Чăваш Тимеше кайсан, тĕл пулакан кирек камран ыйтсан та Зинаида Семеновна Фролова ăçта пурăннин хуравне парасса кĕтсе тăрса вăхăт çухатма никама та кирлĕ мар пек туйăнать. Кунта ăна палламанни-пĕлменни çуккине çавăнтах туйса илетĕн кăна мар, вăл хăйсен урамĕнче те ыттисенчен маларах тăнине çирĕплетекен уçă туртăм вăранать кăмăл-туйăмра. Çапла вара, хăйĕнпе курса пупличченех çак хĕрарăмра пытанса тăракан вăрттăнлăхăн темĕнле асамлăхĕ пуррине, вăл хăех ăна ыттисене каласа парас шанчăкпа хавхаланнине уçăмлăн туйса илме пуçлатăн мар-и?
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленме тытăнсан çут тĕнче ырлăх-киленĕвĕпе савăнма килнĕ Зинаида Раймова, паллах, ун чухне çакнашкал шухăшпа сикме пултарайман-ха ашшĕ ăсталаса панă çăка йывăççинчен тунă сăпкара киленсе ярăннă май. Хĕр пĕрчи умĕнче ÿлĕмрен юмаха аса илтерекен тĕнче çаврăнса тăма пуçлассине те ăша хывма мехел çитереймен вăл çав тапхăрта. Тĕлĕнмелле юмахра явăнакан вĕçĕмсĕр уçăмсăрлăх малтан та малалла чĕннĕ ăна палăрăмсăр тĕнче вăрттăнлăхĕ сарса хунă асамлă çул çине...
Тĕнче 5 çул каялла кăна хăрушă тăшман ункинчен хăтăлнине те, вăл пирĕн çĕршыва йывăр тĕрĕслевсем витĕр кăларнине те кайран çеç, тăван салари вăтам шкулăн кĕçĕн класĕсене çÿреме пуçласан тин ăшне хывма тытăннă Çемен Раймовăн пурне те асĕнче тытса юлма тăрăшнă вăтанчăк хĕрачи. Тăрăшуллăн, вĕрен-тÿ программипе пăхнă пур уроксенче те «лайăх» паллăсем кăна илсе пыракан Зина саккăр пĕтернĕ хыççăн, романтикăн йыхравлă чĕнĕвĕпе хавхаланса, çемьене пăртак та пулин укçа-тенкĕпе пулăшас тесе Дон çинчи Ростов хулине çул тытнă.
Вăрçă хыççăнхи тапхăрта юхăнтарнă хуçалăх тĕрекленсе-аталанса пыма тытăнсан иккĕленÿллĕ туртăм-туйăмран хăтăлса çитнĕ хĕр тек Чăваш Тимеш тăрăхĕнчен нихăш еннелле те тухса каяс темен, вăл Ростовран таврăнсан урăх ниçта та çул тытма шухăшламан, ăна Чашлама çăлкуçĕн чун-чĕрере ырă тĕллевсем çуратакан тĕлĕнмелле астармăшĕ çав тери илĕртсе тăнă.
Пĕтĕм республикипех чап-хисепе тивĕçнĕ Ильич ячĕллĕ колхозра ĕçлесе пенсие тухнă вăл. Паллах, ун чухне ача амăшĕсем паян туллин усă куракан пулăшусем пирки калаçу та пулма пултарайман. Анчах та сĕм юмахри пек киленÿллĕ ырлăх-тивлет çитессе, вăл хăйсен çемйине те савăклăх кÿрессе кĕтнĕ те, шаннă та кашни çулах ĕç минимумне тултарса пыракан 5 ача амăшĕ.
Кунта улăштармасăр çырса кăтартни вăл - Зинаида Семеновна мĕн шухăшланине хальхи тапхăрта пулса иртекен уйрăм пулăмсемпе çыхăнтарнине пĕтĕмпех арканма тесе шухăшланă çĕршывра пулнă палăрăмлă улшăнусене тĕпе хурассинчен пăрăнмасăр иртни вырăнне йышăнса хаклăпăр.
Лару-тăру темĕнле сиксе тухнă пулсассăн та, Чăваш Тимешре 1974 çулта йĕркеленнĕ Раймовсен çемйи колхоз историйĕн çĕнĕ страницисене çырма тĕлĕнмелле хастарлăхпа хутшăннине, вăл аграри тытăмне хăйĕн хавхалануллă вăйне туллин пама тăрăшнине çырмасăр иртеймĕпĕр.
Кил хуçи мăшăрĕ, Вячеслав Фролов, пирĕн районти паллă çĕр ĕçченĕ пулнă, вăл Йĕпреç тăрăхĕнчи тырра сортласа тасатакан агрегата пысăк тухăçлăхпа ĕçлеттерекен ăста машинист, ăна темиçе хутчен те Ильич ячĕллĕ колхоз правленийĕн Хисеп хăмине кĕртнĕ. Шел, çитмĕл урлă каçнă ветеран халĕ чирлет, вăраха тăсăлса пыракан амакпа кĕрешет.
