Йĕпреç тăрăхĕнчи культура аталанăвĕн шайĕ чăннипех савăнтарать те, мăнаçлантарать те. Районта «халăх» ятне тивĕçнĕ пултарулăх коллективĕсен шучĕ тăххăр пулни çакна çирĕплетсе парать. Çак ушкăнсенчен пĕри – Туçари культура çурчĕ çумĕнчи «Ахах» халăх фольклор ансамблĕ. Ку коллектива курман, пĕлмен çын çук та пулĕ районта. Тĕрĕсрех каласан, «Ахах» ушкăнăн чапĕ хамăр тăрăхра тата республика шайĕнче çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче те сарăлма ĕлкĕрнĕ. Ахальтен мар пултаруллă артистсем тĕрлĕ фестивальсемпе кăтартусене хутшăнса таçта та çитсе курма ĕлкĕрнĕ. Çулĕсем те пур çав – «Ахах» фольклор ушкăнне йĕркелесе янăранпа шăп та лăп çур ĕмĕр çитрĕ. Çак кунсенче халăх коллективĕ ылтăн юбилейне паллă тăвать. Тата тĕрĕсрех каласан, çак уяв хăнасене çавра кĕрекене ыран пуçтарать.
Редакци тĕпелĕнче паян – хаклă хăна. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Ахах» халăх фольклор ушкăнне пĕрремĕш утăмсенчен пуçласа йĕркелесе ертсе пыракан, коллектива хăйĕн вăйне кăна мар, туслă та талантлă çемйине явăçтарса ансамбль çитĕнĕвне пысăк тÿпе хывакан Ираида Ильина. Пирĕн ыйтусем çине хуравлама вăл хаваспах килĕшрĕ.
- Ираида Васильевна, аллă çул вăл - паллă çул. Çын ĕмĕрĕнче самай пĕлтерĕшлĕ вăхăт, фольклор коллективĕшĕн тата та сумлăрах пек туйăнать... Пĕрремĕш утăмсем çинчен каласа парăр-ха.
– Чăн та, 50 çул çав тери нумай-çке вăл. Анчах çак вăхăт мĕнле иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм... 1975 çул. Çав вăхăтра распубликăра фольклор юхăмĕ çĕнĕ хăватпа аталанма тытăнчĕ. Районта çулсеренех иртекен пултарулăх фестивальне хатĕрлекен 5 номертен пĕри халăх йăли-йĕркипе çыхăнмаллаччĕ. Эпĕ ĕнтĕ 1974 çулта шкул пĕтернĕ-пĕтермен ялти клуба ĕçлеме вырнаçрăм. Хăрама та пĕлмен çав, ял пуçлăхĕсем ыйтнипе, унтан та ытларах юлташсем хистенипе ÿкĕте кĕтĕм пулĕ. Пĕр иккĕленмесĕр яваплă туртана турт-ма килĕшрĕм. Çапла вара çулталăк ĕçлесен халăха фествале ха-тĕрлесе пĕрремĕш хут сцена çине кăлартăм. Шăп çавăн чухне фольклор ушкăнĕ йĕркеленсе кайрĕ те. Репертуарне ялти чи ватă та сумлă çынсенчен ыйтса пĕлсе, пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă халăх юррисене кĕртрĕмĕр. Çак ĕçе вăл вăхăтра Туçари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ педагог Мария Тимофеева хăйĕн пысăк тÿпине хыврĕ. +авна кура, ансамбль ертÿçин тивĕçне те ăнах шанса патăмăр. Малалла вара ансамбль пултарулăхĕ çултан çул аталанса, репертуар пуянланса пычĕ. Районта иртекен пултарулăх фестивалĕсене пĕрре те сиктермесĕр хутшăннă, кашни çул хамăр ялта йăлана кĕнĕ халăх уявĕсене тĕпчесе пуçтарса калăпласа сцена çине кăларнă: «Туй», «Çĕнĕ хăта», «Çăварни», «Мăнкун»… Пирĕн ялта уйрăмах «Раштава» вăйлă уявланă иккен. Çак уява кашни çулах ĕлĕкхи йăлапа ирттеретпĕр.
