Шăп 70 çул каялла, 1955 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, тĕне ĕненекенсем Питрав уявне паллă тунă кун Эйпеç ялĕнче пурăнакан Клавдия Григорьевнăпа Василий Степанович Пыркинсен çемйинче пĕрремĕш ача _ хĕр çуралнă. «+ĕнĕ кайăка» кĕтсе илнипе хĕпĕртенĕ, çичĕ пĕлĕт тÿпине çитичченех вĕçсе хăпарнă чухнехи пекех хăйсене телейлĕ туйнă ашшĕ-амăшĕ пурнăç парнеленĕ «тĕпренчĕкне» Валентина ят хунă, çурални çинчен калакан свидетельствăри пек чĕнес пулсан, хĕрупраçăн тулли ячĕ çапла пулнă - Валентина Васильевна Пыркина.
Килĕшÿллĕ мăшăрăн татах та пепкесем, пĕрин хыççăн тепри, çут тĕнчене килнĕ, йыш хушăнса пынипе çемье пысăкланнă. Юрату «çимĕçĕсем» тăххăра та çитнĕ, çав шутран саккăрăшĕ - хĕрсем, пĕри - ывăл, Пыркинсен йăх тымарне тăсаканни.
Нумай ачаллă çемьере Валентина чи асли пулнăран кил-тĕрĕшри ĕç-пуçсем, кĕçĕн йăмăкĕсене пăхасси, асăрхаса-сăнаса тăрасси - пĕтĕм яваплăх ытларах ун çине тиеннĕ. Валентина шкулта та тăрăшса ăс-тăн пухнă, класра чи малтан вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Шкул пĕтерсен малалла та вĕренме ĕмĕтленнĕ, чунĕ медицина еннелле туртăннă. Анчах ашшĕ-амăшĕн тĕллевĕсем урăхларах пулнă, курăнать. Вĕсем Вальăна пĕве кĕнĕ-кĕменех качча пама шут тытнă. «Мĕн тăхтамалли пур! Ара, хĕрĕ ĕçчен, вăл тума пĕлменни çук та пулĕ - пурнăç тытма пултарать».
Уйăх пек çутă сăнлă, хĕвел пек ăшă кăмăллă пике тĕлне йĕкĕчĕ те тупăннă. Ял-йышра ăста электрик пулнипе палăрма ĕлкĕрнĕ ял çамрăкĕ, Николай Осипов, çеçке çурнă кĕрен роза пек хитре те чипер хĕре алран вĕçертес темен, хăйĕн мăшăрĕ тума васканă. Амăшĕ качча тухма хистенине итленĕ Валентина та хăй килĕштернĕ, салтака ăсатса ярса кĕтсе илнĕ çамрăкпа çемье çавăрма кăмăл тунă. 1973 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче вĕсем пĕрлешсе хут куçарттарнă. Çапла хушаматне улăштарса Пыркинăран Осипова пулса тăнă. Çемье тимлĕх ытларах ыйтать, çавăнпа вĕренме каясси çинчен яланлăхах манма тивнĕ.
Валентина мĕн çамрăкранах тăван колхоз ферминелле хывăннă сукмака такăрлатнă, 10 çул ытла дояркăра вăй хунă. Унтан сысна ĕрчетнĕ çĕре куçнă. Хăйне шанса панă ĕçри тивĕçне чун-чĕре хушнă пек тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă вăл, ялан ырă тĕслĕхлисен йышĕнче пулнă. Ун чухне ялхуçалăх организацийĕсем хушшинче социализмла ăмăрту анлă сарăлнă пулнă. Ĕçлĕ тупăшура çитĕнÿсем тунăшăн, производствăри кăтартусене ÿстерсе, лайăхлатса пынăшăн пĕрре кăна мар чыс-хисепе, мухтав тата тав хучĕсене тивĕçнĕ. Пĕр çулхине ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнчен, «Чи лайăх свинарка» хисеплĕ ята çĕнсе илнĕскер, хĕрлĕ хăйăва кăкăрĕ умне çакса таврăннă.
Иккĕшĕ те колхозра вăй хунă май, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме те меллĕ пулнă ун чухне, çавăнпа Осиповсем темиçе ĕне, сысна, сурăхсем, йышлă кайăк-кĕшĕк тытнă. Çемйипе тăрăшса пахча çимĕç ытлă-çитлĕ туса илнĕ. Халĕ кил витисем пушаннă ĕнтĕ, мăшăрĕ чирлекеленипе ăна ытларах пăхмалла, выльăхĕсем нумаях мар та, çапах ĕçлемелĕх пур-ха, кун каçипе лара-тăра пĕлмест Валентина Васильевна. Калăпăшлă ĕçсем тунă чухне ачисем килсе пулăшаççĕ.
Пысăк çемьесенче çитĕннĕ Валентина Васильевнăпа Николай Васильевич Осиповсем хăйсем те йышлă ача çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс-тĕкеллĕн пурнăç çулĕ çине кăларнă, телей пиллесе мăшăрлантарнă. Хăй шкул хыççăн малалла вĕренейменшĕн пăшăрханса пурăннă амăшĕ пилĕк ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, те-мĕнле йывăр пулсассăн та, чăтнă, малаллах талпăннă. Çапла ачисене те йывăрлăхсене çĕнтерме, малашлăха ялан пысăк шанчăкпа пăхма вĕрентнĕ. Пăрчăкансем пекех ĕçченскерсем, вĕсем «тĕпренчĕкĕсене» те хăйсен тĕслĕхĕпе воспитани пама тăрăшнă.
