НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Тăван хаçат чун-чĕрене уçать...»

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2025, 13:18 Просмотров: 88

Çĕнĕ çулталăкăн тепĕр çуррине шанчăклăнах пырса кĕтĕмĕр мар-и? Муниципалитет округĕн экономикине çĕклес тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшакан çынсем сăмаха çирĕп тытни савăнтарать, вăрманлă-юханшывлă, улăх-çарансемпе тулăх кĕтесĕм çĕнĕ çула кĕрес умĕн йышăннă  тĕллевĕсене сулмаклă ĕç кăтартăвĕсемпе çĕнсе илессишĕн вăй хуни камăн кăмăл-туйăмне çĕклемĕ ĕнтĕ. Эрнере пĕрре вулакан патне çитсе тăракан хаçат вĕсем çинчен хавхалануллăн çырассине тĕпе хурать. «Çĕнтерÿшĕн» пĕр номерĕ те кăмăл-туйăма çĕнĕ шая çĕклекен ырă хыпар-хăнарсăр тухманни -тĕлĕнмелле лайăх пулăм. Редацин пĕчĕк йышĕ çакна ÿлĕмрен те тĕпре тытĕ, вулакансемпе çырса тăракансен хушшинчи çыхăнусене курăмлăн тытса пырассине чи малтан хăйĕн тĕп тивĕçĕ вырăнне хурĕ.

Ялсене тăтăшах тухса çÿретĕп те, çынсемпе тĕл пулса калаçнă чухне вĕсем тăван тăрăх хаçатне мĕнлерех кăмăлпа йышăнса хак панине те илтсех тăратăп. Паллă, вăл е ку пичет кăларăмĕн кашни номерне пĕрешкел кăмăл-туйăмпа ырласа е хурласа кăна хаклани вăл вырăнсăр. Райхаçатра пичетленекен материалсен витĕмлĕхне, вĕсен тарăнлăхне ÿстерессишĕн журналистсемпе вулакансем хушшинче пыракан килĕшÿллĕ çыхăну-туслăх çирĕпленсех пыни куçкĕретех. Юлашки вăхăтра вырăнти  пичет ĕçĕпе кăсăкланакансен йышĕ палăрмаллах ÿсни - питĕ лайăх пулăм. +акна  ÿлĕмрен те ăша хывсах  ĕçлеччĕр хаçатçăсем, хăйсен ĕçне ыттисем хак панине курса-туйса тăччăр вĕсем.

2027 çулта тăван района йĕркелени 100 çул çитет. Мухтавлă юбилей умĕн хаçатра район çĕнĕ пулăмсен çулĕ çинче тунă малтанхи утăмсемпе, унăн пĕрремĕш пуçлăхĕсемпе паллаштарассине иккĕмĕш вырăнта хăвармĕ ĕнтĕ, унăн кашни номерĕнчех малтанхи маттурсем тунă пĕрремĕш тата сулмаклă  утăмсем çинчен каласа паракан, истори пулăмĕсене тĕрĕс çутатакан статьясем пуласса шанас килет. Ку ĕçре пичет хастарĕсене Йĕпреç тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсем, район архивĕн ĕçченĕсем калама çук пысăк пулăшу парасса шансах тăратăп.

Эпир, ку тарана çитсе тăван район пуçĕнче тăрса, хăйсен пĕтĕм пурнăçне Йĕпреç ен аталанăвне панă канăçсăр чун-чĕреллĕ хастар çынсем  çинчен тĕплĕн каласа парассине иккĕмĕш вырăна хăварса пынă мар-и. Пирĕн вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те ыттисене паллаштарассине черетлĕ куна кĕриччен  тăсса тăмалла-и. Вĕсем, парти, комсомол, ытти обществăлла вăйсем шаннă маттур çынсен кун-çулĕпе те паллаштарсах тăмалла вулакансен йышлă çарне. Çакна чун-чĕресен хистевĕпе туса пынă хушăрах хамăра канăçсăрлантаракан ытти ыйтусене те  хăюллăн çĕклемелле пичетре. Вырăнти хаçат çавăн чухне кăна хăйĕн çивĕчлĕхĕпе хастарлăхне палăрмаллах ÿстерме, çĕр-çĕр çын кăмăлне тивĕçтерекен ытти ыйтусене хăрамасăр çĕклеме вăй-хавхалану тупма пултарĕ.

Хаçатра тăрăшакансем хăйсем те вăхăтлăха та пулин чарăнман сулмаклă кун-çулăн  вирхĕнÿллĕ таппинче пĕр вырăнта тăпăртатса тăмаççĕ, çĕнĕлĕхсене, малтисенчен вĕренсе пырассине тĕпре тытнă май, хăйсем те  малтан малаллах талпăнаççĕ, ыттисенчен тĕслĕх илессинчен, вĕсен лайăх, пархатарлă енĕсене çул парассинчен пăрăнмаççĕ. «Пĕр ăс - лайăх, икĕ ăс тата лайăхрах» каларăш вара вĕсене çĕнĕлĕхсене алла илсех пымалли çинчен аса илтерсе тăракан  тĕп кăтарту шутланать.

Çĕнĕ ĕмĕр хистевĕ вырăнти хаçатçăсене те хăюллă çĕнĕлĕхсене шанчăклăнах çул пама йыхравлать.  Паянхи саманара унсăрăн витĕмлĕ утăмсем тума май çуккине хамăрах уçăмлăн курса тăратпăр-иç! Çĕнни хăех хăй çинчен систерсе-асăрхаттарса тăтăр, ăна вара хаçатçăсем хăйсемех алăкран тĕпелелле иртме çул уçса паччăр...

Унччен, КПСС идеологийĕ пуç пулса тăнă тапхăрта, çырăнтару кампанийĕ пынă вăхăтра  хăш кăларăма ытларах сарасси тĕп вырăнта тăнă мар-и. Халĕ çак «чиртен» вуçех хăтăлса çитрĕмĕр эпир. Паянхи  пичет витĕмĕ ку идеологие хирĕçлет,  кирек хăш вулакан та чи малтан хăйне килĕшекен хаçата çырăнса илме васкать. Анчах та,  пирĕн шутпа, муниципалитет округĕн хыпарĕсемпе паллаштаракан «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн вара районти кашни кил-хуçалăхрах пулнине нимĕн те çитмĕ. Пытармăпăр, Йĕпреç тăрăхĕнче пурăнакансем хушшинче район ертÿçинче камсем ĕçленине пĕлменнисем те пур-ха. Кунпа, паллах, килĕшсе ларма йывăр. Кăçалхи иккĕмĕш çур çултан пирĕн рете вулакансен çĕнĕ йышĕ хутшăнчĕ. Вĕсем, ентешĕсен ырă тĕслĕхĕсене чи малти вырăна хурса, хăйсене  шанса панă ĕçре хăйсен паха енĕсене туллин палăртасса, çав хушăрах «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕпе çирĕп çыхăну тытасса, хăйсен чун-чĕререн юратса пурнăçлакан ĕçĕсенче кирек хăçан та пуçаруллă пуласса шанас килет.

Геннадий Кузнецов,

пичет ветеранĕ, республикăри

культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3