Кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕ уçăлнăранпа 45 çул çитет. Халăх депутачĕсен район Канашĕн ĕçтăвкомне çав тапхăрта ертсе пынă Пантелеймон Михайлович Ермошкинăн пуçарăвĕпе тунăскер, вăл кĕске хушăрах çулçÿревçĕсемпе туристсене тата таврапĕлÿ ыйтăвĕсемпе кăсăклантаракансене кăчăк туртсах илĕртекен вырăн пулса тăчĕ. Ку музей пирки республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем кăна мар, центрта тухакан тĕп хаçатсем - «Правда», «Известия», «Комсомольская правда», «Сельская жизнь», «Советская Россия» таранах çырнине манса кайман-ха эпир. Журналистсем вара Пантелеймон Михайловича аваллăхпа паянхи тапхăра килĕшÿллĕн çыхăнтарма пултаракан, çакăнта вара пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене çутçанталăка сыхласси, çĕре упрасси, таврари сывлăш тасалăхĕшĕн кĕрешесси вырăннех хурса йышăнаканпа танлаштарчĕç. Лайăх астăватăп, этнографи музейĕн алăкне яриех уçса янă малтанхи кунсенчех Йĕпреçе чăвашсен паллă драматург-çыравçи, Чăваш Ен халăх писателĕ, ЧР Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ Петр Николаевич Осипов килнĕччĕ. Сумлă хăнана пирĕн тăрăхпа паллаштарас тĕллевпе чĕнсе илекенĕ Аркадий Самарин ÿнерçĕ пулнăччĕ. 45 çул каяллахи тĕлпулăва тепĕр хут куç умне «чĕртсе» кăларма тивĕçлĕрен тивĕçлĕ сăлтав тупăнчĕ пирĕншĕн: çак кунсенче республика общественноçĕ П.Н. Осипов çуралнăранпа 125 çул çитнине чыслăн паллă турĕ...
Хăй каланă тăрăх, Петр Николаевич пирĕн тăрăха пĕрремĕш хут кăна килмен иккен. Йĕпреçре республикăри II колхоз театрĕ ĕçленĕ çулсенче унăн репертуарĕнчи сумлă драматургăн пьесисем тăрăх лартнă спектакльсем те пулнă. Вĕсенчен паллăраххисенчен çаксене палăртса иртни вырăнлă: «Айдар», драма, «Икĕ каччăн пĕр шухăш» камит, «Ылханлă йăх» трагеди. Драматург Йĕпреçри театрăн тĕп режиссерне Василий Фролова тата вăрманти поселокра чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пыракан артистсене хăй çырнă пьесăсенчи сăнарсене мĕнлерех калăпламалли çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарнă. «Айдар» драмăн пĕрремĕш вариантне, «Пирĕн пурнăç хăтлăхра» тесе ят панине, Йĕпреçре те, ун тулашĕнчи ялсенче те темиçе хут вылянипе ĕшенмерĕç артистсем, - аса илнĕччĕ музейăн картинисен галерейинче ирттернĕ тĕлпулура Петр Осипов. - Кайран, драмăра парта идеологийĕн, социализм реализмĕн витĕмĕ çителĕксĕр тесе, ăна çĕнĕрен юсаса çырма хушрĕç. Нимĕн тума та çук, пьеса ятне улăштарма, ăна «Айдар» ят пама тиврĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çав спектакле хаваспах йышăнчĕ самаях пысăк тÿрлетÿсем кĕртнĕ, пьесăн тĕп сăнарне класс тăшманĕн вырăнне йышăннă хыççăн. Чăваш халăх писателĕ Аркадий Самаринăн ятарлă куравĕпе киленсе паллашрĕ çавăн чухне. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тĕрлĕ жанрпа çырнă ĕçĕсем умĕнче чылайччен шухăша кайса тăнă хыççăн ÿнерçĕне хă-йĕнпе юнашар лартсах кăмăллăн тав турĕ, сăнарлă искусствăра тата та пысăкрах çитĕнÿсемпе савăнтарма ăнăçу сунчĕ.
«Маттур, маттур, шăллăм, хăй вăхăтĕнче театрта вылярăн, декорацисем хатĕрлерĕн, халĕ живопиçпе графика тĕнчинче, скульптурăра самаях палăрăмлă утăмсем тăватăн, - çурă-мĕнчен лăпканă май, васкамасăр калама тăрăшрĕ Петр Николаевич. - Тăван аппан ывăлĕ çакăн пек тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ хыççăн тепĕр хут çамрăклантăм мар-и;»
Акă мĕн пĕлтĕм: Петр Осипов - Аркадий Самаринăн тăван куккăшĕ иккен. Унăн аппăшĕ Куславкка тăрăхĕнчи Кутемер ялĕнчен Сĕнтĕрвăрринчи Çатракассине качча тухнă-мĕн. Аркадий Алексеевич театрпа, сăнарлă искусствăпа туслашнинче куккăшĕн тÿпи калама çук пысăк иккен. Хусанта чăвашсен пĕрремĕш театрĕ йĕркеленсен, пулас çыравçă тата драматург хăй те сцена çине тухнă. Чăвашла ÿкернĕ «Хура юпа» кинофильмра вăл Тевлет рольне ăста вылянипе палăрнă. Анчах Петр Осипов Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне сыхлас ĕçре те çутă йĕр хăварнă. Вăл - медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, 50 ытла ĕç авторĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Чăваш Республикин сывлăх министрĕ пулнă. Ăна ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен Туслăхĕн орденĕсемпе, икĕ «Хисеп Палли» орденпа чысланă.
Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Петр Осипов хăйсен йышлă йăх-ăрачĕ çинчен «Эльгеевсем» роман-эпопея çырнă. Чăваш кĕнеке издательствинче ку кĕнекесем «Эльгей таврашĕ» (1973 ç.), «Пиччĕшĕпе шăллĕ» (1977 ç.) тата «Павел Эльгеев» (1984 ç.) ятпа кун çути курнă.
Литература тĕпчевçисем мĕн паянхи кунчченех çыравçă-драматургăн пултарулăхĕ çинчен çырассине тĕпе хураççĕ. +апла пулмалла та, мĕншĕн тесен, Петр Осипов хăйĕн хĕрÿ чĕри тапма чарăничченех (вăл 1987 çулта вилнĕ) тăван халăхпа пĕрле пулнă, ун сывлăшĕпе сывланă...
Геннадий Кузнецов
7 февраля 2025 г.
Апрель 2025 |