Йĕпреç муниципалитет округне кĕрекен территори пайĕсенче çулталăкри тĕп пухусем ирттересси малалла пырать.
Ирçе Çармăс тăрăхĕнче (унта Ирçе Çармăс салисĕр пуçне тата Чăваш Çармăс ялĕ, Смычка, Малиновка тата Липовка поселокĕсем кĕреççĕ) пурăнакансем те вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçи Леонид Кураков туса панă отчета итлесе сÿтсе явнă, иртнĕ çул пурнăçа кĕртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хак панă хыççăн çак çул валли çĕнĕ тĕллевсем палăртса хăварнă. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне тунă статистика пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çÿлерех асăннă территори пайĕнче, пĕтĕмĕшле илсен, 1388 çын пурăнать. Иртнĕ çул 3 ача кăна çуралнă, 19 çын вилнĕ. Ку цифрăсем вăрманлă тăрăхра пурăнакансен йышĕ пĕчĕккĕнех чакса пынине кăтартаççĕ. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанать. Çармăс территори пайĕ 10998 га йышăнать, çав шутран 7072 гектарне вăрман хуплать, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкĕ 3625 га, ĕçлесе хатĕрлекен çĕрсем - 2397 га. «Заря» агрофирма тата Рафис Айсын хресчен (фермер) хуçалăхĕ 482 га çинче нумай çул ÿсекен курăксем тата ытти ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех тепĕр 353 га çĕр лаптăкне «Натуральный продукт Поволжья» ООО арендăна илнĕ, ку организацин харпăрлăхĕнче - 237 га.
Тĕлĕнмелле хастар халăх пурăнать кунта, çакна доклад тăваканĕ те палăртсах хăварнă. Ирçеçармăссем таçтан такамсем килсе пулăшасса, тÿперен телей йăтăнса анасса кĕтмеççĕ, пĕтĕмпех хăйсем çине шанма хăнăхнă. Иртнĕ çул йышпа пĕрле пурнăçа кĕртнĕ ĕçĕсем те курăмлă. Акă, Ирçе Çармăсра Олег Серлин пуçарăвĕпе воин-десантниксен ячĕпе стела туса лартнă, Чăваш Çармăсра ял старостин пуçарăвĕпе масар патнелле пыракан çула юсанă, Смычка поселокĕн старостин тăрăшулăхĕпе культура вучахне ăшăтассине çутçанталăк газĕ çине куçарнă, клубри ăшă тăрписене улăштарнă. В.А. Тарасов депутат çине тăнипе Липовка поселокĕн пĕр урамĕнчи çула йĕркене кĕртнĕ. Ю.В. Максимов çине тăнипе Смычка поселокĕн масарĕ çинчи пÿрте юсаса çĕнетнĕ, сывпуллашмалли площадка тунă.
Халăх пĕршухăшлă пулнипех ял-поселок урамĕсене, астăвăм палăкĕсен йĕри-тавралăхне, масарсенче тивĕçлĕ йĕрке тăвассине пурте кар тăрса хутшăнаççĕ. Леонид Николаевич хăйĕн докладĕнче чи активлисене ятранах асăнса иртнĕ, пурне те ÿркенменшĕн, ял хăтлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тунă. Вăл Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе çине тăрса ĕçлекен волонтерсен ушкăнне (кураторĕ Тамара Протасова) уйрăммăн тав сăмахĕ каланă, кунне-çĕрне пĕлмесĕр хÿтлĕх каррисем çыхакан, гуманитари пулăшăвĕ пухакан, ăсатакан харсăр чĕреллĕ маттурсене ятран аса илнĕ.
Докладçă юлашкинчен 2025 çулта пурнăçа кĕртме палăртнă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Республикăн бюджетĕн-чен финанслакан пуçарулăх проекчĕсене реализацилессипе çанăсене тавăрсах ĕçлемелле пулать вĕсен кăçал. Çав шутра: пушар деповĕн çуртне юсамалла (1657460 т.) пулать; Ирçе Çармăс салинче тĕп урамсенчен пĕринчи çула юсаса хытармалла (смета хакĕ - 1437320 т.); Смычкăра та тĕп урамри çула (966800 т.) тикĕслесе йĕркене кĕртмелле; Липовка поселокĕнчи Леонид Константинов Герой ятне панă урамри çулăн проблемăллă участокне юсамалла (326150 т.); çак поселокрах пĕвене тасатмалла (377610 т.). Çавăн пекех Ирçе Çармăсра кăçал пĕтĕмĕшле врач практикин офисне тума тытăнмалла.
Пучинке территори пайĕн начальникĕ Виталий Иванов иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх халăх умĕнче туса панă отчетлă доклада итлеме Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Иванов хутшăннă.
