НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кĕр тÿпинчи асамат кĕперĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 12:05 Просмотров: 283

Пирĕн республикăпа кÿршĕллĕ Мари Эл çĕрĕ çинче, Туллă Мари районне кĕрекен Шерекей ялĕнче çуралса ÿснĕ Фаина Митрофановна Захарова (Василькова) çинчен хистесех çырма тивĕçлĕ сăлтав çитрĕ% чапа тухнă çĕр ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче вăйлă тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх апачлĕх культурăсем çитĕнтерсе мухтавлă ят çĕнсе илнĕ новатор сулмаклă пурнăç кĕнекин 70-мĕш страницине уçма чыс çĕнсе илчĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пирĕн республикăри ялхуçалăх институчĕн агрономи факультетне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Мари хĕрĕ хăйĕн кун-çулне чăваш çĕрĕпе, Чăваш халăх сăвăçи +емен Элкер мухтава кăларнă тăрăхпа çыхăнтарчĕ. Фаина Захарова паян сумлă та тараватлă Йĕпреç тăрăхĕнчи маттур çынсенчен пĕри, вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçченлĕхĕпе Чакка ентешĕсен умĕнче чăннипех ырă ят-чыс  çĕнсе илчĕ. Манăн ăна темшĕн-çке кĕрхи тÿпене çĕкленекен капăр асамат кĕперĕпе танлаштарас килет... Хитрелĕхе, чиперлĕхе чылайччен пăхса тăрсан, кăмăл çĕкленет.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра хĕрÿ тапхăр - вырма - пуçланас умĕн çитнĕ вăл Кушлавăш юханшывĕ çумĕнчех вырнаçнă Пĕчĕк Упакассине. Пысăках мар колхоз шанчăклăнах аталану çулĕпе тăвалла хăпарса пынă. +ĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре те малтисенчен пĕри пулнă вăл,  районтан паракан Хĕрлĕ ялавсене вĕçертмен алăран. «Путиловка» пуçĕнче хастаррăн тăракан, тыр-пул ÿстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене хавхалантарса пыракан пуçлăха Нина Николаевнăна пĕрре курнипех килĕштерсе  пăрахнă Фаина Василькова. Чăваш ялхуçалăх институтне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн ĕнерхи студент тÿрех ĕç хĕрÿлĕхĕн киленÿллĕ ытамне лекнĕ. Ял-йыш пĕр тĕллевпе пурăннине, панă сăмаха тытмасăр лăпланма пĕлменнине уççăнах туйса  илнĕ маттур хĕр.

Ачаранах чăваш çамрăкĕсен хушшинче ÿснĕрен Фаина чăвашла та тасан калаçнă, виçĕ чĕлхе пĕлни ăна мĕн паянхи кунчченех  çав тери пулăшса пырать. «Путиловка»  колхозра ĕçленĕ хушăра кунти тырпулçăсем ялхуçалăх культурисен тухăçне палăрмаллах ÿс-тернĕ, сăнав меслечĕпе ку тăрăхри пусăсенче унччен пулман çĕнĕ сортсене те вырăн панă. Хушăран хушă Фаина Митрофановна пĕтĕм çĕршывĕпех чапа тухнă Кульцаври Ленин ячĕллĕ колхоза тăтăшах кая-кая çÿренĕ, кунти пултаруллă ĕçченсен опытне хăйсем патĕнче те çине тăрсах сарма тăрăшнă. Сăмахран,  пĕчĕкупакассисем уй-хир «пикине» кульцавсенчен те тухăçлăрах туса илме вĕренсе çитнĕ. «Путиловка» патшалăх умĕнчи парăмсене вăхăтра тата планран  ирттерсе татса пынă. Кунти тыр-пул ăстисемпе механизаторсем кашни çулах акара та, вырмара та Йĕпреç тăрăхĕнче малтисем пулнă. Николай Захаров вара районти комбайнерсен тупăшă-вĕнче çулсеренех ĕççи паттăрĕсен йышне тăнă. Хĕрÿ  чун-чĕреллĕ агроном кашни  ирех çак маттур качча пысăкран пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунса Кушлавăш шывĕ хĕррипе тăсăлакан уя ăсатнă. Уйра пуçланнă туслăх кăшт вăхăтран чи пысăк туйăмлă юратăва куçнă. Сăмах майăн çакна асăнса хăварăпăр: Василькова хăйĕн хушаматне улăштарса Захарова пулса тăнăранпа çитес çулхи çу уйăхенче шăпах 45 çул çитет.

Хирте вăй илсе аталанма пуçланă юрату калчине нимĕнле пăтăрмахсем те аваймарĕç, вăл, хĕвел шевлипе ачашшăн киленнĕ май, çÿлтен çÿлелле туртăнчĕ. Захаровсем илнĕ пурнăç каçалăкне малалла хастаррăн тăсса пыма ÿссе çитĕннĕ икĕ хĕр кун-çулăн сулмаклă эпопейине хăюллă туртăмпа малашлăх çыранне туртаççĕ. Фаина Митрофановнăпа Николай Петрович Захаровсен икĕ хĕрĕ те - Маринăпа Олеся -  аслă пĕлÿ илнĕ, вĕсем ашшĕпе амăшĕ пекех татăклă сăмах виçине пĕлсе ÿснĕ.

