Калав
(Малалли. Пуçл. 37-40 номерсенче)
Лида вара ниепле те уйрăлаймарĕ упăшкинчен. «Питĕ телейлĕ пулнă иккен эпĕ, çавна пĕлмен те... - пăшăлтатрĕ вăл хăй тĕллĕн. - Халĕ вара... Мĕнле пурăнăп сансăр? Пĕччен пĕр çĕр каçма та нуша пулать маншăн. - Юлашкинчен хытă-хытă чуптурĕ те куçĕсенчен пăхрĕ. - Сăмах патăн вара... Арçыннăн хăйĕн сăмахне тытмалла... Максим, манмастăн-и хăвăн сăмахусене? Кил, эпир сана питĕ-питĕ кĕтетпĕр...»
Тепĕр кун Виктор та çемйипе сывпуллашрĕ. Никитăпа хире-хирĕç тăчĕç вĕсем. Ашшĕ ывăлĕпе мухтанни çинчен каларĕ, ывăлĕ те ашшĕ уншăн яланах тĕслĕх пулни çинчен пĕлтерчĕ. «Пирĕнтен никам та йăх ятне яман, - шухăшларĕ вăл, - темле йывăрлăхра та чыса çухатмалла мар».
Оля Викторăн питне ачашларĕ. «Максим вăл завод çынни, тĕреклĕ, сана питĕ йывăр лекет пулĕ, - калаçрĕ вăл. - Чăт ĕнтĕ, чăт... Тулĕк каялла таврăн... Эпĕ пĕлетĕп, санăн шалта пысăк вăй пур, çавă сана каялла çавăрса килтĕрччĕ. Питĕ шанатпăр сана... Таврăн тархасшăн, таврăн... Çав териех йывăр пулсан, мана, ачасене аса ил, эпир сана кунтан хăват ярса тăрăпăр...»
Пĕрер уйăх вĕрентÿ центрĕнче мĕн маннине аса илчĕç туссем. Салтакра чухне стрелоксем пулнă та, халĕ те пĕлекен хĕçпăшалпа çапăçма килĕшрĕç. Çара çитсен вĕсене разведка ушкăнне йышăнчĕç. Тăшманпа чи малти ретре çапăçмаллине ăнланчĕç.
- Максим, татăлнă пекех, пĕрле пулатпăр. Эпĕ сансăр пĕтетĕп, - калаçрĕ иккĕш юлсан Виктор.
- Паллах, паллах, - лăплантарчĕ тусне лешĕ. - Тулĕк эсĕ ытларах мана итле, ман çине пăх, эпĕ хушнине ту. Нимĕн çинчен те ан шухăшла, пĕтместпĕр!
Донецк тăрăхĕнчи пĕр хулана ирĕке кăларма çăмăл пулмарĕ. Темĕн тĕрлĕ снарядпа персен те, бомбăсем пăрахсан та нацистсем çуртсен путвалĕсенчен тухмарĕç. Икĕ чăваш пуля айĕнче çÿреме хăнăхса çитрĕç. Виктор та, унчченхиллех Максим çывăхĕнче пулма тăрăшаканскер, хăюллăн малалла чупрĕ.
Каç пулнăччĕ, кăштах тĕлĕрсе илес тенĕччĕ, блиндажра командир салтаксем умне тĕллев лартрĕ: ирхине ирех пĕчĕк-пĕчĕк ушкăнсене пайланса хула айккинчи çурт-сене ярса илмелле. Вăл туссем çине пăхса илчĕ. «Эсир, паллах, пĕрле, иккĕн пулатăр» - калаçрĕç унăн куçĕсем.
- Патронсемсĕр пуçне шыв нумайрах ил, - терĕ Максим юлташне. - Туятăп, часах каялла тухаймастпăр... Пулăшу та наччасах çитес çук...
Ир çитичченех пĕкĕне-пĕкĕне пилĕк хутлă çурт пулнă вырăна утрĕç вĕсем. Чул куписем хушшинче подъездсем палăраççĕ. Максим Виктора пуçĕпе сĕлтсе кăтартрĕ, путвала гранатăсем пăрахмаллине сасăсăр пĕлтерчĕ. Взрыв хыççăн взрыв кĕрлерĕ. Хăйсем аяккарах тарса выртрĕç, тăшмансене тухасса сыхларĕç. Тем вăхăтран Максим юлташĕ патне çумах шуса пычĕ.
- Кунта никам та пулмарĕ пулас... - пăшăлтатрĕ вăл. - Тен, тепринче лараççĕ? Халĕ вĕсем пире кĕтеççĕ, патнерех пырсан пеме пуçлаççĕ... Çапла тăвăпăр: эсĕ леш хĕрринчи подъезда сирпĕтме пуçла, вĕсем унталла пуçтарăнма пуçласан, эпĕ ку енчен, хыçалтан, тапăнатăпĕ Хăв вара хăвăртрах ман пата таврăн.
