НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Поэт пурнăçĕ - пуласлăхра

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2025, 14:13 Просмотров: 599

Хăйĕн ĕмĕрĕнче çĕр-çĕр сăвă, вун-вун поэма шăрçаланă, тăван  ялĕнче - Хумри Ишекре пурăнакан  канăçсăр чун-чĕреллĕ ентешĕсем - тыр-пул ÿстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, кермен çуртсем лартма вĕренсе çитнĕ ылтăн алăллă платниксем çинчен шутне тахçанах манăçа хăварнă очерк-тĕрленчĕк çырнă Гаврил Спиридонович Лосев - Луç Кавĕрли, Гаврил Луç мĕн паянчченех ырлăх-сывлăхлă çÿренĕ пулсан, кăçалхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче тăхăрвуннă тултармаллаччĕ.

Çурхи тĕнче чĕрĕлĕвĕпе пĕр вăхăтра çут тĕнчене килнĕ сăвăçăмăрăн кун-çул каçалăкĕ те çуркуннех, 2019 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Чĕрĕ çутçанталăкăн çак тапхăрне вăл уйрăмах хытă юрататчĕ, ахальтен мар ĕнтĕ унăн  ансат пĕлтерĕшлĕ, анчах шухăша яракан хайлавĕсенче çĕр-аннемре сипет-чĕрĕлĕх кÿрекен çур кунĕ тĕп вырăн йышăнать. Кĕтрет çути пек ялтăрса çиçекен тăван тавралăхпа, ял çуммипех юхса иртекен Хум юханшывпе киленсе, кунти улăх-çарансен тулăхлăхĕпе мăнаçланса, васкамасăр утса çÿреме юрататчĕ Патман вăрманĕ хĕррипе, пĕр-пĕринчен юлас темесĕр ăмăртса çÿлелле кармашакан яштак хырсем çине киленÿллĕн пăхса, йĕрке хыççăн йĕрке туптаса кăларатчĕ ял-йыш юратакан Гаврил Спиридонович _Степанида Никитичнăпа Спиридон Иванович Лосевсен йăх-ăратлăх чыс-сумне çÿле çĕклесе тасан упрама килнĕ ывăлĕ.

Сăвап сире уй-хир, вăрман-çаран,

Эсир пире вăй-хал парса ÿстернĕ.

Илемлĕ Хум... Хĕвел хĕртсе пăхсан,

Юлташсемпе ĕçрен килсен, ялан

Эпир унта шыва кĕрсе чÿхеннĕ.

Ашшĕ-амăшĕн, çывăх тăванĕсен кĕтесне чун-чĕрере тытассине тĕп тивĕç туса хунă сăвăç кăна çакăн пек ансат йĕркесем çырма ăсталăх çитерет. Эпир çак куплета Гаврил Луçăн малтанхи сăввисенчен пĕринчен илтĕмĕр. Хăй вăхăтĕнче ку хайлав Шупашкарта кун çути курнă  «Çеçпĕл çеçкисем» кĕнекере çапăнса тухнăччĕ. Ун хыççăн ял «шăпчăкĕ» поэзин асамлă тĕнчине кĕрсех ÿкрĕ. Республикăн тĕп хулинче пичетленекен хаçат-журналсенче вырăн тупакан сăвви-поэмисене вулакансем килĕштерсе йышăнатчĕç, Гаврил Спиридонович патне, Хумри Ишеке, Чăваш Енĕн пур  районĕнчен те тенĕ пек çырусем килсех тăратчĕç. Пĕр хушă ялти вулавăшра ĕçлени вара ăна  çăлкуç таппи пек тапса тăракан хавхалану панине пытармастчĕ вăл. Кайран, Хумри Ишекри клуб пуçлăхне лартсан, хăй тавра литературăпа музыкăна кăмăллакан яш-кĕрĕме  явăçтарни, вĕсемпе культура ĕçне самана хистенĕ пек йĕркелеме тăрăшни, çамрăксемпе концерт-спектакльсемпе Йĕпреç тăрăхĕнчи ялсемпе поселоксене тухса çÿрени, литература каçĕсенче хăйĕн пĕрремĕш сăввисемпе паллаштарни çинчен мана та пĕрре кăна мар каласа кăтартнă аслă юлташăм. Сăмах майăн каласан, эпĕ унпа иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен варринче пуçласа тĕл пулнă та, иксĕмĕр хушăмăрти туслăх вăл çут тĕнчерен уйрăлса кайичченех тăсăлчĕ. Паян та Гаврил Луçăн çывăх тăванĕсемпе тытакан çирĕп çыхăнăва татман. Хум хĕрринчи авалхи чăваш ялне сăвăçăмăрăн юратнă мăшăрĕ - Лидия Ивановна пурăннă чухнех кайса çÿренĕ. Пĕччен кăна мар, Шупашкартан ятарласа килекен поэтсемпе пĕрле% Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Гаврил Спиридоновичăн кашни кĕнекине хак пама вырăнлă сăмах тупатчĕ.

Чăрсăр вăхăта ĕрĕхсе чупакан ăйăр пек чарса тăма çук. Васкать те васкать вăл кăвар шăратакан Хĕвел çулĕпе, кĕмĕл мерчен тăкакан уйăх орбитипе. Лидия Ивановнăпа Гаврил Спиридоновичăн кил-çурчĕ те Парнас сăрчĕ çинчен аннă малĕмĕтлĕ çамрăксене алăк уçса кĕтсе илме пăрахнă. Юрать-ха, юратса пĕрлешнĕ мăшăрсем çуратса ÿстернĕ икĕ ывăлĕ _ Артурпа  Руслан хăйсен çемйисемпе килкелесех тăраççĕ. Икĕ ывăлĕ те пурнăçăн анлă çулĕ çинче шанчăклă утăмсем тăваççĕ, сулмаклă çитĕнĕ-вĕсемпе тăванĕсене, ял-йыша савăнтараççĕ. Ял сăвăçĕ чăваш вулаканĕсене 10 кĕнеке парнелеме ĕлкĕрнĕшĕн чи малтан Артурпа Руслана таса кăмăлран çĕкленсе тухакан ăшă туйăмпа тав тумалла пирĕн.

