НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вилĕмсĕрлĕхе куçнă ятсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.03.2025, 15:03 Просмотров: 1935

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă-пуçланманах Йĕпреç тăрăхĕнчи вăйпитти арçынсем те, алла хĕç-пăшал тытса, хаяр тăшмана - фашизма хирĕç пĕр çын пек пулса карах çĕкленнĕ. Пĕтĕм халăх кĕрешĕвĕн айккинче тăрса юлма пултарайман вулакансене çĕнĕ хыпарсемпе тивĕçтерекен сăмах ăстисем те.

Акă, район хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ пулнă Илья Корнилов политбоецсен йышĕнче пулса, малтанхи кунсенчех хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Шел, хĕвеллĕ Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен Чăваш Тимеш салинче çуралса ÿснĕ салтак: 1942 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл тан мар çапăçусенчен пĕринче паттăррăн пуç хунă. Илья Кузьмич тытăçусенчен кăшт пушаннă вăхăтра çĕрпÿртре дивизи хаçачĕ валли статьясем çырнă, батальон командирĕ таран ÿснĕ ентешĕмĕрĕн фронтра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартакансем çинчен  çырса кăтартмалли тупăнсах тăнă ĕнтĕ. Сăмах майăн калас-тăк, Илья Кузьмич Çĕнтерĕве çывхартма курăмлă тÿпе хывнă хушăрах чăваш журналистикинче те паллă йĕр хăварнă% Йĕпреç хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ вăрçăччен Канашри вакунсем юсакан заводра тухса тăнă «На стройке» хаçата алă пусса кăларнă. Асăннă предприятин историпе таврапĕлÿ музейĕнче унăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кĕтес те пур...

Вăрçă çулĕсем район хаçачĕ умне пысăк йывăрлăх кăларса тăратнине пăхмасăр, «Колхоз пурнăçĕ» (иртнĕ ĕмĕрте, малтанхи çулсенче ăна çак ятпа илсе  тăнă вулакансем) хĕрÿ вăхăт таппине çутатакан хыпарсем валли кашни номертех пĕчĕк  мар лаптăксем хăварнă. Редакци çумĕнчи литпĕрлешÿ хăйĕн хĕрÿлĕхне палăрмаллах ÿстернĕ çав тапхăрта. Пăшалпа кăна мар,  хĕрÿ перопа (калемпе) çапăçакан авторсен хушшинче поэзире малтанхи утăм тăвакан çамрăк сăвăçсем те пулнă. Хаяр тăшман пирĕн çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕриччен вĕсен сăвви-кала-вĕсене кун çути кăтартсах тăнă редакци. Вăл кашни номерте тенĕ пекех фронтран килекен, тар шăрши витĕрех çапнă хайлавсене вырăн панă. Вăрçă çулĕсенчи патриотизм лирикинче уйрăмах сÿнми йĕр хăварнă авторсенчен Каçал тăрăхĕнчен çырса тăнă (ун чухне Каçал енĕн пĕр пайĕ Йĕпреç районне кĕнĕ), тĕрлĕ фронтра хăюллăн çапăçакан Михаил Митрофанов (Хурăнай Мишши), Василий Викторов (Çиçĕм Ваççи), Иван Алексеев-Анатри, Василий Дмитриев (Юманкка), Григорий Рикмас, Глеб Марушев, Трофим Иванов-Таçук ячĕсене пайăррăн асăнса иртни вырăнлă пулĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тăван тăрăха каялла таврăнайман, анчах тÿсĕмсĕррĕн кĕтекен Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса çирĕппĕн шанни фашист пульли вăхăтсăр татнăран вĕçленеймесĕр юлнă сăвви-калавĕсене мĕн паянхи кунчченех вилĕмсĕрлĕх парса тăрать. Çапла çырнине çирĕплетсе пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартăпăр. 1961 çулта Мускаври Политика литературин издательствинче «Говорят погибшие герои» кĕнеке тухнă. Унта пирĕн районти радиохыпарлав редакцийĕнче  вăрçăччен  ĕçленĕ Иван Алексеев-Анаткас поэт çинчен çырнă статья та пур. Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăк ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк поэт тата журналист чăваш поэзийĕнче самаях палăрма ĕлкĕрнĕ пултаруллă автор пулнине Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши хăйĕн публицистика жанрĕпе çырнă статйинче витĕмлĕн çирĕплетсе панăччĕ.