– Тĕлĕнмелле, Ираида Васильевна, çак ансамбльпе эсир ÿссе çитĕннĕ тесен йăнăш пулмасть пулĕ, шкул пĕтернĕ çамрăк хĕре çитĕнсе çитнĕ тесех калаймăн, мăшăр тупса çемье çавăрнă, иксĕр те «Ахах» ушкăнĕнче юрланă-ташланă, сирĕн ывăлăрсем те çак ушкăнрах ÿснĕ. Ахальтен мар асли Александр хăвăр çулпах кайса артист пурнăçне суйланă. Халĕ вара сирĕн мăнукăрсем те çак ушкăнрах ÿссе çитĕнчĕç.
– Чăнах та, хам телее те ĕçре тупрăм тесен тĕрĕсех пулать. Мăшăрăм Николай хам пекех юрра-ташша кăмăллаканскер пулнăран, чĕресем пĕр-пĕрин патне туртăнчĕç пулĕ ĕнтĕ. Вăл 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хăй тĕллĕн купăспа калама вĕреннĕччĕ. Ун чухне, сăмах май каласан, ялта купăс калакансем нумайăнччĕ, халĕ, ав, кăнтăрла хунарпа шырсан та тупма çук…
Коля шкулта чухнех мана, хăйĕнчен пĕр çул маларах вĕренсе пыраканскерне, куç хывнă иккен. Шăпасем пĕр-пĕринпе сисĕнмесĕрех çыхăнчĕç. Салтакран таврăнсан клубри пултарулăх юхăмне те, манăн пурнăçа та çăмăллăнах кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Пĕрле чухне çăмăлрахчĕ, паллах... Николай Васильевич пысăк тĕрев паратчĕ, пурнăçĕ те сцена çинче татăлчĕ темелле пуль – Комире иртнĕ фестивальтен таврăннă чухне çул çинче чĕри тапма чарăнчĕ, пулăшса ĕлкĕреймерĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ Саша ывăлăмпа унăн çемйи пулăшса пыраççĕ. Коля мăнукăмпа ашшĕ «Ахах» ушкăнĕнчех шутланса тăраççĕ, пĕр концертран та, пĕр конкурсран та юлмаççĕ. Тавах ачамсене. Ывăлăм мăшăрне те хамăр пеккине тупнă – иккĕшĕ пĕрле «Çавал» ушкăна тытса пынине пĕлмен çын çук пулĕ. Люба кинĕм – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Мăнукăмсем иккĕшĕ те музыка училищинче вĕренсе пĕлÿ илчĕç. Фольклор енĕпе аталанаççĕ, хăйсен ĕçне юратса тăваççĕ. Çамрăк хунав парка ÿсет – çавна кура «Хунав» çемье ансамбльне йĕркелерĕмĕр-çке. 2023 çулта çемье ансамблĕпе Мари Эл Республикинче пултăмăр, чăваш туйĕн йăли-йĕркинчен хĕр илме килнине кăтартса патăмăр, фестивалĕн 1 степеньлĕ лауреачĕсем пулса таврăнтăмăр.
Сергей ывăлăм укçа-тенкĕпе нумай пулăшу парать. Ку таранччен таçта та кайнă – ансамбле хутшăнакансене тăкаклантарсах курман.
– Чăнах та, Раççей шайĕнче иртекен фольклор фестивалĕсене хутшăнса ăçта кăна çитмен эсир ушкăнпа. +итĕ-нĕвĕрсем çинчен çырас пулсан, пирĕн хаçатра вырăн та çитмест пулĕ. Чи курăмлисене кăна каласа хăварăпăр кунта.
– Çапла, çитĕнĕвĕсем кашни çулах хушăнса пыраççĕ, миçе фольклор фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсем пулнине шутласа та кăлараймăн. Чылай çĕршыв шайĕнче е регионсем хушшинче иртекен мероприятисенче хамăр республика чысне хÿтĕлесе дипломсемпе хисеп хучĕсене ти-вĕçрĕмĕр. Пушкăрт Удмурт, Тутар, Коми республикисенче пулнă. Смоленск, Самар, Ульяновск тата Мускав облаçĕнчи хуласене çитнĕ. Пĕтĕмпе асăнса та пĕтереймĕн. Анчах чи хумхануллă та курăмлă самантсем паянхи кун та асрах...