Пĕрремĕш ывăлĕ Володя икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Инженер пулнă май ĕçпе таçта та çитсе курнă, чи асра юлнă вырăнсем _ Антарктида, Африка. Чăваш ывăлĕ хăйне валли пурнăç тума тутар хĕрне юратса качча илнĕ. Вăл çуралнă ялта çурт лартнă, анчах хăйсем çемйипех Хусанта ĕçлесе пурăнаççĕ, 4 ачана воспитани парса ÿстереççĕ. Тăван ене таврăннă чухне Володьăпа мăшăрĕ час-часах ачисене кăна мар, Осиповсен юратнă хăтипе тăхлачине те лартса килеççĕ. Ачисем пĕрлешсе мăшăрланнă хыççăн чăвашсемпе тутарсен çемйисем хушшинчи туслăх çирĕпленсех, Хусанпа Эйпеç хушшинчи çул кĕскелсех пырать.
Осиповсен ытти ачисен çемйисене илес пулсассăн та, тÿрех çакна палăртса каламалла: вĕсем йышлă тата интернационаллă! Наци енĕпе илсен те, пĕр çирĕп чăмăрта чăвашсемпе тутарсем кăна мар, вырăссем те пур, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăнаççĕ, тăванланнăранпах çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана кайсах çÿреççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ. Килĕштерсе пурăнассине ытларах витĕм кÿрекенни вара - Валентина Васильевна.
Осиповсен иккĕмĕш ачи Лена та Хусантах тымар янă, унăн та мăшăрĕ Тутарстан енчисемех, чăваш хĕрĕпе тутар каччин чĕрисем тахçантанпах ĕнтĕ пĕр кĕвĕллĕн тапаççĕ пĕр-пĕрне юратнăран, çур сăмахранах ăнланнăран, пурнăçри телей-савăнăçне ялан çурмалла пайланăран. Лена фармацевтика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ, ку профессипе чылай çул аптекăра ĕçленĕ, халĕ хитрелĕхпе илем индустрийĕнче тăрăшать, хĕрсемпе хĕрарăмсене илĕртÿллĕрех, япшартарах курăнма пулăшать. Вĕсен икĕ ывăл.
Ольга хĕрĕ хамăр республика тĕп хулине савнă, унта пурăнать, вăл - «Ренессанс» банкăн страховани агенчĕ. ,çре кăна мар маттур вăл, юрра-ташша та ăста. Пушă вăхăтра хамăр ентеш Диана Сусарина (Семенова) ертсе пыракан «Шуçăм» пултарулăх ансамбльне çÿрет, илемлĕ фильмсем ÿкернĕ çĕре те хутшăнать. Мăшăрĕпе 3 ачана кун çути панă, вĕсен 2 хĕр те пĕр ывăл.
Осиповсен тăваттăмĕш ачи - Валерий ывăлĕ - тутар хĕрне тĕл пулнă, ăна юратса мăшăр тума суйласа илнĕ. +утçанталăк газĕ енĕпе ĕçлекен аслă пĕлÿллĕ специалист, инженер, пур çĕрте те кирлĕ. Ялти ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне тĕрĕс-тĕкел тытса тăма, çĕнетсе хăтлăлатсах пыма ĕлкĕрет пулсассăн та, тĕп ĕç вырăнне Хусан хулинче тупнă. Вĕсен çемйинче икĕ хĕр.
Чи кĕçĕнни, Настя хĕрĕ, Канаш енчи пĕр ĕçчен те тараватлă чăваш каччипе мăшăрланнă, ача çуратнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнаççĕ, иккĕмĕш пепкине кĕтеççĕ. Мĕнешкел аван-çке вăл йыш хушăнни, ачасем - пурнăç чечекĕсем! Вĕсем мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ тăван ытларах пулать. Чăвашсем калашле% «Ыр тăван тăваллах туртать, нихăçан та пăрахмасть».
«Ытарма çук кăмăллă-çке пирĕн аслă аппа! Эпир ача чухне вăл пире мĕнле тим-лĕхпе пăхнă, халĕ те çаплах юлнă, кашнине валли вăхăт тупать пулăшма, ырă сĕнÿ-канаш пама, чуна уçса калаçма. Вăл пирĕншĕн анне вырăнĕнчех, темĕнле чаплă пурлăхран та, ылтăн-кĕмĕлрен те хаклăрах», - тет ытти çывăх тăванĕсен шухăш-кăмăлне пĕтĕмлетсе Валентинăн йăмăкĕ Лидия Васильевна.
Чăнах та, тăванпа тăван килĕшÿллĕ, чăвашсем калашле, пĕр çăвартан пурăннине мĕн çиттĕр; Ватлăхра пĕччен юлманни, тăван юнашар пулни темрен те паха, шанчăклă.
Ыран, утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Валентина Васильевна 70 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Ăна, çырла пиçнĕ вăхăтра çуралнăранах пуль çырла пекех хитре те пылак кăмăллăскерне, паллă кунĕ ячĕпе пĕтĕм тăванĕ, ачисемпе мăнукĕсем хĕрÿллĕн саламлаççĕ, хурçă пек çирĕп сывлăх, ик-сĕлми çăлкуç таппиллĕ вăй-хăват, вăрăм та тулли телейлĕ кун-çул, çутă ăраскаллă ĕмĕр сунаççĕ.
Светлана Быкова
Март 2026 |
