчĕ умĕпе иртсе каяттăмăр. Шкулта вăл пĕрремĕш парта хушшинче ларатчĕ, эпĕ ун хыçĕнче, çÿллех мар, пысăк куçлă, хура кăтра çÿçлĕ, йăрă та шÿтлеме юратакан ача. Ун тавра яланах мĕн те пулин пулса иртет, яланах шавлă та кăсăклă. Валерăн пĕлĕвĕ анлă, анчах та хăй нумай пĕлнипе мухтанмасть, пирĕншĕн вара ун сăмахĕ авторитетлă. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ унччен те, ун хыççăн та пур предметпа та ун пек лайăх пĕлекен çын курман.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн  укçа-тенкĕ çитменнипе института вĕренме каяймарĕ. Патшалăх шучĕпе вĕрентекен техника училищинче пĕр çулталăк электромонтера вĕренчĕ. Часах ăна çара илсе кайрĕç. Виçĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн Мускаври Бауман ячĕллĕ Аслă техника училищине (МВТУ им. Баумана) çăмăллăнах вĕренме кĕчĕ. Ку аслă училищĕне лекме йывăр. Кунта питĕ лайăх вĕренме пултаракансем çеç кĕрееççĕ тата вĕренееççĕ. Вăл вĕреннĕ вăхăтра эпĕ унпа çыхăну тытаттăм, вăл çырнă тăрăх – вĕренме пачах та йывăр пулман, ку унăн ăс-тăнĕ мĕн тери вăйлă  пулнине пĕлтерет. «Бауманкăра» туптаннă специалистсене çĕршывăн чи яваплă,  сăмахран, космоспа, çĕршыва хÿтĕлес енĕпе çыхăннă вырăнсене çеç яраççĕ. Диплом илнĕ хыççăн Валерăна та Мускав тăрăхĕнчи Электросталь хулине ĕçлеме ячĕç.  80-мĕш çулсенче час-часах Мускава командировкăна çÿреттĕм. Çапла эпĕ Электростальте Валера патĕнче икĕ хутчен çĕр выртрăм. Вăл ытларах ман çинчен ыйтса пĕлме тăрăшатчĕ, ялсемпе хуласем, çул-йĕрсем, ял хуçалăхĕ мĕнле аталаннипе кăсăкланатчĕ. Пĕррехинче çеç ман ыйту çине çапла хуравларĕ, «Инженер-конструктор, шыв айĕнче атомпа  çурекен кимĕсем тăвассипе». Ĕç вырăнĕ мĕн ятлине, хăш вырăнтине каламарĕ. Эпĕ вăл патшалăхăн вăрттăн объектĕнче вăй хурать иккенне ăнланса илтĕм.

Вăрçă нушине аванах тутанса ялта ÿснĕ тантăшăмсем вĕренсе тухса çĕршыв шайĕнче ăста специалистсем пулса çитĕнÿсем туни паянхи кун тĕлĕнтерет те, мăнаçланатарать те. Вĕсенчен кашниех çĕр çинче тарăн йĕр хăварнă. Тен, пирĕн шăпасем мĕнле килсе тухнинче Пучинке шкулĕн тÿпи те пур.

Геннадий Павлов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30