Вăрманлă-юханшывлă Йĕпреç тăрăхĕнче кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕпех лайăх пĕлеççĕ ăна, хăйĕн сумлă та халавлă ĕçĕ-хĕлĕпе ырă хисепе тивĕçнĕ, канăçсăр чун-чĕреллĕ, ларма-тăма пĕлмесĕр малтан та малалла талпăнакан, кĕсйине тахçанах ветеран кĕнекине чиксе хунă, анчах пенсионер ирĕклĕхĕпе усă курма тăхтассине урăх вăхăта куçарса пыракан çынна. Энтриелĕнче çуралса ÿснĕ, ачалăхĕпе çамрăклăхне çакăнтах, Хумпа Кĕтне тата Пăла хутлăхĕнче ирттернĕ, тăван ялтан тухса кайнăранпа хыçа самаях çул хăварнă пулсассăн та тĕп хулара пурăнакансен çемйинче мĕн халĕчченех хăйне мăнаçлă кăмăл-туйăмпа тытма именекен Вячеслав Васильевич Федоров.
Çак хушамата асăннă хыççăнах вара унăн ентешĕсем тата ĕçтешĕсем, пĕр-пĕрне пÿлсех тенĕ пек, Вячеслав Васильевичăн чыс-хисепне ÿстерекен ĕç вырăнĕсемпе титулĕсене илсе кăтартма тытăнаççĕ.
Тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхпа вĕçсе иртнĕ чарăнми кун-çул çаврăмĕнче Энтриел чăвашĕ калама çук анлă та вăрăм çул утса тухнă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн тата хуçалăх ертÿçин, çар çыннин çемйинче кун çути курнăскерĕн хăйĕн шăпине ÿпкелешсе аса илмелли пĕр сăлтав та çук. Чăннипех телейлĕ пурнăç ырлăхне туллин туйса, тивĕçлĕ воспитани илсе çитĕннĕ вăл. Федоровсен кил-йышĕнче 4 ачи те Тăван çĕршыв хăватне ырми-канми хушассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвакансен малти ретĕнче пулнă. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, хăйсен кун-çулне общество пурнăçĕпе, халăхшăн ытларах пархатарлă та мухтавлă ĕç тăвассипе çыхăнтарнă. Эпир паян Вячеслав Васильевичăн ĕçĕ-хĕлĕ çинче пайăррăн чарăнса тăрасси вăл çак кунсенче çавра юбилей кĕрекине ларнипе çыхăннă. Йышлă тăванĕ, тус-юлташĕсем, паллакансемпе пĕлекенсем ăна 75 çул тултарнă ятпа чунтан саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей-тивлет, çутă ăраскалпа пархатарлă кун-çул сунаççĕ.
Кай, пĕрре те ĕненес килмест Вячеслав Васильевич пурнăç каçалăкĕнче çавăн тăршшĕ çул утса тухнине. Паянхи куна çитсе ватлăх çуначĕ нихăш енчен те пырса сĕртĕнмен-ха Энтриел чăвашне. Утти йăрă та сулмаклă унăн, пуçĕнчи шухăшĕсем çутă та илĕртÿллĕ, чĕлхи тăван амăшĕн (сăмах майăн, унăн амăшĕ, Серафима Терентьевна 104 çула çитиччен пурăннă) сипетлĕ кăкăр сĕчĕпе кĕнĕ çепĕçлĕхне ку таранчченех тасан упрать. Пĕрлешÿллĕ йыш умне сăмах калама тухсан Вячеслав Васильевич чăвашла шăнкăрти шыв кĕввине аса илтерсе калаçнине илтсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Ара, вăл чĕлхеçĕ-лингвист мар-çке, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ строителĕ! Хăйне кун пирки аса илтерсен, юбиляр çапла хушса хучĕ: «Пирĕн çемье педагогикинче чăвашлăх тĕп вырăнта пулнă. Анне, пуçламăш классен вĕрентекенĕ, чăвашла вырăс сăмахĕсене хутăштармасăр, таса калаçатчĕ. Калаçăвĕ те тăри юррине аса илтерсе тăратчĕ унăн. Вăл пире панă ăс-тăн, пил-халал халĕчченех ăс-хакăллăх арчинче...».