«Кушлавăш текен вун икĕ ял уйне килнĕренпе хыçа хăварнă тапхăрта пулса иртнĕ пысăк улшăнусене пурне те асăнма вăхăт тупаймăп, - тет Фаина Митрофановна,  хăй кун-çулĕ çинчен кĕскен те пулин каласа пама ыйтсан. - Татăклă та тĕллевлĕ йышра вăй хурса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса  тунă ÿсĕм-çитĕнÿсене сумлăн палăртса хăварни çав тери вырăнлă. Эпир Йĕпреç тăрăхĕнчи хуçалăхсем хушшинче кайрисем пулман, Чăваш Республикинчи «Агро100» клубĕнче чыслă вырăнта тăнă. Мана 2012 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панине ăнсăртран кăна килсе тухнă тĕслĕх вырăнне кăна ан хурсамăрччĕ.

Мăшăрăма та сумлă ятпа чысларĕç. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» пулса тăчĕ. (Пĕр çемьерен хисеплĕ ятпа чысланă икĕ çын тухни  Захаровсен кил-йышĕн тивлет-пархатарне ÿстерниех пулмасть-и вара?! Шел, хамăр пĕрлĕхлĕ вăйпа тытса пынă «Путиловка» хуçалăх саланса кайрĕ, ăна малтанхилле харсăрлăхпа тытса тăвалла туртма вăй-хăват, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх çитереймерĕмĕр пулсассăн та, хамăр мĕн пултарнине кăтартса патăмăрах тесшĕн эпĕ. Çĕршывăмăрти агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕнче пулса тăнă сулăнчăклă пăтăрмахсем майĕпен-майĕпен сĕвĕрĕлсе пĕтессе шанас килет...».

Фаина Митрофановна çак сăмахсене каланă хыççăн сăпайлăн кулса илчĕ те сăмах çеммине малалла тăсма мăшăрне сĕнчĕ. «Ара, эпĕ те çак шухăшах çирĕплетсе каласшăн, - терĕ Николай Петрович, нумай пулмасть кăна кÿршĕри  «Кульцав» агрофирмăра кăçалхи вырмана ăнăçлă вĕçлесе килнĕскер. - Кунти агрофирмăна  тыр-пул пухса кĕртме пулăшрăм кăçал та. Сумлă ĕçшĕн тивĕçлипех чысларĕç. Хаклă парне те пачĕç ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче».

Хăй вăхăтĕнче, «Путиловка» колхоз ячĕ-сумĕ кĕрлесе-янраса тăнă тапхăрта, Николай Захаров комбайнерсен сумлă тупăшăвĕнче малтисен йышĕнче пулнă. «Ăмăрту паттăрĕн» чыслăхне çÿлте тытнă çак вырмаçă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ăна «Хура тăпраллă мар тăрăха çĕнетсе улăштарнăшăн» медальпе чысланă. Хăй тивĕçнĕ сумлă наградăсене - тĕрлĕ çĕртен панă грамотăсемпе дипломсене, тав çырăвĕсемпе ытти парнесене - типтерлĕн упрать чапа тухнă çĕр çынни. Хăйне тата мăшăрне тухнă пĕтĕм чыслăх-сумлăх паллисене пĕр çĕре пухса килте музей йĕркелеме те пулать Захаровсен. Упакасси тăрăхĕнчи чаплă хушамата сÿнме памалла мар. Вăл паянхи çамрăксене ĕç тивлечĕн пархатарлăхне туллин палăртса тăма пулăшакан тĕслĕх вырăнне çуталса тăтăрччĕ.

«Кăçал Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкасси çинчен республикăри паллă таврапĕлÿçĕ Геннадий Васильев ятарлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ, - асаилĕвне малалла тăснă май пĕлтерчĕ Фаина Митрофановна. - «Деревня Нижние Абакасы, поселок Молния: история и современность» кĕнекене тăтăшах тытса пăхатпăр мăшăрăмпа. Автор хăйĕн пархатарлă ĕçĕнче пире те ăшă кăмăл-туйăмпа асăнса хăварнă.  Захаровсен çемйи çинчен те унта ырă сăмахсем çителĕклех. +авăншăн Геннадий Васильева, пирĕн тăрăхшăн чыслă та сумлă ĕç тунă пултаруллă автора, пĕтĕм кăмăлтан тав тăватпăр...».

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Пукрав умĕн, Мари çĕрĕ çинче  70 çул каялла çут тĕнчене килнĕ Фаина Митрофановна  Василькова (Захарова) хăйĕн чыслă юбилейне  паллă турĕ.  Çак ятпа ăна  Агропромышленноç ком-плексĕн ветеранĕсен  районти союзĕн ертÿçи Анатолий Петров ăшшăн саламларĕ,  республикăри АПК  ветера-нĕсен канашĕн Хисеп хутне пачĕ тата хаклă парне кÿчĕ. Чун-чĕререн тухнă чыслав самантне хутшăнса, юбиляр ячĕпе   эпир хамăр та ăшпиллĕ сăмахсем каларăмăр.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译