Украина салтакĕсем, унтан та, кунтан та аркатнине кура, çухалса ÿкрĕç пулас, пĕр чарăнми автоматсенчен печĕç, майĕпен тепĕр çурт хĕрне куçрĕç. Вĕсем чакнине курсан туссем малалла чупрĕç, каллех пытанса выртрĕç.
- Хĕрринчи подъезд умне çитетпĕр те – канатпăр. Çавăнта чакмасăр тăратпăр, - пĕлтерчĕ Виктора Максим.
Акă, иккĕмĕш подъезд... Виççĕмĕш... Тăваттăмĕш... Тул паçăрах çутăлнă ĕнтĕ. Тавралăх, тĕтĕм-сĕрĕмпе, хĕçпăшал сассипе, чул-тимĕрпе тулнăскер, хăрушă курăнать. Юлашки подъезда илме ниепле те май килмерĕ вара. Тăшман малалла иртме памарĕ.
- Лăпланаççĕ акă, çăхансем! - тарăхса калаçрĕ Максим. - Каç пулсан, пирĕн пулать унти путвал!
Чăн та, юлашки путвалта юлнă тăшман салтакĕсем шăпланчĕç. Хĕвел ансан чăваш ачисем вĕсене тепĕр хут хупăрласа илме шутларĕç. Малта Максим йăпшăнса пычĕ. Патнерех çитсен çине-çинех гранатăсем ывăтрĕ вăл пĕчĕк кантăкран. Виктор та çав хушăкранах автоматпа шатăртаттарчĕ. Хăйсем каллех аякалла пăрăнчĕç, тăшмансем тухасса кĕтрĕç.
Унччен те пулмарĕ, арçынсем çийĕн дрон вĕçме тытăнчĕ. Хамăрăн марри паллах ĕнтĕ. Чул купи хыçĕнче ниçта пытанма та çук. Нацистсем те темле шăтăк тупса путвалтан тухма ĕлкĕрнĕ иккен. Нумаййăн мар, иккĕн е виççĕн пулас. Вĕсем те чăвашсене вĕлерес тесе хĕçпăшалпа çунтараççĕ.
- Сик путвала! - кăшкăрма ĕлкĕрчĕ Максим. Хăй çÿлтен Виктор çине граната ÿкнине асăрхама ĕлкĕрчĕ. - Пăрăн!
Юлташĕ, хырăмĕ çинче выртаканскер, пĕтĕрĕнме хăтланчĕ, анчах та ури вĕçĕнчех граната çурăлса кайрĕ.
- Ай! - илтĕнчĕ унăн сасси. - Лектерчĕ!
Вăл татах пĕтĕрĕнме тăчĕ, вара тăрасшăн пулчĕ - урисем итлемерĕç. Чул купи хĕррипе шăвасшăн асапланчĕ – пултараймарĕ.
- Жгут, жгут кăлар! - вĕрентрĕ Максим. Вăл мулкач пек питĕ хăвăрт сиксе тăчĕ те чупса кайрĕ, автоматпа нумайччен шатăртаттарчĕ, граната ывăтрĕ. Тăшман салтакĕсем аранах пеме пăрахрĕç. Кĕçех вăл Виктор патне таврăнчĕ.
- Атя, кунта выртма юрамасть пире, иккĕмĕш дрон вĕçсе килме пултарать... Шăвăнатпăр, путвала пытанатпăр... Унтан тарнă нацистсем...
- Урасем... Икĕ ури те... - пăшăлтатрĕ Виктор.
- Чăт. Çывăхрах кунта... Атя, атя...
Çапла каларĕ кăна, çывăхрах снаряд çурăлнă сас илтĕнчĕ. Максим сулахай хулпуççине ярса тытрĕ.
- Фу! - сывларĕ вăл. – Осколок... - Пÿрнисем витĕр юн юхрĕ. - Пире сăнаççĕ, пĕтересшĕн... Пытанмалла...
Вĕсем подъезд пулнă вырăналла шурĕçĕ Унта çитсен, Максим юлташне хăварчĕ те пĕшкĕнсе малалла чупса кайрĕ, путвала анмалли вырăна шырарĕ. Ют салтаксем çуккине пĕлчĕ те каялла таврăнчĕ. Сывă аллипе Виктора каллех хул хушшинчен тытрĕ, ăна сĕтĕрчĕ.
Тăшмансем пеме пăрахрĕç. Вĕлертĕмĕр терĕç-ши, те пирĕн дрон вĕçсе килнине асăрхарĕç - шăпланчĕç. Туссем шăтăк умĕнче выртрĕç.
- Эпĕ малтан анатăп, - шăппăн каларĕ сывăраххи, - вара сана туртатăп...
