Юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕренекенсем тăван яла илем кÿрес тĕллевпе урама çÿп-çап пухма тухнă. Ачасем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне тата ача-пăча лаптăкне çитнĕ.
Аслă вăрçăра паттăррăн çапăçса нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 80 çул çитет. Ку пысăк та сумлă уяв. Вăрçă паттăрĕсен ячĕсене манăçа кăларма юраманнине, вĕсем пирĕн пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллеменнине ялан асра тытмалла, асăну палăкĕсене тата ун йĕри-тавралăхне тирпейлĕхре тытмалла. Çакна тахçанах ăша хывнă шкул ачисем. Хĕлле те палăк умне юрпа витĕнме паман вĕсем.
Ялта ача-пăчана, çамрăксене валли выляма-канма тунă лаптăка та çÿп-çапран пĕр ÿркенмесĕр тасатнă çамрăк экологсем. Ĕçрен хăрамаççĕ маттурсем! Хăйсенчен кĕçĕнреххисене лайăх тĕслĕх кăтартаççĕ. Хăш-пĕр çитĕннĕ çыннăн та шкул ачисенчен тĕслĕх илсен юрĕччĕ. Кашни хăй ÿкернĕ çÿппе çĕклесен, чăнах-та, урамсем тасарах пулĕç.
Çамрăксем тирпей-лĕхшĕн, çутçанталăк тата тавралăх илемĕпе йĕркелĕхĕшĕн пăшăрханни, вĕсем ял урамĕсене тасарах тăвассишĕн тăрăшни, субботниксене хутшăнса хăйсен тÿпине хывни савăнтарать.
Анна Михалова
Апрель 2025 |