Ял тăрăхĕн ертÿçи хăйĕн докладĕнче чи малтанах пĕтĕмĕшле лару-тăру çинчен каласа панă. Пучинке территори пайне кĕрекен ялсенче (Çирĕклĕ, Савкка, Çĕнĕ Кĕлĕмкасси, Пучинке), пĕтĕмĕшле илсен, паянхи кун 1462 çын пурăнать, вĕсенчен 1215-шĕ - Пучинке салинче.
Экономика енĕпе илсен, Пучинке тăрăхĕнче ял хуçалăх отраслĕ вăйлă аталаннă. Округри чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри - «Красный партизан» колхоз ку тăрăхра 2161 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерет, нумай çул тата пĕр çул ÿсекен курăк анисем çинче обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă, сенаж, силос туса илет. Колхозра вăй хуракансен йышĕнче 100 çын. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ Пучинкери сĕт заводĕнче е, тепĕр майлă каласан, «Волжское перерабатывающее предприятие» тулли мар яваплăхлă обществăра ĕç тупнă. Уйрăм предпринимательсен йышĕнче - 28 çын. Вĕсенчен ăнăçлă аталанса пыраканнисем - Георгий Питимиров тытса тăракан «Батырь» ООО, Надежда Лаврентьевăн «Ворошиловский» магазинĕ, Юлия Терентьевăн «Камай» суту-илÿ точки», Светлана Васильева йĕркелесе пыракан «Озон» интернет-магазинăн тавар валеçмелли точки, Галина Денисован «Светлана» магазинĕ, Михаил Кузнецовăн «Нижний» магазинĕ тата Çирĕклĕри Юлия Ивановăн «Продукты» магазинĕ. Кусемсĕр пуçне ял халăхне таварсемпе тивĕçтерессине Йĕпреç райповĕн 2 магазинĕ пурнăçласа пырать. Территори пайĕн тĕп усадьбинче çавăн пекех пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, «Красный партизан» колхоз столовăйĕпе пекарьни, аптекăсем, парикмахерски пур. Юрий Иванов уйрăм предприниматель çĕвĕçсен мастерскойне уçнă, унта 3 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Харпăр хăй ĕçне пуçăннисен йышĕнче 52 çын.
Докладçă 2024 çулта тавралăха тирпей-илем кĕртессипе туса ирттернĕ курăмлă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Унтан культура, вĕренÿ, спорт енĕпе тунă çитĕнÿсемпе паллаштарнă пухăва килнисене. Чăнах та, пучинкесен кăтартуллă тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарма тивĕç. Вĕсем мероприятисем ирттерессипе те, йывăç-тĕмсем лартассипе те, чечек клумбисене хитрелетессипе те питĕ маттур. Халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне çĕнетсе лайăхлатассипе çыхăннă проектсене пурнăçлассипе те яланах малта. Иртнĕ çул Çирĕклĕри Садовая урамри 170 м тăршшĕ (536460,00 т.), Ленин урамĕнчи 500 м тăршшĕ (900812 т.) çулсене юсанă, тата республика бюджетĕнчен уйăрнă (654710,00 т.) пулăшу укçипе Ленин урамĕнчи çула 306 м тăршшĕ вак чул сарса хытарнă. «Çирĕклĕсем ялти культура вучахне юсаса çĕнетессипе те пуçаруллă пулчĕç, вĕсем астăвăм палăкне те çĕнĕ сăн кĕртрĕç, йĕри-тавраллипех йĕрке турĕç», - палăртса хăварнă Виталий Георгиевич.
2024 çулхи курăмлă та кирлĕ ĕçсенчен пĕри - Пучинкери Яргаев урамĕнчи пĕвене тасатни, смета хакĕ - 256014 т.
Кăçал валли илнĕ ĕç планĕ те пĕчĕк мар. Пуçарулăх бюджечĕн программипе тĕп усадьбăри Ленин урамĕнчи çуртсене шывпа тивĕçтерекен тытăма юсамалла (682472 т.) пулать, Çирĕклĕри Луговая урамра 550 м тăршшĕ çула (1370434 т.) юсаса тикĕслемелле. ЧР Транспорт министерствин пулăшăвĕпе Пучинкери Ворошилов урамĕнчи (430 м), Çирĕклĕри кĕпертен пуçласа автобус чарăнăвĕ таран асфальт çулсене (273 м, 2000000 ытларах тенкĕлĕх) юсама палăртнă.
Пучинке территори пайĕн 2024 çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов та ырланă, кунта пурăнакан ĕçчен çынсен пĕрлĕхлĕ тăрăшулăхне палăртакан çитĕнÿсене пысăк хак панă. «Пурте кар тăрсан, ĕç малалла каять», - тесе ахальтен каламан çав ваттисем.
Светлана Быкова
28 февраля 2025 г.
Апрель 2025 |