НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Умра ялкăшать кил çути

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2025, 10:17 Просмотров: 186

Умра ялкăшать кил çути

(Малалли. Пуçл. 37-39 номерсенче)

Хăрушă хыпар çитнĕренпе пĕр сехет иртрĕ. Вăхăт ытла та майĕпен шурĕ. Темĕнлĕх пурне те хăратрĕ. Ольăпа Лида куççулĕсене çаплипех чараймарĕç.

Пурте  кĕтрĕç. Алăкра сас-чĕв пулнă пек туйăнсанах унта чупса кайрĕç.

Икĕ çамрăк тус чĕнмерĕç...

Хваттерти йывăр сывлăша чĕтретсе - тĕлĕнмелле те, кĕтмен çĕртен тенĕ пек - Викторăн телефонĕ питĕ хыттăн шавласа кайрĕ. Никитăн хаклăран та хаклă сăмахĕсем янăрарĕç  пÿлĕмре:

- Эпир - сывă!

- Ах! - чĕркуççи çине тăчĕ Оля. - Турăçăм, тав сана!

- Ачамсем чĕрĕ! - пÿлĕм тăрăх утрĕç Максимпа Лида. Вĕсен хулпуççийĕнчен Машăпа Лариса уртăнчĕç.

- Ăçта эсир? - ыйтрĕ Виктор. - Такси тытăр! Хăвăртрах, хăвăртрах - киле!

- Çитетпĕр, çитетпĕр, мĕнле те пулсан çитетпĕр! Ан пăшăрханăр! - хыттăн кăшкăрчĕ ывăлĕ. - Акă, пĕр машина чарăнчĕ, илсе пыратăп, тет, киле.

- Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр! - пĕлтерме ĕлкĕрчĕ Виктор.

Ашшĕсем урамра кĕтсе илчĕç ывăлĕсене. Хваттере пĕрле кĕчĕç.

Никитăпа Алеша курткăсемсĕр, кĕпе вĕççĕнех. Аллисем те, пит-куçĕ те, тумтирĕ те юнпа вараланса пĕтнĕ вĕсен. +акна курсан, амăшĕсем хăраса ÿкрĕç.

- Амантман-и сире? - чупса пычĕç вĕсем.

- Çук, -_ терĕ Никита. - Аманнисене çĕклерĕмĕр... Вестибюльте выртатчĕç... Чĕрĕ юлтăрччĕç... Хăшĕ-пĕри начарччĕ...

- Хăвăра лектернĕ пулсан? Пирĕн пирки шухăшларăр-и эсир? Эпир йĕп çинчи пек лартăмăр кунта, - калаçрĕ амăшĕ. Тата тем каласшăнччĕ, ывăлне ыталаса илчĕ.

 Лида та, Максим та Алешăна хăйсен çумне чăмăртарĕç. Каярахпа пурте пĕрле тăрса телей куççульне юхтарчĕç.

- Тарма пулатчĕ, паллах, _ терĕ сĕтел хушшинче Никита. Юн юхтарса выртакансене епле пăрахса хăварăн? Питĕ хăрушă, питĕ хăрушă! Эпир те çав тери хăрарăмăр... Тулĕк... Çынсем вилеççĕ вĕт, тарасси çинчен шухăшлатăн-и вара?

Вунпилĕк çулхи икĕ çамрăк çын,  каччă та пулма ĕлкĕрейменскерсем, пĕр-пĕрин аллине хыттăн чăмăртарĕç.

- Санпа пĕрле вăрçа каятăп, - пĕлтерчĕ Виктор ир енне çывăрма выртас умĕн.

- Ыран... Çук-ха, паян вăрансан, тĕпĕ-йĕрĕпе калаçăпăр,  ăшшăн пăхрĕ Максим.

х х х

Тепĕр кун хумхануллă çĕре чăтса ирттернĕ хĕрарăмсем килтен те тухаймарĕç. Калаçăвĕ вĕсен пĕрмаях хăрушă самантсем пирки пулчĕ.

Арçынсем юнашарти парка кайрĕç. +ынсем сахал, хушăран хушă кăна спорта иленнисем вĕсен çумĕнчен чупса иртрĕç.

Виктор ывăлĕсен хастарлăхĕнчен тĕлĕннине пĕр вĕçĕм пĕлтерчĕ, Никита çакăн пек паттăр пуласса кĕтмен те иккен вăл. Аллине чăнласах хĕçпăшал тытасси çинчен сăмахларĕ.