1988 çулта Мускав облаçĕнчи Дубна хулинче иртнĕ фольклор фестивальне хутшăнтăмăр, унта эпир хамăр тăрăхри йăлапа иртекен «Çăварни» уявне кăтартса патăмăр. Ку ĕнтĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулчĕ, аякри çула тухса çÿллĕ шайра иртекен мероприятие хутшăнни хытах хумхантарчĕ, çав вăхăтрах çунат хушса хавхалантарчĕ.
Пĕрремĕш хут пысăк сцена çине тухни те манăçмасть – пире 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрне уçнă çĕре чĕнчĕç. Çакăн пекех пĕлтерĕшлĕ те хумхануллă самант – Шупашкарта иртнĕ парти обкомĕн съездĕнче хамăр программăна кăтартма пултарни.
2016 çулта Коломна хулинче иртнĕ халăхсем хушшинчи фольклор фестивалĕнче туй йăли-йĕркине кăтартса парса хамăр республика чысне хÿтĕлеме пултартăмăр. +имелли-ĕçмеллине чăн-чăн туй валли хатĕрленĕ пекех пуçтарса кайни усăллă пулчĕ – «Тараватлăхшăн» номинацире çĕнтерсе таврăнтăмăр, апат-çимĕçпе те пĕрремĕш вырăн илтĕмĕр.
Республика кунĕ ячĕпе иртекен пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнчен пĕрре те юлман. Юлашки икĕ çул кăна, шел, тухмаймарăмăр. Чылай çĕре çитнĕ, район, республика чысне хÿтĕлесе пысăк çитĕнÿсемпе таврăннă. Юлашки çулсенчен Оренбургра иртнĕ чăвашсен «Чÿклеме» уявĕнче пулнине уйрăмах палăртса хăварас килет. Унта хутшăнакансем пурте фонограммăсемпе юрлани тĕлĕнтерчĕ, пĕтĕм ушкăн хушшинче эпир кăна чĕрĕлле купăс каласа юрларăмăр, ташларăмăр. Мăнукăм Коля купăса çав тери лайăх калать-çке – куракансем пире тата та тата юрăсем шăрантарма ыйтрĕç, пĕрле такмаксем каласа ташларĕç. Юлашкинчен урама тухсах савăнтарса хăвартăмăр тăван кĕтесрен аякра пурăнакан чăвашсене.
- «Ахах» фольклор ушкăнĕ «халăх» коллективĕ ята çÿлти шайра тытни куçкĕретех. Тивĕçлипех панă сире ăна. Анчах та çак чыса тытса пыма çăмăлах мар пулĕ. Чапĕнчен ытларах ĕçĕ питĕ нумай пек туйăнать.
- Паллах, çăмăл мар. «Халăх» ятне пире 1991 çулта пачĕç. +ак ята кашни 3 çулта пĕрре çĕнĕ репертуар хатĕрлесе сумлă тÿресем умĕнче кăтартса парса çирĕплетес пулать. Паллах, маларах аталанса çитнĕ шайран пĕр шит те чакма юрамасть. Кăçал эпир, сăмахран, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа «Куççуль витĕр тухнă Çĕнтерÿ» композици кăтартрăмăр. Фольклор коллективĕ пулнă май, кунта халăх сăмахлăхне те, вăл вăхăтри чăвашсен юрри-ташшине те кăтартса памалла, йăла-йĕркесемпе çыхăнтармалла, тумтирне те кирлĕ пек шайлаштармалла.
Халăх коллективĕ, артистсен шайне кăшт çывхарсан та, халăх пултарулăхĕ çинче тытăнса тăрать – çынсен чĕререн тухакан юрлас-ташлас туртăмĕ çинче. Бюджечĕ те хамăртан тухать: костюмсем çĕлеме, аякри çулсене тухса çÿреме укçи-тенкине хамăрăн шырас пулать. Алă усса ларма вара вăхăт çук, мероприятисене хутшăнма хатĕрленни кирлĕ – репетицисем тăтăшах ирттермелле, репертуара çĕнетсе пуянлатса тăмалла, аваллăхран илнĕ юрă-ташăсене те манăçма памалла мар, пулас ăрусем валли сыхласа хăвармалла. Çулталăк вĕçĕнче вара хамăр ĕç-хĕл çинчен тĕплĕ отчет туса памалла.