Зинаида Семеновна хăй, ăста пахчаçă тата тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерме вĕренсе çитнĕ маттур хĕрарăм, 5 ачине тĕрĕс воспитани парса ÿстерме, мăшăрĕпе пĕрле паянхи кунччен икĕ çурт лартма ĕлкĕрнĕ кăна мар, 3 ывăлĕпе 2 хĕрне те аслă пĕлÿ пама вăй-хал çитернĕ.
Асли, Валерий - инженер-энергетик. Ун хыççăнхи - Света, менеджер. Таня - ятарлă институтра радиологика енĕпе диплом илнĕ, Сергее анлă тавракурăмлă пулни питĕ нумай пулăшать. Андрей университет пĕ-тернĕ, Мускавра пурăнать.
- Ачасем пурте çемьеллĕ, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентсе ÿстертĕмĕр, çынна, кÿршĕсене пулăшассине тĕпре тытаççĕ. Кирек кама та тăванлăхпа туслăх аллине тăсса пама хатĕр вĕсем. Ачасем çук пулсан, кил-хуçалăха çапла çавăрса лартма вăй-хăват çитереес çукчĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах ачисем çемйисемпех ашшĕ-амăшĕн кĕтесне килеççĕ, пире тĕрлĕ ĕç туса пулăшмасăр каймаççĕ нихăçан та, _ кăмăл евĕклĕхне ирĕке ярса калаçать пирĕнпе кил хуçи хĕрарăмĕ. - Хăй вăхăтĕнче, çан-çурăмра тĕ-лĕнмелле вăй-хал тапса тăнă чухне, килте выльăх-чĕрлĕхне те йышлăн усранă. Эпир, пĕртăвансем, тăван-пĕтене тĕрлĕ майпа пулăшу парассине паян та чун-чĕререх тытатпăр...
Зинаида Семеновна кил-хуçалăхри ĕç-пуçпа кăна лăпланса ларакан, урама тухсан, ытти çынсем çинчен йĕплесе-шÿтлесе калаçакан хĕрарăм мар. Вăл хăйне лăпкă та ирĕклĕ тытать, Чăваш Тимешри культура çурчĕн «Эревет» халăх фольклор ушкăнне миçемĕш çул çÿренине тĕплĕн татса калаймарĕ.
- Кăмăл-туйăм юрласа та ташласа тăрать, - тет кун пирки ыйтса пĕлме тытăнсан. - Ĕлĕкех пирĕн йăх-ăратра юрра, музыкăна кăмăллакансем пулнă. Василий Раймов вара чăвашăн юрă-кĕвĕ искусствинче хăйĕн йĕрне хăварчĕ. Унăн пултарулăхĕ пире хавхалантарать кăна мар, хамăра та сцена çине тухма кăчăк туртсах чĕнет. «Эреветпе» таçта та çитсе куртăм, чăвашсем йышлăн тĕпленнĕ тĕрлĕ кĕтесре пулса, вĕсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе кăсăклантăм. Йăхташăмăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе халĕчченех интересленетĕп, вĕсен лайăх май-меслечĕсене хамăр патра та вырăн парассишĕн хыпăнатăп...
Зинаида Семеновна хăйне чыслă та таса тытма пĕлни ăна нумай çылăхран пăрăнса иртме май панине темиçе хутчен те асăнчĕ. +ыннăн кирек хăçан та тĕрĕс те тÿрĕ кăмăллă пулмалла. +авăн чухне вара сан çумна нимĕнле пылчăк та çыпăçаймĕ.
Чи малтан шухăшпа та пулин çылăха кĕме тăхтаса тăрасчĕ те, çук вĕт, таса мар ĕçне тăвичченех шутласа хуратпăр-çке апла тусан капла пулать тесе. Зинаида Семеновнăн çак сăмахĕсене хамăн та ăшра яланлăхах вырăн парас кăмăлăм хĕвелленчĕ. Чăннипех ырă кăмăллă та тараватлă, çынсене хавхалану кÿме пĕлекен çын пурăнать Чăваш Тимеш салинче. Вăл çак тапхăрта юбилей ячĕпе яракан ăшă сăмахлă саламсене тараватлăн йышăнчĕ. Кÿршисем те, аякри тата çывăхри тăванĕсемпе хурăнташĕсем ăна хисеплесе ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Пирĕн вара ăна юбилей ячĕпе чунтан, сăпайлăн пуç тайса саламласа, пурнăç çулĕпе малалла та çакăн пек тараватлăх-вашаватлăхпах ярăнса утма ырлăх-сывлăхпа телей, сÿнми кил ăшши сунасси кăна юлать...
Геннадий Кузнецов
Июнь 2025 |