Республикăн тĕп хулинчи хальхи искусство центрĕнче Александр Аюкин ÿнерçĕ ĕçĕсен ятарлă куравĕ ĕçлет. Пирĕн районти Хурамал салинче çуралса ÿснĕ, сăнарлă курав тĕнчинче самаях курăмлă утăмсем тунă ентешĕмĕр хăй пурнăçĕн кĕске ĕмĕрĕнче сăнарлă пултарулăх тĕнчинче тунă çĕршер ĕçĕпе паллашакансем нумай пулни çак мероприятие халăх умне кăларма вăй-хал çитернĕ ÿнерçĕ мăшăрĕпе унăн Таня хĕрĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕннине палăртма сăмах та тупаймастпăр паян.
Йĕпреç тăрăхĕнчи чи пысăк салара çуралса ÿссе искусство тĕнчекурăмне чăн-чăн чĕрĕлĕх парас тĕллевпе ырми-канми тăрăшнă Александр Михайлович (вăл 1961 çулта çуралнă) тăван салари вăтам шкултан лайăх вĕренсе тухнă хыççăн салтакра пулнă. 1988 çулта вара Тверь хулинчи Венецианов ячĕллĕ ÿнер училищинчен диплом илсе тухнă. Çакăнтах вăл пĕр улшăнмасăр 40 çула яхăн ачасене ÿкерме вĕрентнĕ. Ĕçленĕ хушăрах Мускаври Шолохов ячĕллĕ патшалăх уçă университетĕнче пĕлÿ илнĕ, ÿнер графикин факультетне пĕтернĕ. Ăна тĕнчери ÿнерçĕ-педагогсен пĕрлĕхĕн членне илнĕ. Унăн ятне «Раççейĕн чаплă çыннисем» кĕнекене кĕртнĕ.
- Атте пурăннă чухне пĕрмаях Чăваш Ене таврăнасси, кунти ытарайми сăнарсене живопиç сăнарĕпе капăрлатасси, унăн мухтавлă çыннисен портречĕсене тăвасси пирки хăпартланса калаçатчĕ. Чиркÿллĕ Хурамал сали калама çук хаклăччĕ уншăн, - каласа парать Татьяна. Ара, пулас ăстаçă шăпах çакăнта, Элĕп шывĕ шăнкăртатса анаталла васканă вырăнта хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене тунă-çке. Вĕсенчен чылайăшĕнпе йĕпреçсем те паллашма ĕлкĕрнĕ. Александр Аюкинăн ĕçĕсене Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕн картинăсен галерейинче те кăтартнă.
Тăван тавралăх илемĕпе чун-чĕререн киленессине тĕпре тытнă искусство çынни тăрăшса та юратса çырнă картинисем чăннипех тарăн шухăш, ытарайми ĕмĕт-туйăм çуратаççĕ. Чылай ĕçĕнче вăл Алтшав улăхĕн куç ытамне кĕми анлăшне илĕртсе хăварма пикенни питĕ лайăх сисĕнет, тăван тăрăхăн чĕрĕлĕх сĕткенĕпе тулса тăракан ытарайми илемĕ ÿнерçĕне пĕр вĕçĕмех хавхалантарни вара пĕр ĕç хыççăн теприне çырма чăтăмлăхпа вăй-хал парса тăнă ăна, сăнарлă искусствăсăр пĕр самант та пурăнма тÿсĕмлĕх тупайман талантлă çынна. Хальхи искусство центрĕнче ĕçлекен çак курава тăван Йĕпреçре те йĕркелесе ирттерсен чăннипех те паха, пархатарлă пулнă пулĕччĕ.
Александр Аюкин, çутçанталăк ытамне тухсан, тавралăх илемĕпе киленме, унăн куçсене тыткăнлакан сăн-сăпатĕнче çĕнĕ сăнсем тупма юратнă. Курава пыракансем вăл тунă чылай ĕç хушшинче Хумпа Кĕтне юханшывĕсен улăхĕсенче ашкăрса ÿсекен, ытарайми чĕрĕлĕх кÿрсе çиçекен чечексене те курма пултараççĕ. +ав картинăсенче йывăр чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă ăста та нумай енлĕ ÿнерçĕ тăван тăрăх ытамне татах та татах килес шанăçпа пурăннине туйса илетпĕр.
Александр Аюкин тăмран тĕрлĕ кĕлетке ăсталама та юратнă иккен. Çĕршыври ку енĕпе йĕркеленĕ чылай курава хутшăннă. Жюри унăн ĕçĕсене тивĕçлипе хакланă, награда-чыславсăр таврăнман вăл çав куравсенчен.
Александр Михайлович хăй хыççăн мухтавлă, чĕрĕ йĕр хăварчĕ. Ентешĕсем унăн ĕçĕсене манăçа хăвармасса, вĕсемпе çамрăк-кĕрĕме паллаштарсах тăрасса шанас килет...
Ÿнерçĕн Алтшав улăхне илем кÿрекен хурăнлăх катине сăнланă ÿкерчĕкĕ умĕнче чылайччен чарăнса тăрса тарăн шухăша путса тăнă хыççăн çуралакан туйăмсене уçса памасăр уйрăлассăм килмест вулаканăмăрсенчен. Шăп та лăп çак вырăна татах килсе тухассăн туйăнать мана Александр Аюкин ÿнерçĕ. Вăл, çĕнĕ картина ăсталама хатĕрленсе çитнĕскер, Кĕтне юханшывĕ хĕрринче лартса хăварнă мольбертне илме кайнă та, пулас ĕçĕн проектне чун-чĕринче чĕртсе тăратнă май, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланса, хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне тытса юлнă сип-симĕс курăклă улăхпа васкамасăр утса пирĕн еннелле çывхарать пек... Хурамал салин нихăçан та кивелме пĕлмен çутă сăнарĕсене чĕрĕ вăй парас тĕллевпе çунатланнă ăстаçăна чăрмантармăпăр. Апла-тăк, вăл, ашшĕ-амăшĕн тăван кĕтесĕнчен вăй-хал илсе тăраканскер, хĕрхÿ туйăмне çиеле кăларса, çапла калатăр% «Аюк, ял-йыш парăмне хушса пырам мар-ха, ăна хамăн ăсталăхăмпа савăнтарсах тăрам...».
Геннадий Кузнецов
Март 2026 |
