Тахçантанпах кĕтнĕ кун тинех çитрĕ - Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра «Деревня Нижние Абакасы, поселок Молния, история и современность» кĕнеке кун çути курчĕ. Унăн авторĕ – Чăваш Енри паллă таврапĕлÿçĕ, педагог, журналист, тăван тăрăхра мухтава тивĕçлĕ çынсем çинчен сумлă тĕпчев ĕçĕсем çырса ятне палăртма ĕлкĕрнĕ, «Исчезнувшая, но не забытая деревня Салакасы», «События и судьба Янышского края», «Акрамовская волость в истории Чувашии» кĕнекесене кун çути кăтартнă Геннадий Васильев.
Вăл чылайранпа ĕнтĕ Кушлавăш хутлăхĕнче тĕпленнĕ чăвашсен кун-çулĕпе кăсăкланать. Пĕчĕк Упакассипе Йĕпреçре Геннадий Леонидовичăн çывăх тус-юлташĕсем, тăванĕсем пурăнаççĕ.
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕчĕк Упакассинчи культура çуртĕнче Геннадий Васильевăн çĕнĕ кĕнекипе паллаштарас тĕллевпе ятарлă наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ, унта пĕчĕкупакассисемпе çиçĕмкассисем кăна мар, Шупашкартан, Йĕпреçрен килнĕ официаллă çынсемпе хăнасем те йышлăн хутшăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн яваплă çыннисем те çак мероприятие килме вăхăт тупнă.
Калаçăва вăраха тăсса яриччен çакна та палăртса хăварар-ха, Пĕчĕк Упакасси ялĕпе +иçĕмкасси поселокĕнчи çынсем пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленĕренпе шăпах 75 çул хыçа юлчĕ. «Путиловка» колхозăн сулмаклă аталанăвне калама çук пысăк тÿпе хывнă çынсен паттăрлăхĕпе хастарлăхне тĕпчесе, публицистикăн витĕмлĕ жанрне – очерка тĕп вырăна хурса çырнă ку кĕнеке шăпи кăсăк та пархатарлă килсе тухасси иккĕлентермест пире. Пĕчĕк Упакассинчи культура «вучахĕнче» ирттернĕ тĕлпулу уçăмлăн та витĕмлĕн çирĕплетсе пачĕ çак шухăш тĕрĕслĕхпе çыхăннине. Культура çуртне килнисем чи малтан хĕвеллĕ çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçса пуç хунă ентешĕсене асăнса лартнă мухтавлă та сăваплă вырăна чечек çыххисем хунă хыççăн зала пуçтарăнчĕç. Хăйĕн пархатарлăхĕпе, мухтава тивĕçнĕ ĕçĕсемпе ентешĕсен умĕнче тахçанах палăрма ĕлкĕрнĕ Владимир Марушев (вăл +иçĕмкассинче çуралса ÿснĕ) хăйсен сăваплă та мăнаçлă кĕтесне хаклакан кĕнеке çырасси хăçан пуçланни çинче чарăнса тăчĕ. 2008 çул пуçлансанах вăй илнĕ шухăш-тĕллев тĕпчевĕ вара 17 çул иртсен вĕçленнипе кăмăллă юлнине пайăррăн палăртса хăварчĕ Владимир Марушев, асăннă кĕнекене кăларассишĕн ыттисенчен ытларах çине тăнă маттур чăваш.
Тăхăр пайран тăракан кĕнекере истори пулăмĕсем вырăн тупнă, таврапĕлÿçĕ çул-çыравĕнче çырăнса юлнă паллă пулăмсене илсе кăтартнă, кайран, аграри тытăмĕ вăй илсен, хуçалăх мĕнлерех аталанса пынине тĕрĕс те витĕмлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетессине тĕп вырăна хунă. Журналист Пĕчĕк Упакассине кăна мар, ку тăрăхра йĕркеленнĕ +иçĕм поселокĕ, Çĕнĕ Туçа ялĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, асăннă хутлăхра совет влаçĕн çулĕсенче ачасене пĕлÿ парасси, халăх сывлăхне сыхласси, культурăпа массăллă ĕçсем çинчен çырса кăтартнă. Çавалпа Кушлавăш юханшывĕсен уçлăхĕнчи алĕç ăсталăхĕ, ремесла ĕçĕ, суту-илÿ мĕнлерех çулпа аталанса пынине уçса пама самаях ырă тĕслĕхсем тупнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пынă çулсенче вара +иçĕмкасси поселокĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕ çумĕнче вырнаçнă аэродромра çапăçу тактикине алла илекен курсантсем пурăннă-мĕн.
Геннадий Васильев «Паллă çынсен галерейинче» Кушлавăшпа Пăтавăш, Хурашывпа Вĕлтрен юханшывĕсен çывăхĕнче хăйсен пурнăçĕсене пуçланă мухтавлă ентешсем çинчен çырса кăтартни уйрăмах кăсăк та илĕртÿллĕ. Акă, юстицин аслă канашçи Георгий Петров (Пĕчĕк Упакасси), Хăрушсăрлăх комитечĕн сотрудникĕ Владимир Тазенов (Пĕчĕк Упакасси), хими ăслăлăхĕсен кандидачĕ Анатолий Ефремов инженер-химик, ялхуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Максимов (иккĕшĕ те Çиçĕмкассинчен) тата ыттисем те чăннипех те пысăк ăсталăх пухнă мухтавлă ĕçченсем. Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкасси çыннисем Михаил Иванов ÿнерçĕпе Ольга Терентьева юрăçăпа, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕпе Владимир Ивановпа тата ытти мухтавлă ентешсемпе чăннипех мăнаçланаççĕ. Çак çынсем хăйсен пурнăçĕнче çав тери сумлă та капашсăр пысăк ĕçсем туса чапа тухнă.