Серафима Терентьевнăпа Василий Васильевичăн аслă ывăлĕ ялти сакăрçуллăх шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн тантăшĕсен хушшинче пĕлÿ енне туртăнассипе те, библиотекăран кĕнеке ытларах илсе вулассипе те, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнассипе те палăрмаллах уйрăлса тăнă. Кайран, Йĕпреçри пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкула çÿреме тытăнсан, çамрăк тавракурăмĕпе тĕнчекурăмне тĕрлĕпĕр кружокра малалла аталантарнă. +итĕнсе çитнине пĕлтерекен документлă пулса тăрсан вара вунçиччĕри каччă И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кайса кĕнĕ, «инженер-электромеханик» специальноçне алла илнĕ. Ĕнтĕ мĕн ачаран канăç паман ĕмĕт пурнăçланнă темелле. +ук, апла мар иккен. Чĕри çав-çавах малалла ăнтăлма чĕнекен хавхалануллă вăй-халпа тапать. Çавна май пурăна-киле инженер дипломĕ çумне тепре хутшăнать: ку хутĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи халăх хуçалăхĕн Академийĕн дипломĕ. Вячеслав Васильевичăн кăмăлĕ çырлахнă-ши кун хыççăн. Хуравне çавăнтах парăпăр: çук! Çĕнĕ самана кăларса тăратакан кăткăс та çивĕч ыйтусене ăнăçлă татса парас тесен менеджер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçăмлатмалла. Вăхăта сая ярса тăман Вячеслав Федоров, Германири Бад-Гарцбург хулинчи ятарлă институт студенчĕ пулса тăрать те, хайхи «менеджер» специальноçĕпе çывăхраххăн туслашас тĕллевпе Европăри паллă профессорсемпе докторсен тарăн шухăшлă лекцийĕсене «шĕкĕлчет». Вĕреннĕ хушăра хĕрÿ ĕç юхăмĕн айккинче самантлăха та алă усса ларман Вячеслав Васильевич. Вăл «Чăвашагропромстрой» пĕрлешÿ стройматериалĕсен комбиначĕн историне пĕрремĕш страницăсем çыраканĕ, асăннă предприяти тресчĕн тĕп инженерĕ, комбинат директорĕ, «Чăвашстрой» пĕрлешÿн тĕп инженерĕ тата асăннă акционер обществин генеральнăй директорĕ пулнă. Халĕ тивĕçлĕ канура.
«Тивĕçлĕ канура» тесе çырма алă çĕкленмест. Канас шухăш-тĕллевпе йăпанмасть-ха вăл, тава тивĕçлĕ строитель, «Раççей Федерацийĕн топ-менеджерĕ» ятпа чысланăскер, РФ гражданĕсен çитĕнĕвĕсене палăртакан «Раççейĕн çулталăк çынни» наци премийĕн лауреачĕ, «Йĕпреç ен ентешлĕхĕ» общество юхăмĕн правленине 20 çул ытла пуçаруллăн ертсе пыма ăсталăхпа тавçăрулăх çитернĕ хастар...
«Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» правленийĕн пуçĕнче тăнă чухне йыш шанăçне тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе тÿрре кăларассине тĕпе хучĕ ентешĕмĕр. Пысăк калăпăшлă та яваплă тивĕçе пĕр укçасăр-мĕн-сĕрех, чун-чĕре хушнипе пурнăçласси унăн кун йĕркинче тĕп вырăн йышăнчĕ. Ку ентешлĕх Чăваш Енри обществăлла юхăмсен хушшинче кăтартуллисенчен пĕри пулса тăнинче Вячеслав Васильевичăн тÿпи питĕ курăмлă. Халĕ ăна Çĕнĕ Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки, Альберт Канаш ячĕллĕ преми лауреачĕ Антонина Краснова ертсе пырать, Вячеслав Федоров - унăн çумĕ, ăста наставник, шанчăклă пулăшуçи. «Правлени пайташĕсем - республикăри паллă, мухтавлă çынсем. Вĕсен хушшинче драма артистчĕсем, журналистсем, юрăçсем, çыравçăсем, юристсем, усламçăсем т. ыт. те. Ентешлĕх Йĕпреç муниципалитет округĕпе, депутатсен вырăнти Пухăвĕпе, хуçалăхсен, шкулсен, культура учрежденийĕсен, ытти организацисен яваплă çыннисемпе тачă çыхăнура. Чыс-хисепе тивĕçнисене хавхалантарма тунă преми те пур ентешлĕхĕн. Правлени пайташĕсем тăван тăрăха килсех çÿреççĕ, вăл ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Ĕçе çапла йĕркелени кулленхи пурнăçа çĕнĕлĕхпе чĕрĕлĕх парса тăма пулăшать», - тет Вячеслав Васильевич.
...Пурнăç çулĕ тăрăх юнашар, алла-аллăн тытăнса утма суйласа илнĕ мăшăрне шыраса таçта, çичĕ юта куçламан Энтриел каччи. Пĕр-пĕрне шкула çÿренĕ чухнех лайăх пĕлнĕскер Туçарах кунсемпе çĕрсене ирттернĕ иккен. Вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕскер хаваспах килĕшнĕ кÿршĕ ял кинĕ пулма. Светлана Германовнăпа Вячеслав Васильевич Федоровсем - Турă пилленĕ телейлĕрен телейлĕ мăшăр, ырлăх-тивлет, сÿнми юратун иксĕлми хĕлхемне асамлăн чĕртсех тăрса ялкăштаракан çемье...
...Вячеслав Васильевич, ылтăн алăллă строитель, пурнăçĕн мăнаçлă керменĕн 75-мĕш хучĕ çине черетлĕ кирпĕч хучĕ. Васкавлă вăхăт хистенипе. Кăварлă чĕри йыхравĕпе. Кермен çумĕпе хывăннă çул вара ăна, юбилей кĕрекинчи сумлă хăнасен çунатлă сăмахĕсемпе хавхаланнăскерне, малалла та тăвалла сулмаклăн талпăнса утма чĕнет...
Геннадий Кузнецов
Март 2025 |