Аранах путвал пÿлĕмне лекрĕç. Кунта пĕр сехет каялла кăна украинецсем хуçаланнă. Темĕн те йăваланса выртать. Пĕтĕмпех ют, ăша тăвăлтараканни. Кĕтессенче – матрассем. Вĕсем çинче выртса тăнă ĕнтĕ тăшман салтакĕсем.
Максим пĕр матраса тÿнтерле çавăрса хучĕ те Виктора вырнаçтарчĕ, урисене бинтпа çыхма тытăнчĕ. Хытах аманнă иккен, шăмăсене çĕмĕрсе пĕтернĕ... Лешĕ хăйне пĕр хутчен укол тума ĕлкĕрнĕ иккен, апла пулсан та йĕппе каллех ÿт ăшне кĕртрĕç, антибиотик ячĕç.
Максимăн та хулпуççинчен çаплипех юн сăрхăнчĕ. Аллийĕ усăнсах анчĕ, хускатма та çук. Юрать-ха сулахаййи, сылтăммипе сиплеме пулать. Виктор та пулăшрĕ, ÿтри пĕчĕк тимĕр татăккине туртса кăларчĕ, бинтран тампон туса аманнă вырăна хучĕ, укол туса ячĕ. Темле пулсан та, иккĕн ик-кĕнех, пĕрне-пĕри пулăшрĕç.
Пĕр вăхăт хушши вĕсем чĕнмерĕç, урамри сассене тăнласшăн пулчĕç. Снарядсем çумра мар, аяккарах çурăлаççĕ. Пирĕн салтаксен калаçăвĕ те, автоматран пени те илтĕнмерĕ. Ахăртнех, вĕсем каялла кайнă.
- Лекрĕмĕр иккен капкăна... - хăйĕнпе хăй калаçнă пек каларĕ Виктор. - Кунтан тухасси пулмасть пуль...
- Ытлашши ан хумхан-ха эсĕ, - лăплантарчĕ ăна юлташĕ. - Çур çул хушшинче пире тăхлан тивмерĕ, халĕ, авă, иксĕмĕр те амантăмăр. Чи кирли - манăн урасем утаççĕ. Ан пăшăрхан, тухатпăр, çитетпĕр хамăрăннисем патне, е тата... тен, хăйсем кĕç-вĕç çитеççĕ...
Ăнланчĕ Максим: юлташĕсем каялла чакнă, вĕсем вара тăшман хушшинче лараççĕ. Хамăрăннисем кĕçех таврăнасса кĕтме çук, Виктора лăплантарас тесе çапла каларĕ вăл. Тепрер вăхăтран украинецсем кунта çаврăнса çитме пултараççĕ, вĕсене мĕнле кĕтсе илмелли çинчен шухăшларĕ.
Виктор тĕлĕрсе кайрĕ. Максим та, автоматне алăра тытаканскер, стена çумне тĕшĕрĕлсе ларчĕ, вăл та кăтăш турĕ.
Кун иртрĕ. Иккĕшĕ те кăштах каннă хыççăн калаçасшăн пулчĕç.
- Кĕçех тĕттĕмленет, - Виктор умне пырса ларчĕ Максим. – Çĕрле, тĕттĕмре, йăтса тухайăп-ши сана? Шăвăнма тивет, арканннă хулпуççипе инçе çĕклеймĕп...
- Урасемсĕр юлтăм пуль... - тухрĕç выртаканнин куççулĕсем. - Тек утса çÿрейĕп-ши? Сывă юлсан...
- Йĕркеллех пулать, йĕркеллех. Шан мана. Эпĕ каланине ĕнен...
- Мĕнле манăн урасем?
- Ура лапписем арканнă. Чăт... Хамăрăннисем патне çитсен, туххăмрах сыватаççĕ.
Виктор ассăн сывласа илчĕ те йăвашшăн тусĕ çине пăхрĕ.
- Тĕлĕк курнă, - пĕлтерчĕ вăл. - Мускавра пек, хваттерте çемье пухăннă пек... Оля калать пек, мĕн тума киле килместĕн, кукăль пиçсе тухма вăхăт, эсĕ таçта çÿретĕн, тет... Каçхине пуçтарăнсан, ирхине çитетĕн, тет... Тата тĕлĕнмелле çуттăн ялкăшать пирĕн çурт! Пиншер-пиншер ахах-мерчен çÿлтен тăкăнать пек, хĕвел çутинчен те çутăрах пек ун тавра. Хваттер те, çурт таврашăнчи пекех, ылтăнпа витĕннĕ, куçа шартарать хăйĕн илемĕпе. Ачасен кашнин аллинче манăн сăн ÿкерчĕк пек, мана чĕнеççĕ пек...
Малалли пулать
Апрель 2026 |
