Сывлăха тĕрĕслеттерме меллĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал çул панă çĕнĕ проектсем халăхшăн питех те усăллă пулни çирĕпленчĕ. Акă «Сывлăх патне - утăм» проекта илер-ха.
Ял çыннин пушă вăхăт çукпа пĕрех. Çула пушшех те. Ĕçе те каймалла, килте те чăрмавĕ нумай. Йăлт пăрахса инçене тухса çÿреме йывăр. Сывлăха тĕрĕслеттерес тесен те, больницăна йăпăр-япăрах каяймастăн. Кун пек чухне çÿлерех асăннă проект шăпах çавсем валли! Ара, «сывлăх пункчĕсем» хăйсем халăх патне çитеççĕ-çке. Районти тĕп больница тухтăрăсем пĕрле пухăнса райцентртан инçетри ял-посĕлоксене кайса çÿреççĕ, сывлăхне тĕрĕслеттерме кăмăл тунă çынсене вырăнта йышăнаççĕ% юн пусăмне виçеççĕ, анализсем илеççĕ, чĕрепе ÿпкене итлесе пăхаççĕ тата ыт. те.
Сывлăх сыхлавçисем ĕçлĕ çынсем патне хăйсем пыни питех те вырăнлă пулнине çак кунсенче Пучинкери «Пучахăм» ача садĕнче вăй хуракансем те пысăка хурса хакларĕç. Вĕсем те ушкăнпах яла килнĕ «сывлăх пунктĕнче» пулчĕç, тĕрĕс-леннисĕр пуçне ку е вăл ыйтупа врачсенчен консультаци илчĕç.
Çулсене якатса хытарнă
Кĕлĕмкасси салинче иртнĕ кунсенче пысăк ĕç туса ирттернĕ: Комсомольски тата Советски урамсенчи çулсене грейдерпа хăпартнă тата якатса хытарнă.
Проблемăллă çулсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă задачăна территори пайне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тунă планпа килĕшÿллĕн пурнăçланă. Унччен йĕпе-сапаллă çанталăкра ку вырăнта пылчăк çăрăлса тăнă, çынсене çуран та, машинăпа та иртсе çÿреме кансĕр пулнă. Халĕ çак йывăрлăхсем хыçа юлĕç ĕнтĕ. Ял халăхĕ тахçанхи тĕллеве пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртме май килнипе питĕ кăмăллă.
Каникул усăллă иртет
Çуллахи каникула шкул ачисем еплерех ирттереççĕ, тесе ыйтсан, эйпеçсемпе вăтаелсем çапла хуравланă пулĕччĕç% «Пирĕн ачасен тунсăхлама вăхăт çук. Вĕсен кашнин хăйĕн килти тивĕçĕ пур, атте-анне мĕн хушнине тумалла, ĕçе пĕтерсен тулли кăмăлпа урама выляма тухмалла. Тус-тантăшсемпе тĕл пулса тĕрлĕрен вăйăсенче тупăшмалла. Кунтан лайăххи тата мĕн пултăр!»
Футбол - арçын ачасен чи юратнă вăййи. Уçă сывлăшра мечĕк хăваласа чупни ÿт-пÿ хусканăвне вăйлатнă май, хул-çурăма аталантарма, чăтăмлăха ÿстерме пулăшать кăна мар, пĕтĕм сывлăха çирĕпленет, вăй-хăват хушать. Площадкăра каçченех ача-пăча сасси илтĕнет.
Культура çурчĕ те ачасене илĕртет, вĕсемпе кунта тăтăшах вăйăсем, конкурссем йĕркелеççĕ. +ак кунсенче кăна-ха тĕрлĕ çулсенчи шăпăрлансене явăçтарса «Квест-вăйă» ирттернĕ. Ачасем хаваспах пытарнă мула пуринчен малтан шыраса тупмалла вылянă. Мул патне çитмелли çул çинче тем тĕрлĕ йывăрлăхсене парăнтарма тивнĕ вĕсен. Туслăх пулăшнă ачасене, пылак мула часах шыраса тупнă.
Светлана Быкова
Видеороликсен конкурсĕнче çĕнтернĕ
Пирĕн округра «Шкул ачисем каникулта» темăпа видеороликсен конкурсĕ иртрĕ. Унта +ăкалăх шкулĕн хастарĕсем те активлă хутшăнчĕç. Мария Николаевна вĕрентекен ертсе пынипе ачасем 6 тĕрлĕ ĕç хатĕрлесе конкурса тăратрĕç. Пĕтĕмлетÿ тăрăх «Урам ачисем» номинацире пирĕн шкул иккĕ-мĕш вырăн йышăнчĕ.
«Шкулти лагерь» номинацинче 7-9 çултисем хушшинче те, 10-14 çултисем хушшинче те иккĕмĕш пултăмăр эпир.
Ачасем те хăйсен уйрăм видеороликĕсемпе ăмăртрĕç. 7-9 çултисем хушшинче Дима Васильев çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. 10-14 çултисем хушшинче Аделина Савастьянова пĕрремĕш пулчĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Марина Васильева
Апрель 2026 |
