«Анне, эпĕ çĕршыва сыхламасан, кам сыхлать?». Кун пек сăмахсем каласа ятарлă çар операцине тухса кайнă çамрăк Малиновка, Смычка ялĕсенче сахал мар. Анне чĕри çурăлса тухасла ыратсан та, ачисем хăйсен утăмĕсене тунă, Тăван çĕршыва ырми-канми хÿтĕлеççĕ.
Шкултан таврăннă чухне клубăн чÿречи çутă пулнине асăрхарăм. Унăн пĕр пĕчĕк пÿлĕмĕнче ял çыннисем ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Лента касаççĕ, кирлĕ пек çавăраççĕ те пĕр çĕрелле хурса пыраççĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр механизм ĕçлет тейĕн.
«Ачасем хăвăртрах килччĕр тесе тăрăшатпăр, - шăплăха татрĕ малтан кÿршĕри Галя аппа. - Урăх пĕр шухăш та çук пирĕн», «Çĕнтерĕве çывăхлатас тетпĕр», - хуравларĕ Еня инке те. Пĕрин ывăлĕ, теприн кÿрши тата теприн аякри тăванĕ – пурне те пĕр тана хурса кашни салтакшăн тăрăшать ял çынни. Кашниех тăрăшса хăйĕн ĕçне тунине курсан, чăнах та, кунта чăн-чăн патриотсем пуçтарăннă тени тĕрĕсех.
Малиновкăпа Смычка – район центрĕнчен инçе вырнаçнă ялсем. Апла пулин те ял халăхĕ, «Эпир инçетре», - тесе лармасть, ятарлă çар операцийĕнче тăракан салтаксене май пур таран пулăшать. Тăрăшакансем каласа панă тăрăх, чи малтанах вĕсем Ирçе Çармăса сеть çыхакан çĕре çÿренĕ. Çулĕ инçе пулнипе унта çитсе килме çăмăлах пулман пулсан та, машин тупса час-часах кайнă. Çÿресен-çÿресен хамăр патри клубра тĕпленме шутланă. Пĕлтĕр çулларанпа клуба ĕçе çÿренĕ пекех хĕрарăмсем сеть çине çыхмалли пайсене хатĕрлеме çÿреççĕ. Лентисем пĕтсе çитсен те ахаль лармаççĕ вĕсем. Ал ĕçĕ тăваççĕ. Фронта чăлха-нуски те парса яраççĕ. Сеть валли материал туянма укçа-тенкине те пуçтаса параççĕ.
Нумаях пулмасть пирĕн тăрăхран гуманитари пулăшăвĕ кайрĕ. Унта икĕ ялĕпех пурте кар тăрса кам мĕн пама пултарать çавăнпа тивĕçтернĕ.
Хальхи саманара аякра тăракан çын сахал. Пĕчĕк ялсен пысăк пулăшăвĕ те çĕнтерĕве çывăхлатма пулăшать, часах пурте киле таврăнас шанăçа çирĕплетет.
Мария Орлова,
Липовка шкулĕ
Август 2026 |
