Василий Николаевичпа Галина Васильевна Максимовсем - телейлĕ мăшăр. Ара вĕсем пĕр-пĕрне тĕл пулса хăйсен пĕртен-пĕр юратăвне тупнă-çке. Тупнă та, çухатман. Телейне куç шăрçи пек паян та упраççĕ.
Пурнăç çулĕ пур чухне те тикĕс те яка пымасть. Такăнасси те кашнинех пулать. Шăпа хатĕрленĕ чăрмавсене туслă çемье пĕрле парăнтарса пынă, савăнăçне те пĕрле пайланă - йÿççи те, пылакки те çурмалла. Çапла ир те каç, çума çумăн, алла-аллăн пĕр-пĕрне ăнланса, тĕрев парса, хавхалантарса 50 çул пĕрле пурăнать Пучинкере тĕпленнĕ мăшăр.
Максимовсен çемйинче тăватă ача çуралнă. Вĕсем пурте кĕтнĕскерсем. «Хăш вăхăтра ачасем ÿссе çитĕнчĕç, сисмерĕмĕр те, хамăр пĕрмай ĕçре пулнă», - аса илеççĕ халь юбилярсем. Василий Николаевичпа Галина Васильевна иккĕшĕ те тăван колхозра вăй хунă, кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Максимовсен ачисем хăйсем те тахçанах аллисене мăнуксене тытма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн мăнуксем пуррипе савăнать ылтăн туй кĕтсе илекен мăшăр. Йăх малалла тăсăлать, куншăн савăнмаллах.
Ачисене те, мăнукĕсене те Максимовсем мăшăрĕсемпе туслă, çураçура, хисепре, таса туйăмпа пурăнма хушаççĕ. Тата юратăва упрамалли çинчен асăрхаттараççĕ. Юрату пулсассăн - çемье те çирĕп пулать.
Анна Евграфова
Январь 2026 |