Халь, авă, шухăша каятăп та тĕлĕнетĕп тепĕр чухне, хам ĕмĕрте миçе тонна кукăль-пÿремеч пĕçертĕм-ши, миçе хуран сăра вĕретрĕм-ши? Уявсемпе мероприятисем валли те, çул çине тухнă чухне те яланах апатне хамăр ха-тĕрлеме тăрăшнă... Хăв тăвакан ĕçе чĕререн юратмасан, ăна пĕтĕм чунпа парăнмасан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма та, ăнăçу çулĕ çине тăма та йывăр, паллах.
Чи хакли, чи пахи – «Ахах» фольклор ушкăнĕнче хам пекех ĕçе пĕтĕм чĕререн парăннă çынсем пурри, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, тĕрев парса пыни, çирĕп туслăхра пурăнни. Ансамбль пĕрремĕш утăмсем тунăранпах паянхи кунччен çав ушкăнра тытăнса тăракансем халĕ эпир иккĕн% эпĕ тата Королев Геннадий Васильевич. Хăйĕн тĕлĕнмелле вăйлă та уçă сассипе халĕ те куракансене савăнтарать вăл.
Фольклор ушкăнне хăйсен пултарулăхне хывса 40 çула яхăн пĕр тĕллевлĕ пулса малалла утăмлакансене ятранах асăнса, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каласа хăварас килет: Галинăпа Владимир Ердеменовсем, Алевтинăпа Петр Димитриевсем, Галина Петрова, Ираида Лазарева. Маргарита Тимофеевăпа пĕтĕм çĕнĕ номерсене малтан иксĕмĕр вĕренсе хатĕрлетпĕр, кайран ушкăнпа калăплатпăр. Çавăн пекех Галина Лазарева, Герман Цыганов, Алена Новикова, Елена Михайлова, Зинаида Новикова чăн-чăн хастарсем, вуншар çул пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Александрпа Николай Ильинсем тата Андрей Семенов, Шупашкарта пурăнаççĕ пулсан та, яла пăрахмаççĕ, репетицисене тăтăшах килсе коллектива савăнăç кÿреççĕ. Кашнинех тав туса çĕре çитиччен пуçăма таятăп. 50 çул хушшинче, паллах, пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисем те питĕ нумайăн... Пурин сăнарĕ те чĕререх упранать.
- Мĕн çинчен ĕмĕтленетĕр паян, Ираида Васильевна?
- Юлашки çулсенче пĕтĕм вăя тăван ялти культура çуртне çĕнетсе хăтлăлатас ĕçе патăм. Паянхи кун тĕлне нумай ĕç туни савăнăç кÿрет: клуба шалтан та, тултан та пĕтĕмпех çĕнетсе майларăмăр. Кăçал, ав, культура çурчĕ умне брусчатка сарса хăтлăлатрăмăр, астăвăм вырăнĕсене çĕнетрĕмĕр. Урамра сцена туса лартрăмăр. Çак тапхăрта ача-пăча площадкине туса пĕтерни ял кунĕ тĕлне кÿнĕ парне пекех пулчĕ. Ыран, ял кунне уявланă май, ăна савăнăçлă лару-тăрура уçăпăр. Ыранах «Ахах» халăх фольклор ансамблĕн ылтăн юбилейне те паллă тăвăпăр. Пурне те уява хапăл туса йыхравлатăп!
Ĕмĕтсем пирки калас пулсан, çакна палăртатăп – ялти культура вучахне сÿнме парас марччĕ, çакăн çичен ĕмĕтленетĕп. Хамăр ку таранччен пухнă ăс-хакăлпа илемлĕ пултарулăх опытне çамрăксене парса хăварсчĕ, тилхепене çирĕп алăна тыттарасчĕ. Анчах паянхи яш-кĕрĕм хушшинче хам ĕçе мелалла тăсма хапăл тăвакансене, шел пулин те, курмастăп.
Эльвира Анисимова
Июнь 2026 |
