Пысăках та мар Тымар поселокĕ пĕвесемпе пуян. Пĕве - ял илемĕ теççĕ те-ха, анчах пирĕн вĕсем чылайранпах тасатманнипе юшкăнпа, ăпăр-тапăрпа тулса, ăшăхлансах ларнăччĕ. Шыв управĕсене йĕркене кĕртес ыйту тахçанах çивĕчленсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе килĕшÿллĕн хамăр тăрăхри шыв илмели объектсене тивĕçлĕ шайра тытмаллине, анчах вĕсене халăх вăйĕпе кăна тасатма май çуккине çывăх ăнланса, поселокра пурăнакансем пуçаруллă утăм турĕç.
Активистсен ушкăнĕ тăрăшнипе тата пĕвесене тасатассине республикăн пуçарулăх бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса йĕркелеме май пуррине шута илсе, халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă ятарлă проектсем туса хатĕрлерĕмĕр эпир, конкурса тăратрăмăр. Комисси тĕрĕслевĕнчен çĕнтерÿллĕн тухнă проектсене çак çулла ăнăçлă ĕçе кĕртрĕмĕр.
Республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă укçа-тенкĕ çумне ял çыннисем те, пĕр шухăшлă пулса, хăйсен пайне хушма кăмăл турĕç, нухратне кашни килтен пуçтарса ырă ĕçе хыврĕç. Калас пулать: проектсен пĕтĕмĕш-ле хакĕ 850 пине яхăн тенкĕпе танлашнă, çав суммăран 20 проценчĕ - халăх пухса панă укçа.
Шăрттан территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Саперов ертсе-йĕркелесе пынипе лав вырăнтан тапранчĕ. Проекта пурнăçлаканнине инçетрен кĕтме тивмерĕ. Пулăшу ĕçĕсен тендр-не хамăр енчи Петр Прокопьев уйрăм прдприниматель выляса илчĕ, çавна май пĕвесене тасатма килĕшрĕ. Вăл хăйĕн хăватлă техникине - экскаваторне, КамАЗ-не - пĕр чарăнмасăр ĕçлеттерчĕ, пĕтĕмпе 5 пĕвене тĕпĕнченех чавса тасатрĕ, юшкăн тăприне те хăех тиесе-турттарса тухрĕ, çырансене çирĕплетрĕ. Палăртмалла: уйрăм предприниматель хăй çине илнĕ яваплă тивĕçе пахалăхлăн пурнăçларĕ тата ĕçсене калаçса татăлнă вăхăт тĕлне вĕçлерĕ. Халĕ пĕвесем шывпа тулсах пыраççĕ. Кĕçех тăван тавралăха татах та илемлĕрех сăн кÿрĕç.
Сăмах май, Петр Прокопьев уйрăм предприниматель хăй пĕлтернĕ тăрăх, кăçал хамăр округри пĕвесене тасатассипе çыхăннă 10 тендртан тăххăрĕшне вăл выляса илнĕ. Ку таранччен çичĕ проектне пурнăçланă. Хальхи вăхăтра Пăкăян тăрă-хĕнче вăй хурать, кунти ĕçсене вĕçлесенех унăн Çăкалăх поселокĕ енне куçмалла пулать.
Ку тĕслĕхе илсе кăтартса мĕн каласшăн-ха; Чи малтанах ял халăхĕ ячĕпе Петр Николаевича пĕтĕм кăмăлтан тав тăвас килет. Çаврăнăçуллă, ĕçчен те пултаруллă, хăйсен бизнесне ялпа çыхăнтарнă çынсем пуррипе пирĕнни пек пĕчĕк поселоксенче тĕпленнĕ çынсен те пурнăç пахалăхĕ улшăнса лайăхланать. Ун пеккисем ытларах пулсан тăван тăрăха аталантарассипе татах та нумайрах ĕç пума пулать-çке. Çавăнпа çамрăксене харпăр-хăйĕн ĕçне ялта та йĕркелесе яма, сахал мар укçа ĕçлесе илме майсем пурри çинчен аса илтерсе хăварасшăн. Вĕренсе аслă пĕлÿ илсен тăван енех таврăнма сĕнесшĕн вĕсене.
Хула пурнăçĕ пурин валли те мар тесшĕн эпĕ. Яллă вырăнта тымар ярса, ĕçлесе пурăнма шут тытнисене ура çине тăма, бизнеса аталантарма патшалăх та пулăшать. Тархасшăн, хальхи вăхăтра социаллă контрактпа, ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшмалли грантпа, çамрăк çемьесене яла юлма хавхалантаракан ытти программăсемпе паракан пулăшу укçипе усă курма пулать. Агробизнеспа, пулăшу ĕçĕсем кÿрессипе тата ытти енĕпе те ĕç пуçарма меллĕ халь.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та ялсене хăтлăлатса çĕнĕ сăн кĕртессинче вырăнти предпринимательсемпе фермерсен активлăхĕ, пуçарулăхĕ пысăк вăй пулнине кашнинчех палăртать. Ялта бизнес уçма пурин валли те çул уçă. Ан ÿркен кăна. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çутçанталăк ытамĕнчи ялсем кĕтеççĕ сире!
Юрий Филиппов,
Тымар поселокĕн старости
Апрель 2026 |
