Çынна телейлĕ пулма мĕн кирлĕ-ши, çамрăкрах, айванрах çын телей мул-пурлăхра, укçа-тенкĕре тейĕ. Пурнăç çулĕ тăрăх утса хура-шурне астивни вара çирĕп çемье, юратнă ĕç, тус-тăван пурри, ачасемпе мăнуксем çумра пулни, юратнă мăшăрпа пĕрле ватлăха кĕтсе илни чăн-чăн телей тейĕ.
Пĕчĕк Патăрьелĕнче пурăнакан Михаилпа Ольга Шухеевсем те пĕр-пĕрне тĕл пулнишĕн шăпана тав тăваççĕ. Çак кунсенче хисеплĕ мăшăр ылтăн туй кĕрекине ларса уява паллă турĕ.
Сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, çемье ăшшине тытса пыма пĕлнипе ырă ят çĕнсе илнĕ Шухеевсем. Ольга Алексеевна Çĕнĕ Кĕлĕмкасси хĕрĕ. Çемье пуçĕ Михаил Михайлович Чăваш Тимешре çуралса ÿснĕ. Çемье вучахне вара Пĕчĕк Патăрьел ялĕнче чĕртнĕ - кунта вĕсем хăтлă çурт çĕклесе лартнă, икĕ ывăл ÿстерсе ура çине тăратнă, вĕсене воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă. Пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшÿлĕх, пĕрне-пĕри ăнланма-шанма пĕлни çемье тĕреклĕхĕн никĕсĕ пулса тăнă, 50 çул пĕрле тату пурăнма вăй-хăват панă.
Вăйпитти вăхăта иккĕшĕ те ĕçре ирттернĕ вĕсем. Михаил Михайлович «Гвардеец» колхозра тата Йĕпреçри тырă йышăнакан пунктра ĕçленĕ. Ольга Алексеевна психикăпа неврологи интернатĕнче вăй хунă.
Çемье юбилейĕпе мăшăра Энтриел тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Лаврентьев саламланă. «Сирĕнтен тĕслĕх илмелле паянхи çамрăксен! Çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнса тÿрĕ çултан пăрăнман эсир, ачăрсене ăс-тăн, воспитани парса ÿстернĕ, юратнă ĕçре ырми-канми тăрăшнă. Сирĕн юрату та ылтăн пекех питĕ çирĕп пулнине ĕнентерсе патăр. Эсир чăннипех хисепе тивĕслĕ», - тенĕ Александр Михайлович Шухеевсене саламласа парне панă май. Ăшă сăмахпа пĕрле мăшăра Йĕпреç муниципаллă округ пуçлăхĕн Игорь Семеновăн Тав çырăвне панă.
Аллă çул каялла пĕрлешсе пĕр çулпа утма пуçланă мăшăрăн халĕ 5 мăнук. «Мул-пуянлăх мар, çемьере, ачасенче, мăнукĕсенче - чăн-чăн телей», - тепĕр хут çирĕплетрĕç 50 çул пĕрле пурăнакан Ольгăпа Михаил Шухеевсем.
Анна Михайлова
Апрель 2025 |