Чăваш Çармăс ялĕнчи ĕç ветеранĕ Роза Ильинична Перепелкина çине пăхсан çичĕ теçетке çул урлă каçнă тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Хăйĕн çулĕсене кура мар, кирек епле ĕçре те хастар вăл, пурне те пултарать, çирĕп ăс-тăнпа палăрать, тĕнчери хыпарсемпе куллен-кун интересленсе тăрать. «Мĕн ачаранах ĕçшĕн çуннă, ĕçпе савăннă, ĕçре чуна йăпатнă», - тет вăл.
Чăнах та, хамăр таврари чи ĕçчен çынсенчен пĕри тесе хаклас килет ман ăна, Илья Силвестровичпа Мария Алексеевнан йышлă çемйинче çуралса ÿснĕскерне. Ун чухне ялти кашни çемьере тенĕ пекех 5-6 е ытларах та ача пулнă. Пурне те лайăх çитĕнтерме, тумлантарма, пăхса ÿстерме çăмăлах пулман пулин те, йыш хутшăннишĕн никам та кулянман. Икĕ хĕр те пилĕк ывăл çитĕннĕ çемьере. Роза ииккĕмĕш ачи пулнă, хĕр çурални ашшĕ-амăшне савăнтармаллипех савăнтарнă. Ара, хĕр ача амăшне пулăшаканĕ-çке...
«Эпĕ ыттисенчен хăвăртрах аталаннă, чăтăмлă пулнă, – ача чухнехине аса илет ялта теветкеллĕхĕпе палăракан сумлă та вашават ĕç ветеранĕ. - Çавăн пек пултăрччĕ малашне те. Çынсене вĕçĕмсĕр пулăшма май килсен, пурне те ырă тусан, ачасемпе мăнуксемшĕн мĕнпе те пулин усăллă пулсан, вара эпĕ хама чи телейли тесе шутлатăп».
Ĕç стажне тăван ялти «Çĕнĕ вăй» колхозран шутлама пуçланă унăнне, вăл çамрăклах дояркăра вăй хунă. Самар облаçĕнче сухăр юхтарнă çĕрте те тăрăшнă пĕр вăхăт. Çемье çавăрсан Саратов облаçне куçса кайнă та 32 çул фермăра доярка, выльăх пăхакан пулса ĕçленĕ, ялан малти ретре пулнă. Унтан каллех çуралнă яла таврăннă.
Роза Ильинична мăшăрĕпе 3 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте тăван килтен кайнă ĕнтĕ, хăйсен йăвисене çавăрнă. Асли, Николай, Тольяттинче ĕçлесе пурăнать, Анатолий Мускавра тĕпленнĕ, Надя хĕрĕ Астрахань облаçĕнче. Халĕ унăн 5 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать кинемей. Уявсенче яла амăшĕ, асанне-кукамăшĕ патне васкаççĕ. Ялтах хунав яман пулсан та, ачисем амăшне тăтăшах пулăшаççĕ.
Пурнăçăн илемне, шел те, хуйхăллă пулăмсем кĕтмен çĕртен килсе хупăрлаççĕ. Унăн мăшăрĕ, Иван тете, йывăр чире пула пурнăçран ир уйрăлчĕ, Лена йăмăкĕн ĕмĕрĕ те кĕске пулчĕ, кăçал тата Славик шăллĕ те пурнăçран уйрăлса кайрĕ. +апах Роза аппа хуйха ĕçпе, ачисемпе, çывăх тăванĕсемпе, тусĕсемпе пусарать.
Яланах кил-çурт хăтлăхĕшĕн тăрăшать, пахчара хитре чечексем çитĕнтерет, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăк пек пулма пĕлет. Роза аппа пĕччен пурăнсан та, пур ĕçе те вăхăтра тума ĕлкĕрет. Тата пĕр кун сиктермесĕр ял клубĕнчи хÿтĕлев каррисем çыхакан пункта васкать. Тепĕр чухне кунĕпех пĕччен ĕçлени те пулкалать, кулянмасть вăл уншăн, ара, салтаксене пулăшасси тĕп вырăнта пулнине чунĕпе туйса тăрать.
Ятарлă çар операцийĕ часрах вĕçлентĕр тесе хăй мĕн таран пулăшу кÿме пултарнине пĕтĕмпех тăвать. Салтаксем патне волонтерсенчен ыхра, салă, хăй ÿстернĕ çырласенчен хатĕрленĕ варени, салат, типĕтнĕ чей курăкĕ, чăлха-нуски чылай парса янă, шучĕ те çук, укçи-тенкине те шеллесе тăмасть, кашни уйăх-рах сетьсем валли материал туянма парать.
«Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси - пирĕн тивĕç, - тет Роза Ильинична. - Фронтшăн пурин те пĕрле тăрăшмалла. Çĕнтерĕве пĕрле çывхартмалла».
Тамара Протасова
Май 2025 |