_ Ывăл умĕнче намăс пулать, - сасăпах шухăшларĕ мускавçă. - Юлташĕн ашшĕ çапăçать, эпĕ вара офисра ларатăп... Мĕнле тĕслĕх пулĕ ку?

Кĕçех вĕсем тĕплĕнреххĕн  канашлама тытăнчĕç. Иккĕшĕн те çапăçу хирне Мускавран каймаллине, çапла майпа пĕр çĕре лекмеллине тĕл туса хучĕç. Арăмĕсене мĕнле пĕлтермеллине те палăртрĕç. Контракт тăвакан çĕре шăнкăравларĕç, пĕлменнине ыйтса пĕлчĕç.

- Санпа чухне эпĕ хăрамастăп, Максим, _ юлташĕн куçĕнчен пăхрĕ  Виктор. - Ан пăрах мана.

- Пĕрле пулатпăр терĕм-иç! Санран çывăх  тус çук манăн. Мана та йывăр сансăрăн.

Иккĕшĕ те вĕсем пĕр вăхăталла Куславкка хулинче çуралнă. Утма-калаçма вĕреннĕ те, пĕр садике, пĕр ушкăна çÿреме пуçланă, юнашар краватьсем çине выртса çывăрнă, пĕрле вылянă. Шкула та пĕр класах кайнă, пĕр парта хушшинче ларнă. Килĕсенчен тухма пĕлмен. Салтака кайма вăхăт çитсен, йĕкĕреш ачасем пек пĕрле яма ыйтрĕç. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерчĕç тата. Чечня вăрçине пĕрле çапăçма лекрĕç, пĕрле автомат çĕклесе чупрĕç. Сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕç килĕсене.

Салтак хыççăн çулĕсем юпленчĕç пулин те, пĕр-пĕрне нихăçан та манман. Викторăн ашшĕ-амăшĕ учительсемччĕ. Ывăлне те ачасене вĕрентекен çын тума тăрăшрĕç. Лешĕ итлерĕ, педагогика университетне вĕренме кĕчĕ. Максимăн ашшĕ те, амăшĕ те пурнăç тăршшĕпех заводра тăрăшнă, хăйне те ытларах тимĕр-тăмăрпа аппаланма килĕшетчĕ. Çавăнпа Хусанта училище пĕтерчĕ те тăван хулана таврăнчĕ, заводра слесарьте ĕçлерĕ. Виктор Шупашкарта пĕр хушă учительте çÿрекелерĕ те компьютер çине куçрĕ, +ĕнĕ хулара чаплă хваттер туянчĕ. Ачисем пĕчĕк чухнех сутса ячĕ те ăна Мускава куçса кайрĕ, лайăх ĕç тупрĕ, татах та капăртарах хваттерлĕ пулса тăчĕ.

Лидăпа Оля та _ тахçанхи туссем, вĕсем те Куславкка хĕрĕсемех. Максимпа Виктор çуллахи каç Атăл хĕрне кайнăччĕ те, икĕ илемçĕне асăрхарĕç. Питĕ ансат пулса тухрĕ% Виктор - Ольăна, Максим Лидăна суйласа илчĕç. Туйĕсене кăна пĕр кунра тумарĕç. Халĕ Лида ача садĕнчи воспитатель, Оля - сутăçă.

Вырсарникун, лăпланнă хыççăн, икĕ çемье Мускав курса çÿрерĕ. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре çуранах çитнипе ывăнчĕç пурте. Тунтикун Куславкка хăнисем киле пуçтарăнчĕç. Хусан вокзалĕнче аслисем те, ачасем те ăшшăн сывпуллашрĕç.

Ахаль те сахалтарах калаçакан Максим ĕçрен таврăнсан чĕнмесĕр çÿрерĕ. Арăмĕ туйрĕ  çакна, çапах ыйтма тăрăшмарĕ. Пĕр каçхине вĕсем яланхилле телевизор ячĕç те çĕнĕ хыпарсене итлерĕç.

- Хăçан пĕтет-ши ку вăрçă? - пăшăрханса сăмах хушрĕ Лида. - Мĕн чухлĕ çамрăк арçын пĕтет...

- Нацистсене тĕп тума  йывăр, - хуравларĕ мăшăрĕ. - Тĕпĕ-йĕрĕпе кăкламасан, татах шăтать авă...  Çакна ăнланаймастăп: темĕн чухлĕ юн юхтарса çĕнтернĕ эпир вĕсене, тĕпрен вара аркатман, хăварнă. Халĕ каллех çĕнĕрен çапăçмалла... Асаттесем вĕçлеменнине пирĕн вĕçлемелле...