Кунта манăн Гаврил Луçăн пĕр енлĕ пултарулăхне çеç хак памалла мар пек туйăнать.Турри чăннипех иксĕлми талант парнеленĕ ăна. Луç вăл - ăста  купăсçă та, тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтерме вĕренсе çитнĕ мичуринçă та, кĕрĕк-çĕлĕк çĕлекен маттур çĕвĕçĕ те. Акă мĕнле  кăмăллă сăмахсем тупать куккăшĕ пирки Гаврил Луç аппăшĕн мăнукĕ, «Гаврил Луç поэтăн хăйевĕрлĕхĕ» кĕнеке авторĕ Наталия Чангина, Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕн сотрудникĕ: «Гаврил Спиридонович пуçланă ĕçе тĕплĕн, вĕçне çитиччен тăвать, ыттисенчен те çавнах ыйтать, хăйĕн икĕ ывăлне те яваплăха туйса пурăнма вĕрентсе çитернĕ. Çĕр ĕçĕнче те, кил хушшинче те ачисем вĕсемшĕн пурнăç тĕрекĕ: Энтрипе Роман мăнукĕсем, икĕ кинĕ - çавсемпе пуян та телейлĕ куккапа инке...».

Пĕтĕмпех тĕрĕс. Кунта ÿстерсе е ытарлăн калани нимĕн те çук. Лосевсен ăрăвĕн çĕнĕ хунавсем çÿлеллех, хĕвел еннеллех туртăнасса шанас килет.

Куккăшĕ пурăннă чухнех унăн ячĕпе лартнă палăк вырăнне хурса хаклатăп эпĕ Наталия Чангинан тĕпчевне. Хурамалта та, Хумри Ишекре те çав кĕнеке тăрăх ятарлă вулавсем ирттернĕ.

Гаврил Луçăн архивĕнче Чăваш халăх поэчĕ +емен Элкер ял сăвăçĕ патне янă çырусем упранатчĕç. Кун пирки вăл «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçатĕнче» асаилÿсем çырса кăларнăччĕ. Семен Васильевич Кавĕрле  тусăн çамрăклăхра çырнă хайлавĕсене те тĕплĕн тишкерсе хакланăччĕ. Мухтавлă ентешĕн ăшпиллĕ сăмахĕсене çилпе вĕçтерсе яман Гаврил Спиридонович  - вăл тăван поэзире тивĕçлĕ вырăн тупнине унăн Шупашкарти тĕрлĕ издательствăра кун çути курнă йышлă кĕнеки уçăмлăн çирĕплетет.

«Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕ хăй вăхăтĕнче хастар ялкорсене чыслама +емен Элкер ячĕллĕ преми тунăччĕ. Лауреатсем хушшинче Гаврил Луçăн ячĕ те пур.

Пĕтĕмлетерех каласан, самана уттипе тан ĕлкĕрсе пыракан, çынсене кăсăклантаракан хайлавсем çыракан пултаруллă çын пулнă вăл, ĕмĕрне  Хумпа Кĕтне хутлăхĕнче ирттерме шăпа тухнипе кăмăллă юлнă сăвăç, прозаик тата  журналист. Гаврил Спиридонович чĕри тапма чарăничченех паллă çыравçăсемпе çыхăну тытнă.  Хăйĕнпе тĕл пулсан, вăл Чăваш халăх писателĕсемпе: Илпек Микулайĕпе, Александр Артемьевпа, Лаврентий Таллеровпа, Юхма Мишшипе, çавăн пекех Уйăп Мишшипе, Куçма Чулкаçпа, Аркадий Казановпа, Аркадий Лукинпа çырусем çÿретнине калатчĕ. Çывăх тăванĕ, филологи ăсталăхĕсен кандидачĕ Вячеслав Ендеров халăхран тухнă талантăн тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне кăмăла каймалла уçса панине те манăç чатăрĕ хыçне пытарса хăвармастчĕ. Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере «Сонетăмсем - çунатăмсем» кĕнекин ырлав умсăмахĕшĕн тав  тăватчĕ... Унпа ăмăртмалла тенĕ пекех, Галина Раевская çамрăк тĕпчевçĕ те сонетçăн хайлавĕсене, хаклав али витĕр кăларса,  çапла çырать: «Çÿлти Турă пÿрни сăвăçа поэзи каçалăкне уçма май туса панă. Вăхăт иртнĕçем хăй тĕллĕн вĕренсе илемлĕ сăмах асамĕпе вулакана тыткăнлама пултарнă поэзири  кăткăс тытăмлă сонет шайне хăпарни - хăй пархатарлă ÿсĕм...».

Сăмах авăртса пултăр тесе çырмасть çапла тĕпчевçĕ. Гаврил Луç тăван литература йĕтемĕ çинче ятран лартнă  капанра _ тулли тĕшĕллĕ кĕлтесем. Поэт  хывнă çул тусанпа витĕнмĕ. Вăл пире тĕлĕнтермĕшсемпе пуян пуласлăха илсе çитернĕ. Ял сăвăçĕ умĕнче пуçĕсене çĕре çитичченех  таякансем пур чухне Луç аллинчен тухса ÿкнĕ кĕсле  хĕлĕхĕсене татакан çамрăксем пуласса мĕншĕн шанас мар;

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3