Кĕнекене чăвашсен пĕрремĕш священникĕн, Пĕчĕк Упакассинче çуралса ÿснĕ, чиркÿсенче тăван анне чĕлхипе кĕлĕсем ирттернĕ Митрофан Дмитриевăн кун-çулĕпе паллаштаракан очерка кĕртни те çав тери халавлă. Кунтах районти «+ĕнтерÿшĕн» хаçатра 29 çул тĕп редакторта тăрăшнă Серафим Ефимовăн виçĕ тĕрленчĕкне кĕртни те вырăнлă пулса тухнă.
+иçĕмкасси поселокĕнче çуралнă, колхоз аталанăвне, парти çул-йĕрне тĕрĕс тытса пырассишĕн хăйсенчен мĕн ыйтнине пĕтĕмпех тăвассине чи кирлĕ вырăна хунă пĕрремĕш активистсене, Василий Новикова, Константин Маргинова, Андрей Ивановпа Алексей Симбирскине, Федор Захаровпа Михаил Петрова паян ăшшăн аса илни хăех мĕне тăрать!
Питех те кирлĕ, витĕмлĕ ĕç туса Пĕчĕк Упакассипе Çиçĕмкассинче пурăнакансене савăнтарнă Геннадий Васильева пархатарлă та халавлă парне кÿме ăсталăхпа чăтăмлăх çитернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç пухăннисем. Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов кĕнеке авторне, ял-йыша пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, малашлăхри тĕллевсене пурнăçлассишĕн ÿлĕмрен те çанă тавăрсах тăрăшма пиллерĕ.
Тухса калаçакансем, çĕнĕ кĕнекене ял-йыш умне кăларассишĕн çанă тавăрсах ĕçлекенсене чунтан тăрăшнăшăн халал-пил сăмахĕсемпе савăнтарнăшăн Геннадий Васильев, Владимирпа Эдуард Марушевсем ентешсемпе ĕçтешсене, пĕрлехи çулпа малалла та тăвалла утса çĕнĕ ÿсĕм-çитĕнÿ тума хавхалантарнă ял-йыша ăшпиллĕн те кăмăллăн саламларĕç.
Культура çурчĕн çĕнетнĕ сцени çине вырăнти халăх таланчĕсем тухсах тăчĕç, хăйсен репертуарĕнчи юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Йĕпреç районне туса хунăранпа тепĕр икĕ çултан пĕр ĕмĕр çитет. Пуçласа район йĕркеленнĕ хыççăнах унăн пĕрремĕш пуçлăхĕ Василий Александрович Еремин пулнă. Çиçĕмкасси поселокĕнчен анлă та сарлака пурнăçăн кăткăс çулĕ çине шанчăклăн тăнă райĕçтăвком ертÿçи яваплă тилхепене çирĕп тытнă. Пирĕн шухăшпа, Кушлавăшпа Хурашыв юханшывĕсен тăрăхĕнчен малашне те шанчăка чун-чĕрере тасан упракан çынсем тухĕç.
Республикăри паллă таврапĕлÿçĕ кирлĕ материал шыраса тĕрлĕ архивсенче пулса курнă Геннадий Леонидович тĕлпулура тăван тăрăх историйĕпе, унăн чаплă çыннисен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тарăннăн паллашни шыравра çав тери тĕп вырăн йышăннине уçса пачĕ, хальхи саманара вăл е ку кăларăма вулакан умне кăларма пĕрре те çăмăл маррине, укçа-тенкĕ нумай кирлине уçăмлатма та ĕлкĕрчĕ. Ку енĕпе илсен, Марушевсем – Владимирпа Эдуард – хăйсене тивĕçекен нухрата тупма май çитернĕ, тăкаксене саплаштармалли меслетлĕхе шыраса вăхăт çухатас темен. Çĕнĕ кĕнекене алла тытса курас тесе шухăшлакансен шута илесчĕ çакна, ял-йышшăн, тăван тăрăхшăн калама çук вышкайсăр пысăк ĕç тунă маттурсен пуçарăвне хаклама манас марччĕ.
Пĕчĕк Упакассинчи тĕлпулура сăвă кăмăллакансем йышлă пулнине шута илсе, хамăн çак статьяна Геннадий Васильева халалланă акросăвăпа вĕçлĕп,
Графсем сана хăйсен йышне илесшĕн,
Ĕçÿпеле çÿлте эс вĕсенчен.
Никам пĕлменнине тупас тĕллевшĕн
Ниме тумашкăн çынсене чĕнен.
Аçу-аннÿн пилне тасан упратăн
Демократла хавхалану пуртан.
Иртместĕн чăнлăхран, унра куратăн,
Йăлт тĕрĕсси килет вăл чăнлăхран.
Татулăх туйăмне вараламасăр
Утсамччĕ малалла та çак çулпа.
Сана сăпайлăн пуçăма таймасăр
Ăçтан юлайăн сÿрĕк кăмăлпа,
Марушевсем сĕнеççĕ ал мана,
Архивçă туянасшăн çĕн ана!
Геннадий Кузнецов
Июнь 2025 |