Улăх-çарана иленнĕ ирхи тĕтре сирĕлнĕ хыççăн Çармăс тăрăхĕн ытарми ытамне кĕрсе ÿкнине сисмерĕмĕр те. Ялхуçалăх культурисен уйĕсене йышăнакан комиссин тĕп ĕçне округ пуçлăхĕ Игорь Семенов ертсе пычĕ.
Тĕрĕслеве «Заря» агрофермăран пуçлани савăнтарсах ячĕ кунти тыр-пул ăстисене, çавăншăн мĕнлерех хăпартланни Рафис Айсынăн çак сăмахĕсенчен уçăмлăн палăрса тăчĕ% «Хам вăрман тăрăхĕнче ĕçлеме тытăннăранпа кăçалхи тĕрĕслеве нихăçанхинчен тĕплĕнрех ха-тĕрленнине астумастăп та эпĕ. Хăш-хăш çулсенче ятарлă комисси пирĕн тăрăха килсе те курман. Эпир пуррине шута илессине асра та тытмастчĕ вăл».
Рафис Гильметдинович хăй ертсе пыракан аграри предприятийĕнчи механизаторсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсем çуракинче усă курнă çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Аграри тытăмĕнчи уйрăм вăрттăнлăхсене те уçса пачĕ ку тăрăха Каçал енчен килнĕ ĕçчен тутар. Паянхи куна илсен, агрофирма усă куракан ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăкĕ 700 гетартан та иртет. Выльăх апачлĕх культурăсем йышăнакан пусăсен лаптăкне çултан çул ÿстерсе пыраççĕ агрофирмăра. Кунта кăçал та 100 гектар куккурус акса хăварнă. Вăл пĕлтĕр уйрăмах тухăçлă çитĕннĕ-мĕн. Унпа пĕлсе тата вырăнлă усă курни вăрман тăрăхĕнче пурăнакансене ашлăх самăртакан вăкăрсен продуктивлăхне палăртмаллах ÿстернине витĕмлĕ тĕслĕхсемпех çи-рĕплетсе пачĕ пуçлăх. Агрофирмăра çурхи тулă та, сăра тăвакансем валли хатĕрлекен урпа та, ытти культурăсем те тухăçлă ÿсеççĕ иккен. Рафис Айсын вĕсен уйĕсене те илсе кайса кăтартрĕ. Хуçалăхра кĕçех выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх тĕрлĕ йышши апат хатĕрлеме тытăнĕç. Яваплă тапхăра кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ смычкăсемпе малиновкăсем ятарлă техникăна хĕл кунĕнчех юсавлисен ретне лартнă. «Пĕлетĕр-и, кăçал пур çĕрте те çурхи культурăсем тухăçлă çитĕнеççĕ. Кĕр тыррисем пирки каламăпăр та, вĕсем самаях пысăк тухăç пама шантараççĕ, - терĕ «Империя» агрофирма ертÿçи Андрей Курников, хăйсен хуçалăхĕн уйĕсене çитсен. - Эпир кăçалхи тĕрĕслеврен ăнăçлă тухрăмăр тетĕп. Выльăх-чĕрлĕх апачлĕх пусăсен лаптăкĕсем чун-чĕрене ырă хавхалану парса тăраççĕ. Техникăлла культурăсен уйĕсем те кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Кăçалхи кĕркунне пире самаях шанăçлă тухăçпа савăнтарас шанчăка çухатмастпăр-ха. Куккурус, пăрçа пуссисем çине пăхсан, ырă туйăмсем çуралаççĕ». Агрофирма пуçлăхĕн çак сăмахĕсене пĕтĕм кăмăлтан, ырласа та хавхаланса йышăнас килет, вĕсем çĕнĕ тапхăр çулĕпе утакансен пуласлăхне шевле сапса тăнине уçăмлăн сиссе-туйса илтĕмĕр эпир...
Йĕпреç тăрăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене иккĕмĕш пурнăç паракан «Пионер» агрофирма пуссисене пăхса çĕкленÿллĕ туйăмпа хавхаланма мĕнлерех кăмăллă пулчĕ пире. Николай Николаев директор ертсе пыракан малĕмĕтлĕ предприятин пултаруллă çыннисем хăйсем тытса пыракан çул-йĕртен нимĕн чухлĕ те пăрăнманни питĕ лайăх сисĕнет-çке. «Пионер» агрофирмăра ял хуçалăх культурисем те, техникăллă культурăсем те тухăçлă çитĕнеççĕ, вĕсем кĕр мăнтăрĕпе вырăнти кĕлетпе ампарсене пысăк тухăçпа савăнтарасси пĕрре те иккĕлентермест.
«Патман» кооперативăн уйĕсем те хаваслă туйăм кÿреççĕ. Комисси пайташĕсем сысна ĕрчетекен «Рассвет» предприяти уйĕсене те лайăх хак парса йышăнчĕç, «Трудовик» агрофирмăра та кăçалхи акана ăнăçлă вĕçленине, çакăн хыççăнах калчасене пăхса ÿстерес ĕçе кÿлĕннине палăртрĕç.
Тĕп калаçун пĕтĕмлетÿл-лĕ ĕçĕ Пăкăян тăрăхĕнче вĕçленчĕ. Йышлă ушкăна явăçтарса ирттернĕ тĕрĕслев хаклавĕ çакăн пек йышăну патне пырса тухрĕ, чăваштимешсен пуссисем - чи лайăххисем! Андрей Валерьевич пуçлăх статья пуçламăшĕнче тÿртен, пĕр пытармасăр калани тÿрре тухрĕ иккен. Çак çĕнтерÿ кĕркуннепе тĕл килессе мĕншĕн ан савăнтартăр.
Геннадий Кузнецов
Июль 2025 |