Кунта Алексей Рогожин (РАВ) поэта та кĕртсе хăварни сăваплă пулĕ. Пăлапуç Нурăсри  (Патăрьел р-нĕ) ирçе çемйинче кун çути курнă сăвăçăн мордва литературинче хăварнă еткерлĕхĕ сумлă та пуян. Вăл çавăн пекех Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине ирçелле чи ăнăçлă куçарнă автор,  ăна Саранскра тухса тăракан «Сятко» («Хĕлхем») журналта Тăван çĕршывăн аслă вăрçичченех пичетлесе кăларнă. Тĕпчевçĕсемпе критиксем çирĕплетнĕ тăрăх, Алексей Рогожинăн куçарăвĕпе танлашаканни паянхи куна çитсе те тек çук. Талантлă поэт вăрçăн виççĕмĕш çулĕнче фронта кайнă, хăй ĕçленĕ Ирçе Çармăс шкулĕнчи ĕçтешĕсем патне  виçкĕтеслĕ çырусем ярса тăма та вăхăт тупнă. 1944 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Украинăри Дрогобыч хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура унăн пурнăçĕ татăлнă.

Ирçе Çармăс салинчи вулавăш Алексей Рогожин ячĕпе хисепленет. Вырăнти вăтам шкулăн таврапĕлÿ музе-йĕнче поэт-салтакăн паттăрлăхне халалланă стенд пур.  Мордва патшалăх кĕнеке издательствинче «Алексей Рогожин - мой друг» повеç кун çути курнă хыççăн Чăваш çĕршывĕнче пултарулăх çулĕ çине тăнă ентешĕмĕр çинчен лайăхрах пĕлекенсен çемйи ÿсрĕ. СССР халăх художникĕ Наум  Лисогорский 1944 çулхи пуш  уйăхĕн пуçламăшĕнче ирçе сăвăçĕ çапăçакан çар чаçĕнче пулнă, Алексей Рогожинпа куçа-куçăн тăрса калаçнă, юлашкинчен унăн портретне çырнă. Вăрçă хыççăн сăрă ăсти хăйĕн ĕçĕсен ятарлă куравне йĕркеленĕ, унта çав портрета та кĕртнĕ. Кун пирки хăй вăхăтĕнче «Москва» журналта тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ.

Район хаçачĕн çулăмлă çулĕсенче тухса тăнă кăларăмĕсен тĕркемĕсене çиелтен кăна тишкерес пулсассăн та çакна тÿрех асăрхатăн: унăн кашни номерĕнче тенĕ пекех Çĕнтерĕве çывхартма, тискер фашизма тĕп тума чĕнекен шухăшлă статьясемпе литература хайлавĕсем (сăвă-калав, халăх сăмахлăхĕ, фольклор жанрне  çывăх çивĕч, питлевлĕ такмаксем) пичетленнĕ. Ку енĕпе Николай Волков (Кашкăр Микули),  Кузьма Сергеев (Турхан), Василий Иванов (Хурамал) уйрăмах тăрăшуллă пулнă.  Каярахпа ку ĕçе Николай Кудрявцев (Йăлăм) тата Феодосия Чугунова пуçаруллăн хутшăннă.

Пĕтĕмлетсе калас-тăк, çĕршыв çийĕн хура пĕлĕтсем явăнса тăнă тапхăрта, ытти МИХсем пекех, «Колхоз пурнăçĕ»  хаçат та синкер самана кăларса тăратнă çивĕч ыйтуран пăрăнса иртмен,  редакцин  пурнăç шкулĕнче пиçнĕ маттур «хыпарçăсем» вара фронтра та, тылра та хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн пама пултарнă. Совет халăхĕ тăватă çулталăка тăсăлнă юнлă кĕрешÿрен çĕнтерÿçĕ ялавне  çĕклесе тĕнче умне никам çĕнейми вăй пулса  тухнинче çĕр-анне-мĕре кăкăрĕсемпе хупланă вилĕмсĕр паттăрсен, çав йышра район  хаçачĕ çитĕнтернĕ  хастарсен тÿпи çав тери пысăк.  Эпир вĕсене кашнинех ятран пĕлме тивĕçлĕ.

Геннадий Кузнецов    

21 февраля 2025 г.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4