- Епле йывăр пуль халĕ  унта. Мĕнле чăтаççĕ-ши? - хăйĕн шухăшĕсемпех ларчĕ хĕрарăм.

- Паллах, йывăр. Паллах, вилеççĕ...  Çĕршыва урăхла сыхлаймастăн. Арçыннăн шăпи çапла: ачуна, арăмна, кил-çурта пăрахмалла та вăрçа каймалла. Мĕн ĕмĕртен пыракан йăла.

Максим кухньăна кайса килчĕ те арăмĕ çумне ларчĕ, ăна ыталарĕ.

- Лида, эпĕ акă мĕн каласшăн сана... Эпир Викторпа хамăр ирĕкпе, контракт йĕркипе çар ретне тăрасшăн. Калаçса татăлтăмăр.

Мăшăрĕ чăлт! çаврăнчĕ те ун çине чĕнмесĕр пăхрĕ. Куçĕсем хыпаланчăклăн вылярĕç, тутисем чĕтрерĕç.

- Калаçса татăлнă иккен! Эсĕ малтан манпа калаçса татăл! Тупнă кампа канашламалли! Арăму санăн мĕнле юлать кунта, çакăн пирки пуçунта çавăрттартăн-и? Ан ман, санăн виçĕ ача, кам вĕсене ура çине тăратать?

Максим Лидăна ыталарĕ те чуптурĕ - лăплантарасшăн пулчĕ. Лешĕ унăн аллинчен вĕçерĕнчĕ те пÿлĕмрен пÿлĕме таплаттарса утрĕ. Кĕçех Ольăпа калаçма пуçларĕ:

- Кунта пĕр ухмахĕ вăрçа каятпăр тесе сÿпĕлтет. Санăн та çав юррах юрлать-и?

Хăйĕн шухăшĕ пирки Виктор та калама ĕлкĕрнĕ. Оля, тем пекех пăшăрханать пулин те, хăйне лăпкăрах тытрĕ, хĕр тусне лăплантарма тăрăшрĕ. Унăн та ăшчикĕ вĕресе тухать иккен, анчах ăнланмалла вĕт-ха, авă, мĕн чухлĕ арçын вăрçă хирĕнче! Кашнийĕнех е арăмĕ, е юратнă хĕрĕ, е хаклă амăшĕ пур пулĕ, ачи-пăчи курасшăн пулĕ ашшĕне? Тен, вара пурин те килте лармалла? +ĕршыва хÿтĕлекенни кам пулать? Ĕмĕртенех Раççей çине тапăнса килеççĕ вăрă-хурахсем. Халăх кар! тăман пулсан, тахçанах пире чура тăватчĕç. Хамăра хÿтĕлеме пултарнăран эпир хăватлă наци. Çакна пула пурăнатпăр та, ачасем çурататпăр.

Çапла шухăшларĕ Оля. Çакăн пирки каларĕ вăл телефонпа калаçнă май. Хăй те Лида пекех пĕр вĕçĕмсĕр хашлатса сывларĕ, йĕре-йĕре илчĕ.

- Эпир вĕсене пурпĕрех ÿкĕте кĕртес çук, - ăнлантарчĕ Лидăна. - Чыслăн ăсатса ярар. Турă вĕсене сыхлатăр. Каялла киле таврăнччĕр.

- Чиркĕве кайса килмелле, - сĕнчĕ Куславккари тусĕ. - Эсир те çурта лартăр ...

Ольăпа калаçса пĕтерсен, вăл мăшăрĕ умне пырса тăчĕ.

- Сăмах пар, каялла килетĕп тесе...

- Килетĕп, пурпĕр килетĕп! Эсĕ нимĕн чухлĕ те ан кулян, ан иккĕлен! Викторпа çитетпĕр! Кĕтĕр!

- Килмесен... Килмесен, эпир сире каçармастпăр! Пĕри те! Пĕлĕр çакна иксĕр те!

Максим каллех Мускава çул тытрĕ. Лидăпа ачисемсĕр пуçне Шупашкарта ашшĕпе амăшĕ, юлташĕсем ăсатрĕç ăна. Вăл Алешăна ыталарĕ, амăшне пулăшса тăма хушрĕ. Машăна çырусем çырса тăма ыйтрĕ, Семена отпуска килнĕ чухне вылямалли пысăк танк туянма шантарчĕ.

Малалли пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30